18 мая 2009 г.
2009 çула ЧР Президенчĕ Н. В. Федоров Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Çакна ялта çуралса ÿснисен те, хулара пурăнакансен те — пурин те ырламалла кăна, мĕншĕн тесен çĕр ĕçченĕ ÿстернĕ çăкăр пурнăçа тытса пырать.
“Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕн тĕллевĕ — ялти социаллă тата экономика пурнăçне малалла аталантарас енĕпе комплекслăн пурнăçламалли ĕç, ют çĕр-шывсен опычĕпе, çĕр-шыври аграри ăслăлăхĕсен çитĕнĕвĕпе, чи çĕнĕ технологисемпе усă курса ял хуçалăх производствине çирĕппĕн аталантармалли нумай енлĕ ыйтусене татса парасси, ял хуçалăх предприятийĕсене тĕнчери тухăçлăх кăтартăвĕсен шайне кăларасси. Çакă — халăх йăлисене, фольклорне, пултарулăхне сыхласа хăварни тата аталантарни. Ял халăхне право тата экономика енчен çутта кăларни”, — тенĕ ЧР Президенчĕ Н. Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă çырура.
Пирĕн хамăр атте-аннесем, асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем колхоз уй-хирĕнче тăрмашнă: çум çумланă, тыр-пул акса çитĕнтернĕ, пысăк тухăçлă çĕр улмишĕн вăй хунă. Утă-улăма пĕтĕмпех ачасемпе ватăсем пухса кĕртнĕ тесен те юрать. Арçын ачашăн вăл вăхăтра лаша кÿлсе çÿресси пысăк чыс, хисеп шутланнă, колхозра ĕçлеме лаша шанса парасса тем пекех кĕтнĕ вĕсем.
Манăн вара ку хайлавра Яманакри Евгения Васильевна Матвеева çинчен каласа парас килет. Вăл 1939 çулта Яманакра çуралнă. Ачалăхĕ шăпах вăрçă хыççăнхи выçăллă-тутăллă, нушаллă пурнăçа лекнĕ. Ялта ăна Лена аппа тесе чĕнеççĕ. “Анне эпĕ çуралсан Евкен ятпа çыртарать. Анчах та Евкен ят йывăр ят пек туйăнать. Анне шухăша каять. Ăна вара хут çинче Евгения ят пултăр, хăвăр Лена ятпа чĕнĕр теççĕ. Çапла эпĕ икĕ ятлă пулса юлтăм”, — тет Лена аппа.
— Атте пулман пирки çурма тăлăх ÿсрĕмĕр. — Çăпатусене ан çĕтĕр-ха, кам сапласа парать , — тесе макăратчĕ анне.
Вĕсем ял варринчи пĕчĕк çуртра пурăннă. Çемьере — виçĕ ача. Евкен — чи асли. Амăшĕ — кашни кун ĕçре. Тул çутăличчен тухса кайнă та сĕм çĕрлечченех хирте.
— Пĕррехинче анне лашапа уя сухалама кайнă, мана, шăнса ан кайтăр тесе, кăмака çине пилĕкрен кантрапа кăкарса хăварнă. Анчах та кантри вăрăмрах пулнă çав. Эпĕ кăмака çинчен шуса аннă та çакăнса ларнă. Çапах вилĕмрен юлнă, — аса илет Е. Матвеева. — Эпĕ — вун иккĕре. Анне конюхра тăрăшнă май, мана хăйпе пĕрле илсе çÿренĕ. Тихасене шăварма Мăн Шетмĕ юхан шывне, арман пĕвине илсе кайрăм. Асăрхамасăр тиха çинчен тарăн шыва кĕрсе ÿкрĕм. Вăй çитерсе ишсе тухрăм.
Çичĕ çул вĕреннĕ хыççăн Евкен аппа Яманакри сысна фермине вырнаçать. Унăн тăрăшулăхĕпе Виктор Яковлев заведующи кăмăллă пулнă. Вăл Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, инвалид. Ферма пурнăçĕн тиевĕ çăмăлах мар çав. Ун чухне кунти мĕн пур ĕç-хĕле алă вăйĕпе пурнăçланă. Шывне те, çăнăхне те, айсарăм валли улăмне те ĕнсе çинче çĕкленĕ.
Елена Васильевна 17 çул тултарсан амăшĕ çĕре кĕнĕ. Виçĕ пĕр тăван хăр тăлăх юлаççĕ. Шăллĕпе йăмăкне пăхмалла… Уйран тăранмалăх çĕрĕк улма пуçтарнине те манмасть Евкен аппа.
— Хĕлле валли пултăран, серте, вĕлтĕрен типĕтсе хураттăмăр. Манăн пĕртен-пĕр ĕмĕт вăл — хăçан та пулин тăраниччен çăкăр çиесси, — сăмах çăмхине сÿтет ватă.
Мăн Шетмĕ шывĕ фермăпа ялти Сывлăмкасси урамне тепĕр енне хăварать. Çуркунне, пăр кайнă вăхăтра, сысна пăхакансем фермăрах пурăннă, апатне çавăнтах пĕçерсе çинĕ. Киле каяс тесен, мĕн тăвăн, виçĕ çухрăмри Кушкăпа çаврăннă. Каччăсем те такăрланă ферма çулне. Борис ятли вара хĕр-упраçа куç хывнă. Кĕçех иккĕшĕ çемьене чăмăртанаççĕ.
1958 çулта Е. Матвеева ялти сĕт-çу фермине вырнаçать. Ку йышра та хăйĕн сăпайлăхĕпе палăрать. Унăн хушамачĕ — ăмăрту дневникĕнче яланах малта, маяксен шутĕнче.
Хуçалăхри бригадăри ĕçсенче те чыс-мухтава тивĕçнĕ. Халĕ те вĕсем куç умĕнчех.
— Утă çулма ирхине тăватă сехетрех каяттăмăр. Сывлăм типсен, шăрăхлатма пуçласан кĕреттĕмĕр. Хĕлле вăрлăх хатĕрленĕ. Ака-суха тапхăрĕ çитсен акма васканă. Паллах, тырă миххисене сеялка патне йăтма çăмăлах мар ĕнтĕ. Тата пире, хăрарăмсене. Кантăр вăхăтĕнче те канăçа çухатнă. Татнă, шыва хутнă. Шыва хутнă чух кĕрсе ÿкни те пулнă. Хатĕр кантăра Çĕрпÿ хули патĕнчи сÿс-кантăр заводне леçнĕ, — чуна уçса калаçать Евкен аппа. — Мĕн чухлĕ купăста лартса çитĕнтермен-ши тата.
Е. Матвеева чăнах та ылтăн алăллă. Каменщицăра та вăй хунă. Хăй каланă тăрăх, правленин икĕ хутлă çуртне, ферма общежитине, икĕ пăру тата ĕне витисене хăпартнă. Ялти çынсене кирпĕч çурт лартнă чухне те чылай пулăшнă.
Хуçалăх производствинче çине тăнă çулсенче тĕрлĕ ертÿçĕсемпе ĕçленĕ. Халĕ те Г. Карташов, И. Терентьев, Е. Лукин, В. Прокопьев, В. Григорьев, А. Андреев, Н. Александров, Ю.Пирошкин председательсене ăш пиллĕн аса илет.
Ĕçне кура хакĕ темеççĕ-и-ха. Евкен аппан килĕнче тăрăшулăхшăн тĕрлĕрен çулсенче чысланă наградăсем упранаççĕ. Çав шутра — 1976 çулта тивĕçнĕ КПСС Чăваш обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Совечĕн хисеп грамоти, 1978 çулта панă виççĕмĕш степеньлĕ “Ĕç мухтавĕ” орден.
КПСС Чăваш обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Совечĕ ăна, ял хуçалăх продукцине туса илес çĕрте иксĕлми тÿпе хывнăшăн, иккĕмĕш хут 1984 çулта та хисеп грамотипе наградăланă.
Нумаях та вăхăт иртмест — 1986 çулта хастара “Ĕçре палăрнăшăн” медале параççĕ. 1989 çулта — Е. Матвеевана “Ĕç ветеранĕ” медаль.
Евгения Васильевна — юрă ташă ăсти те. Вăл ялти фольклор ушкăнĕпе вырăнта çеç мар, районти, республикăри ĕçпе юрă уявĕсенче — чи активли. Унăн чун-чĕререн сăрхăнса тухакан кĕввисем хăйсен шухăш пуянлăхĕпе çывăх. Хăвăн та пĕрле шăрантарас кăмăл-туйăм вăранать.
Анкарти хыçĕпе, шурă юр
çийĕпе
Шăнкăртатса юхать çурхи шыв.
Тăвансем патне, ай, килсессĕн
Шăнкăртатса ларать çут
стакан…
Кăçалхи пуш уйăхĕнче 70 çул тултарчĕ Евкен аппа. Хуçалăх ĕçĕсене хутшăнма пăрахнă пулин те, ял пурнăçĕпе пурăнать, куллен кăсăкланать.
— Çĕр пулăхне ÿстермелле. Ял çыннине патшалăхăн май килнĕ таран пулăшмалла, — хăй калассине пытармасть ĕç ветеранĕ. — Хамăра тăрантаракан çĕр шăпишĕн тăрăшасчĕ пирĕн.