15 мая 2009 г.
СПИДа пĕрремĕш хут 1981-мĕш çулта Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче тупса палăртнă пулсан паян вăл тĕнчери мĕн пур çĕр-шывсенче сарăлнă. Чиртен вилнĕ çынсен шучĕ тĕнчере 35 миллионран та иртнĕ. Вирус ерсе пурăнакансем вара 45 миллионран та ытларах. Вĕсен пурин те СПИД тапхăрĕ пуçланас хăрушлăх пур. Кашни кун тĕнчере çĕнĕрен 16 пин çын вирус çаклатать. Вĕсем ытларах — 15—35 çултисем. Раççейре 473 пин çынна вирус ернине тупса палăртнă, вĕсенчен 4 пин ачасем. Чиртен вилнисен шучĕ 32 пин çын, вĕсенчен СПИДран 5 пин. 2008-мĕш çулта анчах çĕр-шывра çĕнĕрен 50671 вирус ернĕ çынна тупса палăртнă. Ытларах вĕсем Раççейри 11 регионта: Санкт-Петербург (40 пин), Мускав (33 пин ытла), Иркутск (25 пин ытла), Челябинск (20 пин), Оренбург (19 пин), Ленинград (15 пин ытла), Кемерово (12 пин ытла) облаçĕсенче тата Ханты-Мансийск (13 пине яхăн) автономилле округра.
Чăваш енре те паян СПИД чирĕнчен вилнĕ 29 çынна тата тĕрлĕ сăлтавсенчен уйрăлса кайнă, СПИД вирусĕ ернĕ 130 çынна асăнатпăр. Вĕсемсĕр пуçне тата 800 çын учетра тăрать. Вирус ернĕ çынсене республикăри районсемпе хуласенче тупса палăртнă. Уйрăмах вĕсем Канаш (215 çын), Куславкка (37 çын), Çĕмĕрле (37 çын), Çĕнĕ Шупашкар (95 çын), Шупашкар (340 çын) хулисенче нумай. Вирус ернĕ çынсен пурнăçне нумай-нумай çул тăсма пулать, ăна валли эмелсем пур, анчах чиртен вуçех сыватма хальхи вăхăтра майсем çук. Чиртен сыхлама вакцина сыворотка таврашĕсем те çук.
Вирус этем урлă анчах ерет — вирус ернĕ е СПИДпа чирлĕ çынран. Вăл юнра, ар вăрлăхĕнче, хĕрарăмăн ар органĕ кăларакан шĕвекре тата хĕрарăм сĕтĕнче пулать. СПИД вирусĕ пĕр çынран теприне виçĕ майпа анчах куçма пултарать.
Пĕрремĕшĕ — ар çыхăнăвĕсем урлă. Ку майпа вирус ернисенчен 70 проценчĕ хăйсене вируса ертнĕ. Пĕр пекех арçынран хĕрарăма тата хĕрарăмран арçынна ерме пултарать. Ку майпа вирус ересрен презерватив анчах сыхласа хăварать. Çавăнпа качча кайма- сăр е авланмасăр тата мăшăрĕсемпе мар ар çыхăнăвĕ тытасси презервативпа анчах пулмалла. Юлашки çулсенче вирус ернĕ хĕрарăмсен шучĕ ÿссе пынине палăртмалла.
Иккĕмĕш май — юн урлă. Кунта наркотиксене юна яракансем вируса хăйсене ертеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем чылай чухне пĕр шприцпа темиçен тата юн юлнă таса мар йĕпсемпе усă кураççĕ. Ку майпа вирус ернисенчен 28 проценчĕ вируса хăйсене ертнĕ. Кунта пĕрремĕш хут наркотика юна янă вăхăтрах вирус ерме пултарнине палăртмалла. Çак майпах татуировка тата пирсинг тунă вăхăтра та вирус ерме пултарнине пĕлмелле.
Виççĕмĕш май — вирус ернĕ хĕрарăмсем йывăр çын пулнă е ача çуратнă вăхăтра ачисене вирус ертме пултарни. Ун пек хĕрарăмсене сиплеме эмелсем пур, çавăнпа ачисем вирус ерсе çуралас хăрушлăх 2 процент анчах. Республикăра 101 ача вирус ернĕ хĕрарăмсенчен çуралнă, вĕсенчен 9 ача — вируспа. Çуратнă хыççăн ачисене кăкăр сĕтне çитерме юрамасть.
Савăт-сапапа усă курнипе, пĕр туалета çÿренипе, пĕр-пĕрне чуп тунипе, юнашар выртса çывăрнипе вирус ермест. Мунчара е саунăсенче, бассейнра, кÿлĕсемпе юхан шывра шыва кĕнĕ чухне те вирус пĕр çынран теприне куçма пултараймасть. Ÿпресем тата юн ĕçекен хурт-кăпшанкăсем урлă та вирус пĕр çынран теприне куçнине палăртман. Вирус ернĕ çынсем ĕçре, шкулсенче вĕренÿре, ача сачĕсенче ытти çынсемшĕн нимĕнле хăрушлăх та кÿмеççĕ. Вĕсенчен пĕрре те хăрамалла мар.
Мĕн тумалла-ха чиртен сыхланас тесен? Ку вăл ар çыхăнăвĕ тытма пĕр мăшăр анчах пулма кирлине пĕлтерет. Качча каймасăр е авланмасăр, мăшăрĕсене улталаса урăх çынсемпе, проституткăсемпе тата пĕлнĕ-пĕлмен çынсемпе ар çыхăнăвне тытас умĕн çакă кайран мĕн патне илсе тухассине ăнланни çамрăксемшĕн пĕрремĕш вырăнта пулмалла.
Юлашки вăхăтра çамрăксен хушшинче сăра ĕçесси сарăлать. Кунта пĕр кĕленче сăра ĕçни 100 грамм эрех ĕçнипе танлашнине пĕлмелле. Юлашкинчен наркотиксемпе нихăçан та усă курма кирлĕ маррине ăнланни. Наркотик — вилĕм тата тĕрлĕрен чирсем, вăл хушăра СПИД патне илсе пырать.
СПИД çинчен ытларах пĕлес тата ун пирки тĕрĕслеттерес тесен ăна çак адреспа пĕлме пулать: Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 32 “А” çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: 55-20-86, 55-15-83.