15 мая 2009 г.
Кашни çулах çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунне ирттереççĕ. Ку уява Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн
Ассамблейин резолюцийĕпе килĕшÿллĕн паллă тăваççĕ. Ăна хатĕрленсе, вырăнсенче
конференцисем, дискуссисем, диспутсем, фестивальсем, конкурссем йĕркелеççĕ. Вĕсем ытларах библиотекăсемпе кану çурчĕсенче пулаççĕ.
Раççейре асăннă куна чысласси 1995 çултанпа йăлана кĕнĕ. 2008 çул — Çемье çулталăкĕ. Вăл уйрăмах йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесене, ватă çынсене, инвалидсене пулăшассипе çыхăннă. Правительство çавна май тĕрлĕрен социаллă программăсем йышăннă, вĕсем валли çăмăллăх кÿме укçа-тенкĕ уйăрнă. Пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче РФ Президенчĕ Д. Медведев “Ашшĕ-амăшĕн Мухтавĕ” орден çирĕплетни çинчен пĕлтерекен Указ çине алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн ордена тивĕçнĕ çемьесене 50 пин тенкĕ парса хавхалантараççĕ. Çавăн пек çемьесем пирĕн районта та пур. Вĕсен йышĕнче 3 ачаллисем — 43, тăваттăллисем — 6, пиллĕклисем — 1, ултă ачаллисем икĕ çемье. Йышлă ачаллисем хушшинче кашни çулах “Çулталăк çемйи” конкурс ирттеретпĕр. Акă, 2006 çулта асăннă конкурсра Красноармейскинчи — Васильевсем, 2007-мĕшĕнче — Даниловсем, 2008 — Сергеевсем (Карай), кăçал вара Çырмапуç Карайри Прохоровсен çемйи мала тухрĕç. Конкурссене вунă çул пĕрле пурăнакан çемьесем те хутшăнаççĕ. Паллах, çĕнтерÿçĕсем республикăри конкурсенче те тупăшаççĕ, хаклă парнесемпе таврăнаççĕ.
Кашни çемье — çĕр-шыв тĕрекĕ. Арçынăн хăйĕн ĕмĕрĕнче çемье çавăрмалла, пÿрт-çурт çĕклемелле, йывăç лартмалла. Ача-пăча çуратса çитĕнтересси — унăн пĕрремĕш тивĕçĕ. Тĕслĕхрен, Карайри Сергеевсен çемйине илер-ха. Людмилăпа Юрий пилĕк ача çуратса пăхса ÿстереççĕ. Кил хуçи — водитель, Людмила — социаллă ĕçчен. Ачисем те хăйсем пекех кăмăллă, типтерлĕ, тăрăшуллă тата пултаруллă. Шкулта та лайăх вĕренеççĕ.
Ырă тĕслĕх татах илме пулать. Красноармейскинчи Светăпа Юра Даниловсем харпăр хăй ĕç вырăнĕсенче вăй хунипе пĕрлех общество пурнăçне те активлă хутшăнаççĕ, ваттисене пулăшма та вăхăт тупаççĕ. Мăшăр çемйипе канма та, тĕрлĕрен историллĕ вырăнсене тухса çÿреме те пултарать.
Яманакри Людмилăпа Валерий Львовсен — виçĕ ача. Вĕсен ывăлĕ 10-мĕш класра пĕлÿ пухать, вăл — ЧР Президенчĕн стипендиачĕ. Спортпа туслă çемье, районти, республикăри ăмăртусене хутшăнать. Япăх мар кăтартусемпе палăрать.
Чатукасси тăрăхĕнчи Маринăпа Юрий Андреевсен, Галинăпа Виталий Егоровсен, Алинăпа Вадим Кураковсен, Санькассинчи Раисăпа Валентин Мефодьевсен, Красноармейскинчи Наталипе Алексей Григорьевсен, Алманчри Ольгăпа Владимир Долговсен — йышлă ачаллă çемьесем. Ку тăрăхри Сергеевсен — тăватă ача, Кĕçĕн Шетмĕри Хайбуллинсен — вунă ача. Сăмах май, асăннă çемьесенче ачасене тĕрĕс воспитани парса, çĕр-шывшăн юрăхлă çынсем çитĕнтерес тесе тăрăшаççĕ.
Кĕçĕн Шетмĕри Хайбуллинсен Эдиктпа Оксана олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренеççĕ, спортра тунă ÿсĕмĕсем те иксĕлми.
Мăн Шетмĕри Татьянăпа Саша Антоновсем те ял-йышра сумлă. Саша — монтер, Татьяна — ялти шкулта вĕрентекен.
Трак тăрăхĕ çемье династийĕсем тĕлĕшпе те ырă йĕр хăварать. Çавăн пеккисем халь 100 ытла çемье. Вĕсен мĕн пур ĕç стажĕ 150—400 çулпа танлашать. Кушарти Яковлевсен — 400, Янкасри Кирилловсен медицинăри ĕç стажĕ — 230, Янмурçинри Клементьевсен —157, Супарти вĕрентекенсен — Буславскисен — 400, Еншик Чуллăри Дмитриевсен — 280 çул.
Паян — уяв. Пысăк праçник ячĕпе сире, хаклă вулаканăмăрсем. Пурне те Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунĕ ячĕпе телей те çирĕп сывлăх, кил ăшши сунатăп.