АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Шуçăма” çитсе курăр-ха?

15 мая 2009 г.

 

Яманакри ясли-садикре пулса курман-и эсир? Яла пырса кĕнĕ çĕртех, аслă çул хĕрринче ларать пепкесен керменĕ. Халь унта мĕн пурĕ 17 ача çÿрет. Пĕри тепринчен илĕртÿллĕ, хăйсем патне тыткăнлаççĕ. Татьяна Васильевна Яковлева, садик заведующийĕ, илемлĕ пит-куçлă сарă хĕрарăм. Вашават

калаçать.

Хăйне май праçник ĕнтĕ ку пирĕншĕн. Апла пулин те çав уява эпир кăштах маларах йĕркелерĕмĕр, — хăй калассине пĕлтерчĕ Т. Яковлева. — Сăлтавĕ те тупăнчĕ, паллах.

Вăрттăнлăхне уçăпăр эппин. Яманакри “Шуçăм” виççĕмĕш çул ĕнтĕ Раççейри коопераци университечĕн Шупашкарти кооператив институчĕпе таччăн çыхăну тытать. Асăннă институтри преподавательсем час-часах килсе çÿреççĕ ясли-садике. Çирĕп çыхăнăва çирĕплетессипе, чăн малтанах, институт ректорĕ Валерий Андреев пысăк тÿпе хывнă. Унпа пĕрлех институтри воспитани енĕпе ĕçлекен пайăн начальникĕ, Ирина Ивановна Шашкина та “шуçăмсемшĕн” çав тери хаклă та кĕтнĕ хăна вырăнĕнчех.

Апрелĕн 23-мĕшĕ — Яманакри “Шуçăм” ясли-садик кунти пепкесемшĕн те, ялти пуçламăш шкулта вĕренекенсемшĕн те асра юлчĕ. Тĕл пулăва Шупашкартан студентсен пĕр ушкăнĕ, вăл “Весель ЧаКИ” команда ятлă тата унпа пĕрле И. Шашкина çитрĕç. Çамрăксем “шуçăмсене” тата уява чĕннĕ ялти ачасене хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç, тĕрлĕрен вăйăсем выляттарчĕç, хуларан илсе килнĕ кучченеçсемпе хăналарĕç.

Çăкăр-тăвар хире-хирĕç тенешкел, “Шуçăм” ясли-сад коллективĕ те парăмра юлмарĕ. Ачасем хăнасем умĕнче сăвăсем вуларĕç, кашни хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ.

— Ăшшăн та тарават тăсăлчĕ тĕл пулу. Кашни самант асра юлчĕ ачасемшĕн те, пирĕншĕн те, — тет “Шуçăм” ясли-садик ертÿçи Татьяна Яковлева. — Татах килсе çÿрĕр, хаклă хăнасем…

Уявра пĕри те тепри сăмах илчĕ. Хаклă хăнасене тата ясли-садикри тĕл пулăва хутшăннисене Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕ ячĕпе Альбина Моисеева библиотекарь, тата кунта нумай çул хушши заведующинче вăй хунă З. М. Иванова ăшшăн саламларĕ, “Шуçăм” ясли-садик заведующийĕ Т. Яковлева асăннă институт ректорне — В. Андреева тата шупашкарсене, чыс туса, коллектив ячĕпе Тав çырăвĕ пачĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика