08 мая 2009 г.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 64 çул тултарас умĕн ĕç коллективĕсенче иртнĕ вăрçă вучĕ витĕр тухнисемпе, тыл ветеранĕсемпе ăшă тĕл пулусем иртрĕç. Акă Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Красноармейскинчи
управленийĕ çакăн евĕр мероприятие районти историпе краеведени халăх музейĕнче
йĕркелерĕ.
Районти музейăн тĕп залне Трак чăваш- нимĕç гимназийĕн 7 “б” класĕнче вĕренекенсем хăйсен вĕрентекенĕпе М. И. Кирилловапа килнĕ. Музей директорĕ В. Серафимов тавра пĕлÿçĕ 1418 куна пынă Аслă Отечественнăй вăрçăн пĕл-терĕшĕ, Çĕнтерĕве Трак ен çыннисем те хăйсен сумлă тÿпине хывни (пирĕн районтан 1941 — 1945 çулсенче пынă хаяр вăрçа 6030 çын, вĕсенчен 95-шĕ — хĕрарăм — хутшăннă, хаяр çапăçусенче 2162-ĕн пуç хунă) çинчен каларĕ, хăнасемпе паллаштарчĕ. Ăшă тĕл пулăва ĕçпе вăрçă ветеранĕсем М. Прохоров (Красноармейски), В. Александров (Тусай), Д. Алексеев, унăн мăшăрĕ, тыл ветеранĕ И. Алексеева (Кивĕ Йĕкĕт) килнĕ. Тĕл пулăва РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г. Шестакова хутшăнчĕ.
Хĕрĕх минут хушшинче (вăхăчĕ пĕр уроклăх кăна-çке), паллах, хăв хаяр вут-çулăм витĕр утса тухнă çул-йĕре пĕтĕмпех ăçтан каласа парăн?
М. П. Прохоров: “1941 çулхи июнь уйăхĕнче шăпах Красноармейски вăтам шкулне вĕренсе пĕтертĕм. Тусайран район центрне ир те, каç та вăрман урлă çуран утнă. Ун чухне хальхи евĕр шкултан вĕренсе тухнисен савăнăçлă балĕсене ирттермен. Июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине шкула пухăнтăмăр. Пире аттестатсем пачĕç: епле савăнман-ши. Вăл кун, вырсарни кунччĕ, район центрĕнче Трак пуххи пыратчĕ. Эпир, савăк кăмăллă яш-кĕрĕм, унта васкарăмăр. Çÿресен-çÿресен ярмарккă çыннисем ушкăн-ушкăнăн пухăннине асăрхарăмăр. Кĕçех митинг пуçланчĕ. Нимĕçсем пирĕн çĕр-шыв çине сĕмсĕррĕн тапăнни, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерчĕç. Унта та кунта кăшкăрашни, макăрни илтĕне пуçларĕ. Ярмарккă хăвăрт саланчĕ.
Яла çитрĕм. Унта салтак сассисем илтĕнеççĕ. Вăй питти арçынсене фронта илме пуçларĕç.”
М. Прохорова 1942 çулта Аслă Отечественнăй вăрçа илеççĕ. Вăл хăй хаяр вăрçă вучĕ витĕр утса тухнă пирки “Вут-хĕмре иртнĕ çамрăклăх” ятлă кĕнеке пичетлесе кăларнă. Михаил Прохорович Томск хулинчи иккĕмĕш артиллери училищинче вĕреннĕ. Каярах Украина, Молдави, Румыни, Венгри, Австри çĕрĕсене ирĕке кăларма хутшăннă. Аслă Çĕнтерĕве Австрин Траттенбах салинче вĕçленĕ. Тăван киле 1947 çулхи июльте таврăннă. Салтак шинельне хывсан Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Шкулсенче учительте, директорта, совет органĕсенче ĕçленĕ.
В. А. Александров 1926 çулта Тусай ялĕнче çуралнă. Тусайра — 4 класс, Упире 7 класс вĕренсе пĕтернĕ. Унтан Çĕрпÿри фельдшерсем хатĕрлекен шкулта пĕлĕве малалла ÿстернĕ. “Иккĕмĕш курсран мана çара илчĕç, запасри полкра уйăх вĕрентĕм. 1944 çулхи май уйăхĕнче фронта лекрĕм: 1, 2 Белорусси фрончĕсен 3-мĕш армийĕн 283 дивизийĕн 858 полк стрелокĕ пултăм. Белоруссие ирсĕр тăшмантан ирĕке кăларассишĕн çапăçма тÿр килчĕ — “Багратион” операцире хутшăнтăм. Амантăм, тĕрлĕ госпитальсенче сиплентĕм. Çĕнтерÿ кунне Чехословаки çĕрĕ çинче кĕтсе илтĕм. Вăрçă чарăнсан тата 5 çул салтак шинельне хывман эпĕ. 1950 çулхи октябрьте кăна киле таврăнма тÿр килчĕ”.
В. Александровăн кăкăрне “Паттăрлăхшăн” медаль, III, II степеньлĕ “Мухтав” орденĕсем илем кÿреççĕ. Каярах пирĕн ентеш каçхи вăтам шкул, Хусанти патшалăх университетĕнче географи факультетне пĕтернĕ, Шăхасан вăтам шкулĕнче ĕçленĕ. Халĕ, ватлăхра, ашшĕ ялне, Тусая, таврăннă.
Кăçал Ленинград хулине блокадăран хăтарнăранпа 65 çул çитрĕ. Хулана блокада вăхăтĕнче хÿтĕленĕ тата ирĕке кăларма хутшăннă çынсем Трак енче те нумайăн пулнă. Паян районта сывă пурăнаканнисенчен иккĕн кăна тăрса юлнă. Вĕсенчен пĕри — Кивĕ Йĕкĕтри Давыд Алексеевич Алексеев.
“1921 çулта çуралнă эпĕ. Яш вăхăчĕ çитсен Трак енрен 16-ăн çара кайрăмăр, тинĕс çар флотне лекрĕмĕр. Кронштадри çыхăнуçăсен шкулĕнче вĕрентĕм, радист-оператор специальноçне алла илтĕм. Кĕçех миноносец çинче служба пуçланчĕ.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланни пĕтĕм ĕмĕте татрĕ. Халĕ те асăмра: Кронштад хули çине 2 нимĕç самолечĕ вĕçсе килсе бомбăсем пăрахма тытăнчĕç. Пирĕннисем иккĕшне те персе антарчĕç, пĕр нимĕçне тыткăна илчĕç.
Кĕçех моряксенчен тинĕс-çар бригадисем йĕркелеме тытăнчĕç. Эпир Нарва хули патĕнче тăратпăр. Нимĕçсен çарĕсем Ленинград — Мускав чукун çулне татса Чудово хулине тытса илчĕç. Шмессельбург хулипе çыхăну татăлсан, Ленинград 900 куна пыракан ункăна кĕрсе ÿкрĕ, “фронт-хула” пулса тăчĕ. Вăрçăпа, сивĕпе, бомбăсем пăрахнипе хула халăхĕ питĕ нумай вилсе пĕтрĕ. Пире талăкне — 300, ахаль çынсене 200 грамм çăкăр паратчĕç. Паян çав кунхи ÿкерчĕксене каласа пама питĕ йывăр”.
1944 çулхи январьте Балти Тинĕс Çар Флочĕн тинĕс пехотин бригадисемпе отрячĕсем тăшман ункине çĕмĕрсе хулана блокадăран хăтараççĕ. Д. Алексеев Польша, Чехословаки, Австри çĕрĕсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать, Румынипе Венгри урлă декабрьте киле таврăнать.
Унăн мăшăрĕ, Екатерина Ивановна, Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ. Механизаторсен шкулне вĕренсе пĕтернĕ. “Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче тылра юлнисем те çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хунă, — тет вăл. — Эпĕ 12 çул трактор çÿретрĕм, вĕсенчен сакăр çулне бригадир пулса тăрăшрăм. Трак тăрăхĕнче эпĕ çитмен ял, тăрăшман бригада та сахал пулĕ”.
Ĕçпе вăрçă ветеранĕсене РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г. Шестакова çывхаракан Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ, çирĕп сывлăх, тулли ăраскал сунчĕ. Ватăсене районти искусство шкулĕн вокал уйрăмĕнче вĕренекенсем (ертÿçи — Е. Михеев) чăваш юрри-кĕввипе саламларĕç.