30 апреля 2009 г.
Апрелĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхин кунĕнче, Чăваш Енĕн мĕн пур территорийĕнче Наци радиовĕн тестовăй (тĕрĕслесе пăхмалли) хыпарĕсем илтĕнме пуçларĕç.
Радио валли чĕнĕвне (позывной) Николай Казаков йĕркеленĕ, “Эфирта — Чăваш Ен!” сăмахсене пирвайхи хут Лира Леонтьева, “Эфирта — Чăваш Енĕн Наци радиовĕ” сăмахсене Александр Валеев каланă. ЧР Президенчĕн Н. Федоровăн Наци радиовĕн итлевçисене каланă саламлă сăмахсем республикăри патшалăхăн икĕ чĕлхипе янăранă.
Апрелĕн 25-мĕшĕнче эфирта кунĕпех программăсемпе чăваш чĕлхипе янăракан юрăсем кăна пулнă — ку вăл Чăваш чĕлхин кунне сума суни. Иккĕмĕш кунне, апрелĕн 26-мĕшĕнче, вырăс чĕлхипе “Экстренный час” пĕрремĕш программа эфира тухнă (авторĕ — Александр Валеев). Ăна республикăри правăна сыхлакан органсемпе пĕрле хатĕрленĕ. Çавăн пекех çак паллă кун ячĕпе итлевçĕсене Чăваш енри старейшинăсен Канашĕн Председателĕ Анатолий Кипеч, чăваш чĕлхи учителĕсен Ассоциацийĕн ертÿçи Анисия Игнатьева саламланă.
Сигнала аван йышăннă пирки Вăрмартан, Патăрьелтен, Сĕнтĕрвăрринчен тата Хĕрлĕ Чутайран пĕлтернĕ. Вырсарни кун ирхине, “Автан авăтсан” программа эфира тухсан, Муркаш районĕнчен Г. М. Федорова шăнкăравланă: “Ирпе тула тухрăм та, сирĕн радио сассипе ташша ятăм!..” Каçхине вара, “Пĕчĕк çеç путене” программа вăхăтĕнче Хĕрлĕ Чутайран шăнкăравланă: “Мумук таврăннă!” (асăрхаттарни: Мумук — “Аптраман тавраш” ятлă каçхи “сенкер экрансем” çинчи паттăр, ăна В. Иовлев вылять). Валерий Васильевич халĕ Наци радиовĕнче ĕçлет, вăл пĕчĕккисем валли каçхи юмахсем чылай çырчĕ.
Хальлĕхе эфирта музыка программисене пысăк вырăн уйăраççĕ. Çакăнта республикăри сасăсем çыракан пĕр студипе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.
“Республикăри Наци радиовĕ — Чăваш Ен” коллективĕ эфирти хăш-пĕр кăлтăксемшĕн итлекенсенчен каçару ыйтать. Çав вăхăтрах пурне те хăйсене ăнланнăшăн тата хавхалантарса тăнăшăн тав тăвать. “Республикăри Наци радионе — Чăваш Ене” 72,41 тата 105,0 МГц хумсем çинче итлĕр!