30 апреля 2009 г.
Çур акине кăçал чăн малтан алманчсем тухрĕç.
Ун хыççăнах уй-хирте “Таябинка”
агрофирма” пĕрлешÿпе “Красное Сормово”, “Караево”, “Шатьма”, “Волит” хуçалăхсен техникисем хĕрÿ ĕçе пикенчĕç.
Кăçалхи çанталăка ăнланса çитме йывăртарах. Сиввипе те хăратать, ăшшине те тартать. Çĕр çиелтен пăхма пиçсе çитнĕ тейĕн. Сухаласа пăрахатăн та тачка чăмăрккасем çиеле туха-туха выртаççĕ. Çанталăк ăшăтсан аплах пулас çук-ха. Апла пулин те çĕр ĕçченĕн васкамалла халь. Уйрăм лаптăксенче, ав, нÿрĕк те сахалтарах.
Яманак тăрăхĕнчи Ешкилт ялĕ çывăхĕнчи пусăра та çĕр хатĕрех ĕнтĕ. Уй иртнĕ вырсарни кунранпа моторсен шавĕпе тулнă. Олег Григорьев “Т-150” тракторпа çĕре культиваци тăвать. Кăпкалатнă пусăра тепĕр трактор та çаврăнать. Виçĕ сеялкăллă.
Владислав Филиппов механизаторăн агрегачĕ ку. Урпа акма тухнă вырсарни кун, кăнтăрла иртсен.
— Вăй патăр сире, çĕр хуçисем, — сăмах хушрăмăр ăна. — Çĕр пиçсех çитмен курăнать…
— Тĕрĕсех те пуль. Çанталăкĕ уçăлсах çитеймест-çке кăçал,— сăмах хушрĕ Владислав Львович. — Çавах та лăпланса ларма юрамасть.
Механизаторпа калаçса илтĕмĕр. Кăçалхипе 18-мĕш хут ака-сухана хутшăнать вăл. Çулленех акма шанаççĕ тата. Пысăк чыс ку…
Халь “ДТ-75” тракторпа ĕçлет В.Филиппов. Ешкилт пусси 90 гектар йышăнать. Апрелĕн 27-мĕшĕ, тунти кун тĕлне, ку лаптăкра 40 гектар урпа акнă. Вăрлăха аммиак селитрипе хутăштарса варăнтараççĕ. Унпа пĕрлех ăна, имçамланăскере, складран турттарса тухаççĕ.
Механизатор Эдик Ильинпа Юрий Данилов сеяльщиксен ĕçĕпе кăмăллă.
Хире Николай Федоровпа Александр Карпов водительсем “Газ-53” автомашинăсемпе вăрлăхпа удобрени турттараççĕ складран. Иккĕшĕ те опытлă, чылай çул руль умĕнче.
— Хĕрĕх çул ытла машина çÿрететĕп эпĕ. Ку, акă, хам заводран илсе килниех. 1984 çулччĕ пулас, астăватăп халĕ те, — тет Николай Егорович. — Техникăна пăхас тата юратас пулать…
Яманаксен кăçалхи çур акинче 700 гектара яхăн çурхи культурăсене акса хăвармалла. Унсăр пуçне кĕрхи культурăсем — 300 гектар, ытларах тулă, паха хĕл каçнă. Лаптăксене аммиак селитрипе апатлантарнă çĕрте тăватă техника ĕçлет.
Механизаторсене тата ака-сухана хутшăнакансене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ.