05 мая 2009 г.
А. Яковлева — педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Вăл 40 çул ытла ачасене вĕрентсе
воспитани парас тытăмра тăрăшнă.
Канашри педучилищĕне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пурнăç çулĕ Александра Аркадьевнана Ямайкасси шкулне илсе çитерет. Вĕсем физика учителĕпе А. Яковлевпа çемье тĕвĕлеççĕ. “Шел, мăшăрĕн кун-çулĕ кĕске пулчĕ. 6 ачана пурнăç çулĕ çине пĕчченех тăратма тиврĕ. Николайпа Татьяна ЧПУ вĕренсе пĕтернĕ, пĕри — инженер-электрик, тепри — экономист, Анатолийпе Геннадий ЧППУра пĕлÿ пухнă, физик-математик тата музыкант, Ольга Хусанти культура институтне вĕренсе пĕтернĕ, Валентина халĕ ЧППУра пĕлĕвне ÿстерет. А. Яковлева апрелĕн 20-мĕшĕнче 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ĕçтешĕме çак паллă кун ячĕпе ăшшăн саламлатăп.