05 мая 2009 г.
Çу уйăхĕн 4-мĕшĕнчи ирхине район пуçлăхĕ çумĕнчи черетлĕ канашлу иртрĕ.
Унта пăхса тухнă тĕп ыйту — хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене хăвăртлатасси. Ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Ю. Д. Петров пĕлтернĕ тăрăх, районĕпе çак кун тĕлне çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене 32 процент чухлĕ акнă. “Гигант” ял хуçалăх производство кооперативĕ вара ку ĕçе районта чи малтан вĕçленĕ. Уяв кунĕсене пăхмасăрах пĕрисем хĕрÿ ĕçре пулсан, теприсем васкамаççĕ-ха. Акă, МТСра акана тухман та. “Янмурзино” хуçалăхра çуртрисене 750 гектар акмалла пулсан, плана 13 процент ытларах кăна тултарнă. “Восток” пĕрлешÿре те ĕç çи хăвăртлăхĕ пĕчĕк. Çитменнине шывпуçчуракассисем, çавăн пекех “Пинер” пĕрлешÿре те вăрлăха тăпрана минераллă удобренисемсĕрех варăнтараççĕ.
Çанталăк типĕ тăрать. Ку чухне уйрăмах васкани кирлĕ. Çавăнпах хуçалăхсенче ĕç çине çитес кунсенчех вĕçлеме тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.