АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаципе коммуникаци технологийĕсен пĕлтерĕ

05 мая 2009 г.

 

Ака уйăхĕн 27—28-мĕшĕсенче Шупашкарта, Чăваш наци музейĕн конференц-залĕпе республика Патшалăх Канашĕн комитечĕсен ларусен залĕнче информаципе коммуникаци технологийĕсен “Патшалăх влаçĕн органĕсен ĕç-хĕлĕн эффективлăхне хăпартнă çĕрти пĕлтерĕшĕ” темăпа федерацин Атăлçи округĕнчи 12 регионти ĕç тăвакан тата саккун хатĕрлекен органĕсен пресс-службисен ертÿçисен тата массăлла информаци хатĕрĕсен “Регион” клубĕн зонăри семинарĕ ĕçлерĕ.

Унта хутшăннисене Чăваш Ен Президенчĕ Н. В. Федоров саламларĕ, ăнăçу сунчĕ.

Семинара çавăн пекех тĕрлĕ темăсемпе РФ Федераци Канашĕн промышленность политикин комитечĕн председателĕн çумĕ В. И. Слуцкер, РФ Патшалăх Думин информаци политикин, информаци технологийĕсен тата çыхăнăвĕн технологи аталанăвĕн çумкомитечĕн председателĕ И. В. Понамарев, ЧР Президент Администрацийĕн управлени пуçлăхĕ М. Г. Кузьмина, республикăри çыхăнупа информаци патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ А. Н. Сидоренко, Шупашкар хула администрацийĕн управлени ертÿçи Л. П. Максимова, РФ информаци политикин аталанăвĕн фончĕн президенчĕ С. Г. Колесник, Çĕнĕ Шупашкарти “Грани” издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ А. Б. Усов, РФ Федераци Канашĕн семинарĕн пресс-службин пуçлăхĕ Ю. В. Козлов тухса каларĕç, информаципе коммуникаци технологийĕсен малашлăхĕ пысăккине пурнăçран илнĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç, ыйтусене хуравларĕç.

Пирĕн районтан семинара “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ И. А. Прокопьев, операторĕ А. Ю. Николаева тата район администрацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ В. М. Данилов хутшăнчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика