05 мая 2009 г.
Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти совечĕн VIII
пленумĕнче (вăл ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртрĕ) Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 64 çул
çитнине тивĕçлипе кĕтсе илес ыйтăва пăхса тухрĕç.
Докладчик — социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Л. А. Киселев пĕлтернĕ тăрăх, ку тĕлĕшпе мероприятисен планне хатĕрленĕ, йĕркелÿ комитетне 9 çынран çирĕплетнĕ. План виçĕ пайран тăрать: пĕрремĕшĕ — вăрçă ветеранĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе, иккĕмĕшĕ — информаципе пропаганда ĕçне йĕркелессипе, виççĕмĕшĕ уяв ирттерессипе çыхăннă. Леонид Аркадьевич каланă тăрăх, халĕ районта вăрçăн 60 ветеранĕпе тылра вăй хунă 1037 ĕçчен пурăнаççĕ. Вут-çулăм витĕр тухнисем Карай ял тăрăхĕнче — 1, Еншик Чуллă енче — 4, Алманчпа Пикшик тăрăхĕсенче — 5-шер çын, ытти çĕрте кăшт ытларах. Çулĕсемпе чи асли — Тусайра — П. Т. Трофимов — 98-та (сăмах май, ку ялта вăрçă ветеранĕсем халĕ 7-ĕн). Именкассинчи С. П. Петров вара 97 çулта. Врачсем ветерансен сывлăхĕпе интересленсех тăраççĕ. Шупашкарта вĕсем валли ятарлă госпиталь ĕçлет. Пĕлтĕр соцстрах урлă 3-ĕн, социаллă хÿтлĕх пайĕн путевкипе 2-ĕн тата икĕ салтак арăмĕ сывлăхĕсене санаторисенче çирĕплетнĕ. Юлашки 3 çулта 15 ветеран, пĕлтĕр çеç 10-шĕ автомашинăллă пулса тăнă. Кăçалхи Çĕнтерÿ кунĕ умĕн вăрçăн 10 инваличĕ 100-шер пин тенкĕ компенсаци илĕ.
Районта вăрçăра паттăррăн çапăçса пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăксем — 36. Çак кунсенче вĕсене, çывăхри территорисене йĕркене кĕртмелле.
Пленумра хăйсем епле ĕçлесе пыни çинчен Крентейкасси, Йÿçкасси тата Хусакасси ялĕсенчи ветерансен канашĕн председателĕ В. И. Иванова каласа пачĕ. Ку 3 ялта 89 пенсионер пурăнать, çав шутра 80 çултан иртнисем — 13-ĕн, тылра вăй хунисем — 30-ăн. 3 çынран тăракан канаш планпа ĕçлет, интереслĕ мероприятисем чылай йĕркелет. Ав, юбилярсене чысласси — ырă йăлара. 80 çул тултарнă С. С. Спиридонована, Г. Я. Яковлева, В. К. Григорьевана, Е. Г. Нестерована кану çуртĕнче чысланă. К. Н. Нестеровпа З. Ф. Федорова юбилярсем патĕнче килĕсенче пулнă, саламласа парнесем панă. Кăçал ветерансем К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академипе драма театрĕнче “Юратсан юрлас килет” комеди пăхнă, Чăваш çамрăкĕсен театрĕн спектакльне вара Красноармейскине килсе курнă.
“Ĕçе пĕччен тунипе ÿсĕм пулас çук. Пире Л. С. Артемьев фермер-депутат, Крентейкассинчи кану центрĕн заведующийĕ Г. Г. Яковлева, ыттисем пулăшу параççĕ. Анчах Йÿçкасси ялĕнче çынсене пухăнма хурал пÿрчĕ те пулин çукки чăрмав кÿрет. Çамрăксене те канăва йĕркелеме тем пекех кирлĕ вăл, унсăрăн яш-кĕрĕме яла илсе килеймĕн”, — терĕ Васса Ивановна.
Пленумра М. П. Прохоров, Е. Ф. Железина, З. А. Аркадьева (Красноармейски), Н. С. Семенов (Кĕçĕн Шетмĕ), И. Я. Соловьев (Ешкилт), Н. Г. Ершов (Янкас) ветерансем, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи А. В. Петрова, сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕн çумĕ Н. А. Алексеева, социаллă хÿтлĕх паракан Красноармейскинчи центр директорĕ А. П . Никитин сăмах каларĕç. Хисеплĕ ватăсенчен ытларахăшĕ сĕнÿсем те пачĕ. Акă, вĕсем Çĕнтерÿ кунĕнчи митингсене савăнăçлăрах, çамрăксене те асра юлмалла иртермеллине, сĕт хакĕ йÿннине, райбольницăра койка-вырăнсен хисепне пĕчĕклетнине, аптекăра ĕçлекенсен йышне те чакарнине, ветстанцире выльăхсене прививка тунăшăн та укçа тÿлемеллине, Янкас шкулĕ пулнă çуртри ветерансем çинчен каласа паракан стенда урăх çĕре куçармаллине, хăш-пĕр ватăсен килĕнчи электропăралуксем хавшасах çитнине палăртрĕç.
Пленума район пуçлăхĕ С. А. Николаев хутшăнчĕ, ял тăрăхĕсенчи ветерансен канашĕсен активлăхĕ пысăккине уйрăммăн палăртнă май, вĕсен ертÿçисене район экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕпе, çурхи уй-хир ĕçĕсене мĕнле кĕтсе илнипе паллаштарчĕ, ыйтусене хуравларĕ, ветерансен районти канашне çитес пленума районăн 75 çулхи юбилейне кĕтсе илес ыйтупа çыхăнтарма сĕнчĕ.