05 мая 2009 г.
Тин çеç шуррăн курăнакан тавралăх икĕ виçĕ кун хушшинче хура тĕспе витĕннĕ. Юр ирĕлсе пĕтнĕ май куç умне, пирĕн тимсĕрлĕхе пула, кĕркунне выртса юлнă тата хĕл каçиччен кăларса пăрахнă пурнăçра кирлĕ мар тĕрлĕрен япаласем тухса выртрĕç. Çĕр типнĕрен ял çынни çÿп-çаппа ытти çунакан япаласене пĕр çĕре пуçтарса кĕллентерĕ.
Анчах та ял халăхĕнчен килмен куçа тирекен, йăванса выртакан япаласем темĕн чухлех. Сăмахăм манăн — усă курнă кĕленчесемпе тĕрлĕрен савăт-сапа пирки. Ăçта кăна ан çит, кашни ялтах мĕн-пур çырма-васан пушă кĕленчесемпе, пластик савăт-сапапа, юрăхсăра тухнă тимĕр е пластик витресемпе тулса ларнă. Çак тирпейсĕрлĕхе курас тесен пĕр ÿркенмесĕр райпо территорийĕн тулаш енĕпе çаврăнăр. Кунта выртакан савăт-сапапа пĕр автомашина кузовне те кĕреймĕ. Кĕленчесенчен нумайăшне çĕмĕрнĕ. Кунта çынсене кăна мар, выльăх-чĕрлĕхе çÿреме те хăрушă. Пушă кĕленчесен нуши республикăри кашни районах пырса тивет иккен. “Хыпар” хаçатăн кăçалхи нарăсăн 18-мĕшĕнче тухнă номерĕнче “Çынсене мĕн пăшăрхантарать?” ярăм пичетленнĕ.
— Пушă кĕленчесене суту-илÿ предприятийĕсем мĕншĕн йышăнмаççĕ? Ыйту çине ЧР Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерстви çапла хуравланă: “Иртнĕ ĕмĕрĕн 60—90-мĕш çулĕсенче çĕр-шыв территорийĕнче иккĕмĕш чĕр тавара, çав шутра пушă кĕленчесене пухассине Федераци саккунĕ йĕркелесе пынă. Çав саккунпа килĕшÿллĕн кĕленче йышăнакан, ăна тирпейлекен пунктсем уçăлнă. Кĕленче савăтăн 85 проценчĕпе тепĕр хут усă курнă.
Халĕ кĕленче савăт-сапан 50 процентне яхăн пухса утилизацилеççĕ. Хальхи вăхăтра предприятисем усă курнă кĕленче савăт-сапана йышăнасшăнах пулманнине кура ăна пухасси те чăрмавлă...”
Пĕтĕмпех ăнланмалла: Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствине кĕленче савăта пуçтарма Федераци саккунĕ кирлĕ иккен, çитменнине тата ăна пухасси чăрмавлă. Çакăн пек хурав хыççăн вырăнти райпосем кĕленче савăта пуçтарасси çине паллах алă кăна сулаççĕ. Çитменнине тата хальхи саманара эрех-сăра туса кăларакан предприятисем кĕленче савăт шыраса нушаланмаççĕ, çĕнни килсех тăрать. Тăкакĕ вара пĕтĕмпех халăх ĕнси çине пырса ларать.
Никамшăн та вăрттăнлăх мар, пирĕн республикăра кĕленче савăт туса кăларма ятарлă хăйăр çук. Çавна май мĕн пур кантăк савăт ытти регионсенчен килсе тăрать.
Пĕрре усă курнă савăтпа тепĕр хут усă курасси чăрмавлă. Чăрмавлă кăна мар, тепĕр чухне тĕплĕн çуса тасатман савăт çын сывлăхĕшĕн те сиенлĕ пулма пултарать. Сахалтан та вăтăр çул каялла юлташпа хăнана кайма тесе пĕрер çуршар литр эрех туянтăмăр. Киле çитсен пăхатпăр та юлташăн эрех кĕленчи тĕпĕнче карăнса кайнă ăман вырта парать. Ирĕксĕрех кĕленчене каялла тавăрса памалла пулчĕ. Сутуçăсем тавар туянакана палланă май кĕленчене улăштарса пама хирĕçлемерĕç.
Çакăн пек инкексем ан пулччăр тесе хăш-пĕр çĕр-шывсенче кĕленче савăтпа тепĕр хут усă курмаççĕ. Вăл шутра нимĕçсем те. Анчах та кунта пĕр кĕленче савăта та кăларса пăрахмаççĕ. Тути катăлнă-и унăн е çурăлнă — пĕрех каялла укçа парса туянаççĕ. Усă курнă савăтран шăратса çĕнĕ савăт хатĕрлеççĕ. Çак меслетпе ĕçлесен шампански е тĕрлĕ йышши хĕрлĕ эрех кĕленчисем пĕри те çырмара выртман пулĕччĕç.
Республикăн тĕп хулинче Шупашкарта çÿренĕ май çакна асăрхарăм: кунта уйрăм вырăнсенче усă курнă кĕленчесене, пластик савăт-сапана, шуçран хатĕрленĕ сăра банкисене те туянаççĕ иккен. Эпир вара район, ял çыннисем иккĕмĕш сортлисем пулса тăратпăр. Пĕлме питех те интереслĕ, тĕрлĕ йышши таварпа кунне миçе пин кĕленче, ытти савăт-сапа килсе кĕрет-ши пирĕн района? Турттарăнса килнĕ савăт-сапа пĕри те районтан каялла тухса каймасть-çке. Пурте çырмасемпе варсенче е çÿп-çап тăкмалли çĕрте вырăн тупаççĕ.
Çук, кăштах суятăп эпĕ. Обществăлла апатлану çурчĕсенче пушаннă савăт-сапа эрех, сăра туса кăларакан предприятисене каялла таврăнать иккен. Апла пулсан çынсем туяннă савăт-сапан мĕншĕн каялла таврăнмалла мар?
Çак çитменлĕхшĕн пĕр райпо системине кăна айăплама кирлĕ мар. Район территорийĕнче миçе уйрăм предприниматель, ОАО, ООО структурине кĕрекен предприятисем таварпа пĕрле çынсене кĕленче е ытти йышши савăт-сапа сутаççĕ. Апла пулсан асăннă предприятисен ĕçне камăн та пулсан асăрхаса тăмалла, йĕркелемелле, юлашкинчен вĕсенчен ыйтмалла та.
Сăмах чи малтан район администрацине пырса тивет. Пĕтĕмĕшле йĕрке ыйтăвне вĕсем пуçармасан кам çĕклĕ тата. Администраци штатĕнче экологипе ĕçлекен специалист та пур-çке. Унсăр пуçне районта санэпидемстанци уйрăмĕнчи специалистсем, йĕрке хуралĕнче тимлекенсем, юлашкинчен пурне те вырăна лартма пултаракан прокуратура та пур!
Усă курнă кĕленче е ытти савăт-сапа шăпи çине мĕншĕн куç хупса иртетпĕр эпир? Юрăхсăра тухнă кĕленче савăт çÿп-çап тăкмалли çĕре вырăн тупĕ, кантăк çĕрмест тейĕпĕр. Пластикран хатĕрленĕ савăт-сапана ăçта вырнаçтарăпăр? Вăл хими япали, çĕрмест, ăна çунтарма юрамасть, çунмасть те. Пысăк температурăра ирĕлет, сывлăхшăн питех те сиенлĕ газ — диоксин кăларать. Акă мĕншĕн çÿп-çап вырăнĕ çуннă чухне сарăрах тĕслĕ питех те йÿçек, сывлама май çук усал шăршлă тĕтĕм таврана сарăлать. Çак сиенлĕ сывлăша миçе çул ĕнтĕ сывласа пурăнаççĕ çÿп-çап тăкмалли вырăн çывăхĕнче вырнаçнă ял çыннисем. Иртнĕ çул та çу каçипех çÿп-çап вырăнĕ çунчĕ. Кăçал та вăл хыпса илес хăрушлăх çук мар.
Халăха тĕрлĕ апат-çимĕçпе килекен савăт-сапан шăпине кам татса парĕ? Çак ыйту район халăхне хумхантарать кăна мар, шиклентерет те. Пушă кĕленче айнех пулăпăр-ши эпир?