АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем ик куç тулли,юрри-ташши ытарайми...

05 мая 2009 г.

 

Красноармейскинчи ачасен искусство шкулне кĕрсе тухмасăр тÿсейместĕн. Сана кунта илемлĕ пит-куçсем тата вăл е ку музыка инструментне алла тытса

чун-чĕрене тыткăнлакан кĕвĕсем вылякан ачасем йышăнаççĕ. 1968 çултанпа ĕçлет искусство шкулĕ. Унтанпа çак “лаçран” çĕршер талант вĕренсе тухнă. Çав йышра баянисчĕ те, вокалисчĕ те, ÿнерçи те, ташăçи те пур.

Халь асăннă шкулăн ертÿçинче Çĕньял Чуракассинче çуралса ÿснĕ, Хусанти консерваторинчен вĕренсе тухнă Николай Никоноров вăй хурать.

— Çулленех халăх умĕнче, хамăр ĕç-хĕле кăтартас тĕлĕшпех ĕнтĕ, отчетсем парасси йăлана кĕнĕ пирĕн. Кăçал та хамăр йышпа, апрелĕн 16-мĕшĕнче, каçхине халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн сцени çине тухрăмăр. Чăнах та, пысăк уяв пулчĕ ачасемпе вĕрентекенсемшĕн те. Çĕнĕ концерт парнелерĕмĕр пухăннисем валли , — терĕ юрăпа ташă ăстисен пултарулăхне хак парса Николай Михайлович директор. — Тата фойере ачасен ÿкерчĕкĕсен выставки ĕçлерĕ.

Вăл халăх пултарулăхĕнче уйрăмах кашни çын ырă ĕç тума тивĕçлине палăртрĕ. Çакна пĕр ырă та пуçаруллă тĕслĕхпе çирĕплетрĕ. Юлашки çулсенче акă, районти çамрăк вокалистсен хамăр ентеш — РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Виталий Петров ячĕллĕ конкурсне йĕркелесси çирĕп йăлана кĕнĕ, унта ачасен искусство шкулĕнчи ачасем хăйсен талантне кăтартнă.

Пĕр сехет ытла пуль тăсăлчĕ концерт. Чун-чĕрене вăй-хăват паракан çĕкленÿллĕ те хавас юрăсем, фортепианăпа каланă пьесăсем, баянпа, домрăпа вылянă кĕвĕсем куракансене тыткăнларĕç.

Акă, очетлă концертăн программипе паллашар-ха. Мĕн пурĕ 29 номер унта. Вĕсене “пĕçерсе” сцена çине, халăх умне кăларассипе преподавательсем тăрăшнă. Çав йышра эпĕ Н. Никоноров, А. Козлова, С. Данилова, Е. Михеева, О. Ильина, И. Михайлова, В. Уганин, Н. Николаева, Л. Ильина преподавательсене ăш пиллĕн аса илетĕп, вĕсене çамрăк ăрăвăн пултарулăхĕпе талантне творчество лаççинче татах аталантарса пыма вăй-хал, çирĕп сывлăх тата кил ăшши сунатăп. Чăнах та, концерта хутшăнма кăмăл тăвакан юрлать-и, ташлать-и вăл, е баян, домра тытать, фортепиано умне ларать — пурте çакăнта хăйĕн сюжечĕпе тата содержанийĕпе çыхăннă. Кашни ачан пултарулăхĕнче, паллах, ăна музыка ăсталăхне аталантарма пулăшас çĕрте, преподавателĕн те иксĕлми тÿпи, ырми-канми тăрăшни пур. Çав шутрах сцена çине улăхакан музыкантăн, вокалистăн, юрăçпа ташăçăн хăйсен çине тăрса ĕçлени питĕ кирлĕ. Унсăрăн культурăпа искусствăн тĕнчинче малалла кайма, тĕрĕсрех каласан, çунат сарма çăмăлах мар.

Залра чăваш юрри-кĕввисемпе пĕрлех çĕр-шывĕпе тата тĕнчипе паллă В. Герник, Ф. Шуберт, Й. Гайдн, В. Моцарт, Р. Паульс, М. Глинка, А. Пахмутова тата ытти композиторсен произведенийĕсем янăрарĕç.

Искусство шкулĕ талантлă ачасенче ÿнер вăрттăнлăхĕсене уçса палăртассипе те чылай ĕçлет. Кунта коллективăн Н. Андреева, С. Алексеев ÿнерçисемпе — преподавательсемпе чăннипех мăнаçланма, мухтанма юрать. Вĕсен ушкăнĕсене çÿрекен ачасем акварельпе, гуашьпа тата кăранташпа ÿкернĕ ÿкерчĕкĕсене пĕрне те, теприне те пăхса ытараймăн.

Сăмах май, Надежда Генриховнапа Сергей Леонидович преподавательсен вĕренекенĕсем ÿнер ăсталăхĕпе республикăра иртекен конкурссене те темиçе хутчен хутшăннă, тивĕçлĕ вырăнсене йышăннă. Акă, кăçал Анастасия Николаевапа Наташа Васильева тата Мария Данилова республикăри ача-пăча ÿнерçисен Элли Юрьев ячĕллĕ 8-мĕш конкурсĕнчен призсемпе таврăннă.

Çÿлерех асăннă каç та халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн фойинче искусство шкулĕнче вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсен выставки ĕçлерĕ. Курмалли, хак памалли чылай пулчĕ çамрăк творчество çыннисен.

Лавĕ çăмăлах мар, паллах. Апла пулин те, Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕнчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсене районти культурăпа искусствăна малашне те аталантарассишĕн, çĕнĕ вăй-хăват парассишĕн çитĕнÿсем тума, квалификациллĕ специалистсем хатĕрлеме ырлăх-сывлăх сунар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика