АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуралнă эсĕ çуркунне

05 мая 2009 г.

 

Ыран, майăн 6-мĕшĕнче, “Красноармейски

районĕнчи “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ”

патшалăх учрежденийĕн тĕп редакторĕ, РФ

Журналистсен Союзĕн членĕ, Н. Янкас ячĕпе

хисепленекен преми лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, “Çавалпа Шетмĕ кĕввисем” фестивалĕн лауреачĕ, нумай очерксен, калавсен, сăвăсен, юрăсен, брошюрăсемпе

кĕнекесен авторĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Иван Афанасьевич Прокопьев 60 çул тултарать.

1. Кану центрĕ тейĕн...

Ленин урамĕнчи 22-мĕш çурт. Çакăнта вырнаçнă “Красноармейски районĕнчи “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ” республика патшалăх учрежденийĕ. Çуркунне çитнĕ май, чÿрече форточкисене яриех уçса хунă. Урамалла баянпа купăс, ĕçлĕ калаçу сассисем, хĕрарăмсем шăрантаракан çепĕç юрă ян! та ян! илтĕнеççĕ. Пĕр шутласан, хаçатçăсемпе полиграфистсен учрежденийĕ мар, пĕр-пĕр кану центрĕ тейĕн.

Çапла, 20 çула яхăн ĕнтĕ райхаçат редакцийĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕ чăмăртанни. Ĕлĕк те пулнă-ха, редакципе типографинчи хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем районти Ака туйпа тĕрлĕрен культурăллă мероприятисене хутшăннă. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче асăннă коллектива И. Прокопьев ертсе пыма тытăнсан, ĕç-пуç çĕнĕ пусăма çĕкленчĕ.

2. Çитмен ял юлман

Паян “Ял пурнăçĕ” хаçатăн Вутланти кунне ирттерме палăртнă. Çавна май “Ял пурнăçĕ” хаçатра, унăн 1992 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнчи номерĕнче, унăн ĕçченĕ И. Прокопьев Вутлан ял историне, унăн çыннисене халалланă страница хатĕрлесе пичетлесе кăларнă. Кăнтăрла иртсен яла журналистсем, пултарулăх ушкăнĕ Мăн Шетмĕ юхан шывĕ урлă çÿремелли çĕнĕрен хывнă каçăпа çуранах çитрĕç. Ял клубĕнче халăх лăк тулли, ларма-тăма вырăн çук. Яланхилле, вырăнти ал ăстисен ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Мĕн кăна çук пулĕ унта — тĕрленĕ ал шăллисемпе минтер пичĕсем, пысăках мар кавир, ăшă кофта, çыпăçуллă алăпа йывăçран ăсталанă кантăк рами, фанер çине хĕртнĕ тимĕрпе çунтарса капăрлатнă хитре ÿкерчĕксем…

Пухăннисем умĕнче чи малтанах И. Прокопьев сăмах илчĕ, редакципе хăй ку округран район Совечĕн депутачĕ пулнă май туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ, хăй те ялти çамрăксен ушкăнĕпе хура кĕркуннеренпе канмалли кунсенче хĕл каçипе тăрăшса, Мăн Шетмĕ юхан шывĕ урлă каçă туса пĕтерсе, ăна нумаях пулмасть хута яни пирки чарăнчĕ. Ун хыççăнах чылайăн тухса калаçрĕç. Тĕл пулăва килнисем “район хыпарçине” лайăхлатмалли чылай усăллă сĕнÿ пачĕç.

Юлашкинчен концерт пулчĕ. Пысăках мар ялта художество пултарулăх коллективĕсем час-часах пулманран-ши, вутлансем хаçатçăсен юрри-ташшине çав тери ăшшăн йышăнчĕç. Юлашкинчен пурте ташă картине тăчĕç.

“Ял пурнăçĕ” хаçатăн кунĕсем ун чух çине-çинех “Восток” колхозра, сысна ĕрчетекен “Шанс” предприятире, Ешкилтре, Санькассинче, Çĕнĕ Йĕкĕтре, Кĕçĕн Шетмĕре, Яманакра, Анатри Типçырмара, Кайри Карăкра тата ытти çĕрте те çÿлерех асăннă йĕркепе черетленсе иртрĕç.

Çапла, 19 çул хушшинче районта И. Прокопьев ертсе пыракан ушкăн çитмен, халăхпа тĕл пулман ял, предприяти юлман тесен те тĕрĕс пулĕ. Хăшĕ-пĕрисенче вара темиçе хут та пулма ĕлкĕрнĕ.

3. Республика журналисчĕн çăкрин тути

Çĕньял Упи ялĕнче 1949 çулхи майăн 6-мĕшĕнче çуралнă И. А. Прокопьев. Ялти пуçламăш, Янкасри 8 çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă. Шкул çулĕсенче Çĕньял Упи ялĕнчи библиотекăра вăл вуламан кĕнеке те хăварман пулĕ. Районпа республика хаçачĕсен редакцийĕсемпе тачă çыхăну тытнă, вĕсен страницисенче тăтăшах вăл çырнă информациллĕ заметкăсем, корреспонденцисем, тĕрленчĕксем кун çути курнă. Вăл вăтам шкул пĕтернĕ çул (1966) И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филиологи факультечĕн вырăспа чăваш уйрăмĕнче пуçласа журналистсем хатĕрлеме пуçăннă. Район çĕнĕрен йĕркеленсен, “Ял пурнăçĕ” хаçат тухма пуçланă. Унăн ун чухнехи редакторĕ Н. В. Иванов 17-ри каччăна çав уйрăма вĕренме каймашкăн пиллет.

Хăйĕн малтанхи практикине ентеш тăван район хаçат редакцийĕнче ирттерет, ун хыççăн кунта татах та пулать. Патăрьел районĕн “Авангард” хаçат редакцийĕнче те пиçĕхет. Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан 6 çамрăка хаçат редакцийĕсене яраççĕ. Çапла майпа хăй ыйтнипе И. Прокопьева та Пăла тăрăхне, Патăрьелĕнчи “Авангард” хаçат редакцине, ĕçлеме илеççĕ. Сăмах май каласан, кунта журналистăн çăмăл мар лавне туртнипе пĕрлех ентеш хăйĕн малтанхи калавĕсене пичетлет.

Польшăра Çарсен Çурçĕрти ушкăнĕнче çар службинче чух ăна çар чаçĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ, ăна кунта та, редакцири пекех, подразделенири çамрăксен организацине ертсе пыма шаннă. Çарта пулнă чухне те унти хаçатра унăн статйисем тăтăшах пичетленнĕ.

Корреспондент, аслă корреспондент, редактор çумĕ — çак ĕçсенче иртеççĕ унăн Патăрьелпе хамăр районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕсенчи çулĕсем. 1980 çулхи самант асран тухмасть. Хаçатçă ĕçĕпе пĕрлех халăх контроль комитечĕн членĕн тивĕçĕсене те пурнăçламалла пулнă унăн. Тăван ялне кайнă май, пĕррехинче “Красноармейский” совхозăн çăва таврашĕнчи уйĕнче комбайн ыраш вырнă хыççăнхи улăм купине тĕрĕслесен тырă арпапа нумай (1 купара 38 килограмм) тухнине тупса палăртать журналист. Ку вăл 1 гектартан тухăç 11 центнер çухалнипе танлашнă. Хаçатра çийĕнчех унăн “Çивĕч сигнал” рубрикăпа материал çапăнса тухать. Комбайн хуçисене тăкаксене пĕтерме купасене çĕнĕрен çаптараççĕ… Тĕллевсене пурнăçлас çĕрти çитĕнÿсемшĕн редактор çумне И. Прокопьева 1981 çулта республикăн ертсе пыракан органĕсен Хисеп грамотипе наградăлаççĕ.

Ун хыççăн Иван Афанасьевич хăй пĕлĕвне Чул хулари партин аслă шкулĕнче “журналистика” специализаципех ÿстернĕ (каярахпа пилĕк çула яхăн парти ĕçĕнче пулма та тивнĕ ăна). Хăйĕн кунти курс ĕçне те вăл хамăр районти “Ял пурнăçĕ” хаçата халалланă. Вĕреннĕ чухнехи практика тата ун хыççăнхи ĕçлĕ çулсем республикăри “Коммунизм ялавĕ” (халĕ “Хыпар”) хаçат редакцийĕнче иртеççĕ. Хаçатăн Çĕрпÿ, Красноармейски тата Элĕк районĕсенчи корреспондентĕнче (“собкорр”) ĕçленĕ май вăл, ялан командировкăсене тухса çÿренĕ, тĕрлĕ темăсемпе материалсем хатĕрлесе пичетленĕ. Красноармейски, Çĕрпÿ районĕсенчи малта пыракан опыта тĕплĕн çутатнăшăн (“Çитĕнÿ тума пулăштăр” статья) ăна редактор приказĕпе ĕç кĕнеки çине çырса тата пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарнă. Заволжски газ уçлакан станцие хăпартнă тата хута янă чух вăл кунтан тухма та пĕлмен темелле, патшалăх пĕлтерĕшлĕ яваплă ĕçĕн кашни тапхăрне республикăн чăвашла тухакан тĕп хаçатĕнче çутатса тăнă. Тепĕр чух республикăн вырăсла тухакан “Советская Чувашия” хаçатне те, унти редакци ыйтнипе, материалсем çырнă. Ыйтнă та, эрозие хирĕç ĕç мĕнле пынине çуркунне те, кĕркунне те анлăн кăтартма хутшăннă. Чăннипе, ун чухне И. Прокопьев хăйне çирĕплетнĕ районсен хуçалăхĕсен çĕрĕсемпе, ку тăрăхсен хăйне евĕрлĕ агрономĕ тейĕн, урлă та пирлĕ çурран утса тухнă... Чăннипе, çăмăл мар вăл кирек хăш хаçатăн журналисчĕн ĕçĕ, республикăрин, ахалех паллă, пушшех те.

4. Н. Янкас премийĕн лауреачĕ

1090 çулта “Ял пурнăçĕ” хаçатăн редакторне суйлама виçĕ кандидатура тăратаççĕ. Нумайрах сасă пухса, çивĕч тупăшура И. Прокопьев çĕнтерет. Çакăн хыççăнхи çулсене эпĕ Иван Афанасьевичăн кун-çулĕнчи тĕп тапхăр тесе шутлатăп. Кунта унăн ертÿçĕн, творчество çыннин чи лайăх енĕсем палăраççĕ.

90-мĕш çулсен пуçламăшĕнчи йывăрлăхсене чылайăшĕ астăвать ĕнтĕ. Предприятисемпе организацисен ĕç укçи парăмĕ пысăкчĕ. Ун вырăнне тĕрлĕ тавар сĕнетчĕç.

Халăх — вырăс-и вăл е чăваш — нихçан та лайăххи, илемли патне туртăнма пăрахмасть. Кăткăс самантсенче ку ăна уйрăмах кирлĕ. И. Прокопьев “капитан” (сăмах май, Иван Афанасьевич запасри капитан) ертсе пыракан “карап” çак самантра йывăрлăхран тухмалли тĕрĕс çул-йĕре шыраса тупать. Халăхра çĕнĕ юрăсен сăмахĕсем кирлине ыйтса пĕлсе, красноармейскисем (музыкăна çывăх пулнăран юрă тексчĕсене редактор хăй ытларах пухса хатĕрленĕ) вырăнти типографире хăйсен укçипе 5 пин тиражпа “Эсир юратнă юрă” ятлă юрă кĕнеки, кĕсьене кĕрекенскерне, кăлараççĕ. Ăна Шупашкар пасарĕнче çынсем черет тăрса туянаççĕ. Кĕнеке хăвăрт сутăнса пĕтет. Çакăн хыççăн тĕп редактор юрăсен самаях хулăн тата тепĕр кĕнекине — “Ялан юрлать чĕре” — пухса кăларать. Тиражĕ 25 пин экземпляр. Пĕчĕк редакципе харăсах кун чухлĕ кĕнеке кăларма, паллах, хăюлăх та кирлĕ пулнă, теветкеллĕхĕ (риск) те пысăк. Пăшăрханма кирлĕ пулман, шĕкĕр хулари “Чăваш кĕнеки” предприяти хăйĕн магазинĕсенче ку кĕнекене кашни уйăхра пиншер экземпляр сутса пынă. Çапла 24 пин экземплярĕ чăрмавсăрах сутăнать.Ун чухнехи пичет министрĕ ытти издательсене траксен лайăх тĕслĕхне пĕрре кăна мар илсе кăтартнă. Лешсем те хитре хуплашкаллă, тĕпрен илсен, çав юрăсен сăмахĕсемлех, кĕнеке кăлараççĕ. Çакă юрă кĕнекине сутас ĕçре конкуренци туса хурать… И. Прокопьев коллективĕ парăнмасть, тата çĕнĕ юрă сăмахĕсене пухса, 10 пин тираж экземплярпа тепĕр кĕнеке — “Юхтăр юрă” ятлине — кăларать. Вăл та сутă сĕтелĕ çинче тусанланса выртмасть, хăвăртах вулакан патне çул тупать. Сăмах май, Иван Афанасьевич вырăсла “Советы рыболовам” брошюра та пухса кăларма мехел çитернĕ, ăна республикăра çеç мар, унăн тулашĕнче те, Хусанта, Йошкар-Олара, сутма пултарнă. Редакци хăй вăйĕпе кĕске вăхăтрах вунă ытла издани кăларса пухнă укçине хăйĕн пурлăх никĕсне çирĕплетме янă. Ĕçри çитĕнÿсене шута илсе, 1994 çулхи декабрьте Прокопьева республика Президенчĕн Указĕпе “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. Çакна ĕнентерекен паллăпа ăна район 60 çул тултарнине паллă тунипе çыхăннă мероприятире пичет министрĕ хăй чысланă.

“Ял пурнăçĕ” хаçат 1996 çул кăтартăвĕсемпе районпа хула хаçачĕсен чи лайăх содержанийĕшĕн, художествăпа полиграфи тĕлĕшĕнчен илемлетессишĕн пынă республикăри конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă, ЧР Информаципе пичет министерствин Хисеп грамотипе укçан премие тивĕçнĕ.

Организаторла пысăк ĕç туса пынипе пĕрлех Иван Афанасьевич çыравçă калемне те мăкалма паман. Районта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен юхăмĕ 15 çул тултарнă май вăл райхаçат çумĕнче “Вăйлисемпе хăюллисен шкулĕ” кĕнеке (хушма кăларăм) пичетлесе кăларчĕ. Автор çак ĕçшĕн 1998 çулта районти Н. Янкас ячĕпе хисепленекен премие тивĕçрĕ. Тепĕр çулхинех унăн “Тăван кĕтес ытамĕнче” (Юрăсем. Сăвăсем. Калавсем) ятлă тепĕр пысăках мар кĕнеке пичетленсе тухать.

5. Хаçата вырăнтах çапаççĕ

Иван Афанасьевич редакци лавне туртма тытăнсанах унăн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессине асран яман. 1998 çулта редакципе типографие пĕрлештерсе издательство çурчĕ туса хурсан ку ыйту пушшех çивĕч тухса тăнă.

Директор-тĕп редактора (халĕ ĕнтĕ унăн должноçĕн ячĕ çапла пулнă) вăл ир те, каç та канăç паман. Вăл ертсе пынипе предприяти икĕ çул умлă-хыçлă министерство ирттерекен бизнес-проектсен конкурсне хутшăнать, иккĕшĕнче те çĕнтерме пултарать. Çапла 2002 çулта Иван Афанасьевич, Л. Данилов предприниматель “Газельне” тара тытса (ăна хуçи хăй тытса пынă), çула тухать, Мускаври Сокольникири типографирен “Ромайор-314” офсет машинине кÿрсе килет. Ăна часах хута яраççĕ. Унпа район хаçатне çĕнĕлле — офсетла майпа — пĕчĕк калăпăшпа çапма пуçлаççĕ. 2003 çулта Иван Афанасьевич тата пысăкрах тĕллев лартать (пĕчĕк районти предприятире икĕ çул умлă-хыçлă техника туянса вырнаçтарасси пĕртте çăмăл пулман): хаçата пысăк калăпăшлă офсет машинипе çапма пуçламалла. Çав çулах предприятие Мускаври унчченхи типографинченех чехсен “Доминант-714” ятлă машинине кÿрсе килеççĕ. Ăна туянассипе çыхăннă йывăрлăхсене Иван Афанасьевич пĕр хăй кăна пĕлет: банк кредитне те илме тивнĕ, укçан пĕр пайне техника тăратакан организацие вăхăтра тавăрса парайман пирки унăн пуçлăхĕ “тăрăшнипе” Прокопьева çÿлти органран асăрхаттару та лекнĕ. Техникăн хăш-пĕр шăкăр-макăр пайсем çитменни палăрнă. Çитменнине ăна хута яракан специалист чирлесе ÿкнĕ… Çапах мĕн пур йывăрлăхсем урлă каçса, 2004 çулта предприяти район хаçатне хăйĕн никĕсĕ çинче кирлĕ калăпăшпа (А 2) çапма пуçлать. Офсет технологине ĕçе кĕртмешкĕн, тахçанхи кивĕ çурт пулсан та, водопроводпа канализаци пăрăхĕсем хывма, тăхланпа ĕçлекен кивĕ машинăсене салатса,тимĕр-тăмăра пама, фото копийĕ тума пултаракан рамăпа ытти кирлĕ çĕнĕ машинăсене вырнаçтарса хута яма тивнĕ. Халĕ кунта çавăнтанпа офсетла майпа район хаçатне кăна мар, кĕнекесем те кăлараççĕ, ытти заказсене те çапаççĕ. 2008 çулта çеç редакци, хаçат çапнисĕр пуçне, клиентсене 960 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ çăмăллăх пама пултарнă. Кăçалхи тĕллев вара унтан та пысăкрах.

Ăна пурнăçлас çĕрте хаçата ытларах сарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе редакци коллективĕ çĕнĕ мелсем шырать. Тăрăшни сая каймасть. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта вулакансем “Ял пурнăçне” почта çыхăнăвĕ урлă та, альтернативлă майпа та унчченхи çур çулхинчен ытларах илсе тăраççĕ. И. Прокопьев хăйĕнчен те, хăйне пăхакансенчен те çирĕп ыйтать.

6. Наградăсем чуна савăнтараççĕ

Кĕрсе курнă-и эсир тĕп редакторăн ĕç пÿлĕмне? Куç умне тÿрех юлашки çулсенче республика шайĕнче çĕнсе илнĕ дипломсем тухса тăраççĕ. Эпĕ пур награда пирки те çырса вулакана йăлăхтарасшăн мар. Хăшĕн-пĕрин çинчен кăна чарăнса тăратăп.

Иртнĕ çул çĕнсе илнисенчен Иван Афанасьевича çывăххи: хăй Чăвашпотребсоюз ирттернĕ конкурсра райхаçат редакторĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнни, уншăн дипломпа укçан премие тивĕçни.

Коллектива панисенчен çаксене асăнам. Район хаçачĕ 2002 çул кăтартăвĕсемпе физкультурăпа спорта, Олимп юхăмне тата сывă пурнăç йĕркине анлăн çутатнăшăн республикăри смотр-конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннăччĕ, ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин дипломĕпе хаклă парнене тивĕçнĕччĕ. Кăçал, пĕлтĕрхи кăтартусемпе вара, юратнă хаçатăмăр “Районпа хула хаçачĕсенче физкультурăпа спорт тематикине чи лайăх çутатнăшăн” номинацире лауреат ятне, дипломпа хаклă парнене çĕнсе илчĕ.

Нумаях пулмасть ЧР Суту-илÿ палатипе Журналистсен Союзĕ Пĕтĕм Раççейри “Раççей экономикине çĕнетсе улăштарассишĕн” журналистсен конкурсĕн регион тапхăрĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Ку тупăшăва активлă хутшăннăшăн та редакцие дипломпа тата хаклă парнепе чысланă.

Иртнĕ çул райхаçат редакцийĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен республикăри конкурсĕнче тупăшса иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ. Хаçатçăсем “Чăваш чĕлхин хăйне евĕрлĕхĕ” темăна хаçат страницисенче анлăн сарчĕç, вун-вун ĕç туса ирттерчĕç. Тĕслĕхрен, ”Калаçури чăваш чĕлхи тасалăхĕшĕн” акцие йĕркеленĕ, ку темăпа вуншар материал пичетленĕ. Нумай конкурссем йĕркелесе ирттернĕ.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен республикăри кăçалхи конкурсне хутшăнса та “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ “Чĕрĕ çăл куç” проект тăратса çĕнтерме пултарчĕ. Çакăнта чи малтанах И. Прокопьевăн тÿпи пысăк, мĕншĕн тесен унпа кунне-çĕрне пăхмасăр, вăл ларнă-çке. Проектсене пурнăçлама вара каярахпа пурте, пĕр çын пек пулса, хутшăнаççĕ. Журналистсен ĕç стажĕ пысăк: Г. Ефимовпа В. Егоровăн вăл 30 çул та иртнĕ, Ю. Борисовăн кунта ĕçлеме пуçланăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитет.

7. Район кĕнекисене те редакциленĕ

Районăн 65 тата 70 çул тултарнă чух Иван Иван Афанасьевич хывнă пысăк тÿпе çинчен асăнмасăр иртме çук. Ку вăл çав чаплă датăсем ячĕпе кăларнă “Трак ен” тата "Красноармейский район. Люди и судьбы” кĕнекесем. Икĕ кĕнекине кăларнă чух та ăна редколлегисене ертсе пыма шаннă.

Унăн çав вăхăтрах хăйĕн тĕп ĕçĕсене те туса пымалла пулнă вĕт. Çавăнпа унăн час-часах ĕç хыççăн юлса, каçсерен, канмалли кунсенче ларма тивнĕ. Акă, “Красноармейский район. Люди и судьбы” кĕнекене пичете париччен çур çул кунĕн-çĕрĕн, пĕр шăмат кунпа вырсарни куна сиктермесĕр, сывлăха шеллемесĕрех ĕçленĕ. Кĕнеке статйисене пурне те кĕске тапхăрта, тата вырăсла чĕлхепе, пĕр алă витĕр якатса кăлармалла пулнă. Кĕнеке питĕ васкавлăн пулин те, юбилей тĕлне вулакансем патне çитнĕ. Сăмах май, Иван Афанасьевич асăннă кĕнекесенчи чылай сыпăксемпе статьясен авторĕ те хăех.

Сутма “Советы рыболовам” кĕнекене пухса хатĕрлемешкĕн те унăн çапла пĕр хĕл пĕр канмасăр иртсе кайнă.

8. Пултарулăхри ÿсĕмсен тапхăрĕ

Хăйĕн пурнăçĕнчи черетлĕ паллă тепĕр тапхăра та ÿсĕмсемпе кĕтсе илчĕ юбиляр. Вăл суту-илÿ енĕпе республика конкурсĕнче çĕнтернине асăнтăм ĕнтĕ.

Хăйĕн юррисен пĕр-ремĕш кĕнекине те кăларма пултарчĕ. Унăн малтанхи юрри, сăмахĕсем те хăйĕнех, “Вăййа тухрĕ сарă каччă” — 1994 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче пичетленсе тухнă. Ун хыççăн тата 21 юрă кĕвĕленĕ. Чылайăшĕн сăвви те хăйĕнех. Нумай юррисем вырăнти халăх пултарулăхĕн йышĕсен, Ака туй, “Çавалпа Шетмĕ хумĕсем” фестивальсен программине кĕнĕ, вĕсемпе автор çав фестивальсен лауреачĕ пулса тăнă.

Иртнĕ кунсенче И. Прокопьев умлă-хыçлăнах тата икĕ кĕнеке кăларчĕ.

Пĕрремĕшĕ — “Тавтапуç, пулă” — хăйĕн тĕрлĕ вăхăтра çырнă калавĕсемпе сăввисен кĕнеки. Кулăшла сценка та пур кунтах. Çын сывлăхĕ яланах малта тăнă, тăрать те, малашне те тăрĕ. И. А. Прокопьев — çут çанталăк тусĕ. Автор ку кĕнекери çав ятлă калавра тата ыттисенче те çут çанталăкпа туслă пулма чĕнет. Ахальтен мар вăл хăй псевдонимне те Мăн Çавал юхан шывĕн ĕмĕрхи çăл куçсем тапса тăракан кукăрĕн ятне илнĕ.

Кулăш ăстисене халăх яланах хисепленĕ, юратнă, вĕсемпе мăнаçланнă. Ытти вырăн пекех, Трак тăрăхĕ те вĕсенчен чухăн мар. “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ юлашки çулсенче хаçат страницисенче “Кулăш ăстисен конкурсне” ирттерет, вĕсенчен лайăххисене палăртать. Çавна май ку жанрпа ĕçлекенсен йышĕ те хушăнсах пырать. Ку пархатарлă ĕçе райхаçат журналисчĕсемпе, вырăнти авторсемпе пĕрле хаçатăн тĕп редакторĕ те хастар хутшăнать. Тĕп редакторăн хаçата редакциленипе пĕрлех ăна кăларса тăрассипе нумай йĕркелÿ ĕçĕсене тума тивет. Апла пулин те кулăш валли те вăхăтне тупатех. Пĕлтĕртенпе, иккĕмĕш çул ĕнтĕ вăл хăй пурнăçра тĕл пулакан кĕске кулăшсене пухать, вĕсене хаçат урлă вулакансем патне çитерет. Акă халĕ вăл вĕсене пухса “Пĕрле кулар-и?..” уйрăм кĕнекен кăларма та май тупрĕ. Унта авторăн юлашки тапхăрта пурнăçра хăй тĕл пулнă тата хайланă кулăшĕсене кĕртнĕ. Ман шутпа, “Пĕрле кулар-и?..” кулăшсен кĕнеки те — авторăн юлашки çулсенче творчествăра ярса пуснă ăнăçлă утăмĕсенчен пĕри.

9. Тавтапуç, пулă, вĕлле хурчĕ...

Пĕр çын çинчен çырса, тен, вулакансене йăлăхтарса та çитертĕм пулĕ. Каçарăр та, калаçăва татах тăсма тивет. Мĕншĕн тесен унăн ырă енĕсем татах çук мар.

Унăн тепĕр кăмăл туртăмĕ — пулла вăлтапа каясси. Анчах ĕç нумайран ăна валли вăхăчĕ сахал тăрса юлать. Юлашки вунă çул вĕлле хурчĕсем те усранă пирки çакă пушшех палăрать. Тахçан ĕлĕкрех, уйрăмах хĕллехи тапхăрта вара шахмăтла выляма та вăхăтне тупнă. Районти пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртура тивĕçлĕ вырăн йышăнса, разряд нормине те пурнăçланăччĕ. Ку енĕпе вырăнти ытти хăш-пĕр ăмăртусенче çĕнтернĕ.

Иван Афанасьевичшăн, чăн-чăн арçыншăн, техника та ют мар. Инçе çула каймалла пулсан та, çынна куçран пăхмасть — кун пек чух ăна руль умĕнче те куратăн. Паян, техника нумайланса пынă вăхăтра, водитель ĕçĕ çăмăл маррине руль умне ларнă кашни çынах аван пĕлет.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест. Икĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă Прокопьевсем: иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ, пурнăçри вырăнне тупнă.

Юрăри пек, çурхи тĕнче вăраннă чух çут тĕнчене килнĕ пирĕн очерк геройĕ, пичетĕн ырми-канми салтакĕ, ĕç çынни Иван Афанасьевич Прокопьев.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика