АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-кăвартан сыхланас тĕлĕшпе

17 апреля 2009 г.

 

Район пуçлăхĕ С. Николаев район территорийĕнче пушар хăрушлăхĕн сезонĕнче пурнăçламалли мероприятисем çинчен 209-мĕш номерлĕ йышăну кăларнă.

Ун тăрăх район территорийĕнче апрелĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли ятарлă режим, урăхла хушу пуличчен, туса хунă. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене вут-кăвара хирĕç кĕрешме хатĕр тăма тата техникăна çунтармалли, сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерме сĕннĕ.

Вăрман хĕррисемпе 5 метртан кая мар пушартан сыхланмалли тăрăхсем тумалла.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ялсенче каçсерен дозор тăратассине йĕркелеме, дружинниксенчен ялсенче патруль ĕçне пуçарма, вут-кăвар темипе ăнлантару ĕçне вăйлатма сĕннĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникне Сурăм лесничествипе пĕрле çынсем йышлă çÿрекен вырăнсенче автомобильсем кĕни-тухнине тĕрĕслесе тăма сĕннĕ.

Асăннă йышăнăва еплерех пурнăçа кĕртнине район администрацийĕн чрезвычайлă лару-тăрупа гражданла оборона ĕçĕсемпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ Н. Васильев тĕрĕслесе тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика