14 апреля 2009 г.
Ака уйăхĕн малтанхи кунĕсенче Красноармейски ялĕнчи Г. Степанов урамĕнчи 17/1 çурт путвалĕнче уйрăм предпринимательсен — Трофимовсен лавкки ĕçлеме пуçларĕ. Унта çутă та таса, апат-çимĕç таварĕсемпе пĕрлех килти хуçалăхра усă курмалли япаласене те туянма пулать. Темĕн те пур. Виçĕ хĕр-сутуçă тавар туянма пынă пур çынна та тарават кĕтсе илет, кăмăла кайнă апат-çимĕçпе ытти япалана суйласа илме пулăшать.
Лавккана вĕри тата сивĕ шыв кĕртнĕ, кирлĕ оборудовани туянса вырнаçтарнă. Суту-илÿ тумалли лаптăк — 88,5 тăваткал метр.
Трофимовсемпе тавар туянакансене лавкка уçăлнă ятпа район администрацийĕн экономика аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ А. В. Михайлова саламласа ăнăçусем сунчĕ.