14 апреля 2009 г.
(Кăçалхи Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсенче граждансем панă ыйтусемпе вĕсен хуравĕсем)
ЫЙТУ: Янмурçин ялĕнче пурăнакансене шывпа хăçан йĕркеллĕ тивĕçтерме тытăнĕç-ши? (Федорова).
ХУРАВ: Янмурçинра шыв пăрăхне 1972 çулта хунă. Тимĕр пăрăхсемпе усă курмалли вăхăт вара 20 çулпа танлашать. Çавăнпах вĕсем час-часах шăтаççĕ. 2008 çулта, ав, шыв пăрăхне 3 хутчен юсанă. Ку хушăра, паллах, шывпа тивĕçтернĕ çĕрте чăрмавсем пулнă.
Хальхи вăхăтра шыв пăрăхне çĕнĕрен хума проект документацине хатĕрлеççĕ. Янмурçин ялĕ, акă, “Чăваш Республикинчи халăха 2009—2020 çулсенче ĕçлемелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси” программăна кĕнĕ. (В. Я. ГРИГОРЬЕВ, Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ).
ЫЙТУ: Упи ял тăрăхĕнче пурăнакансене хуçасăр йытăсем нумайланни пăшăрхантарать.
ХУРАВ: Кун пирки граждансен пухăвĕсенче те пĕрре мар калаçнă, хуçисене йытăсене сăнчăрта тытмаллине аса илтернĕ. Янмурçинри ветеринари участокĕнче ĕçлекенсем, хуçисемпе килĕшсе, 10 йытта укол туса çывраттарса янă. (В. Я. ГРИГОРЬЕВ, Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ).
Ку евĕр ыйтăва ытти ялсенче те çĕклеççĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çакна шута илесехчĕ, йĕрке тăвасахчĕ.
ЫЙТУ: Килти хушма хуçалăхсене минераллă удобренисемпе тивĕçтерессине йĕркелеме ыйтатпăр. (А. Михайлов, Чатукасси ялĕ).
ХУРАВ: Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен малтанах Шупашкарти Апат-çимĕç фондĕнчен укçа куçармалли счет çыртарса килмелле. Укçине куçарнă хыççăн минераллă удобренисене Çĕрпÿ районĕнчи Михайловкăран кÿрсе килмелле. (Ю. Д. ПЕТРОВ, ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ).
ЫЙТУ: Вăрманкас Алманчра лавкка кирлех. (Ял çыннисем).
ХУРАВ: Вăрманкас Алманчри лавккана пушар тухас хăрушлăх пысăкран тата вăл кивĕ клуб çуртĕнче вырнаçнă май таварсене сыхласа тăма йывăртан 2007 çулта хупнă. Хальхи вăхăтра ял çыннисем ыйтнипе Вăрманкас Алманча ытлари кунсерен автолавкка пырса çÿрет. (А. И. ДМИТРИЕВА, райпо канашĕн председателĕ).
ЫЙТУ: Пшонкă ялĕн тĕп урамĕнче хытă сийлĕ çул хăçан пулĕ-ши? (П. И. Иванов, ĕç ветеранĕ).
ХУРАВ: Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхне 2011—2020 çулсенче аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн, Пшонкă ялĕнчи Лесная урамра 2016 çулта хытă сийлĕ çул тума палăртнă. (С. П. ГАВРИЛОВА, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн специалист-эксперчĕ).
ЫЙТУ: Ванюшкасси ялĕнче халăха пухăнма çурт кирлĕ. (Ял çыннисем).
ХУРАВ: Ванюшкассинчи халăхпа тĕл пулмалли çурта юсама 2008 çулта строительство материалĕсем туяннă. (С. П. ГАВРИЛОВА, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн специалист-эксперчĕ).
ЫЙТУ: Супарти фельдшерпа акушер пункчĕпе кунти тĕслĕх библиотекăна çут çанталăк газĕ хăçан кĕртĕç-ши? (А. Денисов).
ХУРАВ: Супар ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктне 2010 çулта çут çанталăк газĕ кĕртме пăхатпăр. Çакăн пирки сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕпе калаçса килĕшнĕ.
Тĕслĕх библиотекăна çут çанталăк газĕ кĕртме вара проектпа смета документацине хатĕрленĕ, ку ĕçе кăçал вĕçлемелле. (В. В. ДОЛГОВ, Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ).