АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейре — Светлана Асамат

09 апреля 2009 г.

Трак енре пурăнакансем те Светлана Асамат сăвăç-композиторăн, чăваш юррисене чуна пырса тивмелле шăрантараканăн пултарулăхне аван пĕлеççĕ.

Нарăс-пуш уйăхĕсенче, акă, районти историпе краеведени халăх музейĕнче, С. Асамат çуралнăранпа 55 çул çитнине халалласа, унăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне туллин сăнлакан курав ĕçлерĕ. Унта сăвăç кĕнекисемпе, юррисене çырса илнĕ аудио-видиокассетăсемпе, тĕрлĕ документсемпе тата сăн ÿкерчĕксемпе, вăл тĕрленĕ чаплă кавирпе, юрăç концертсенче халăх умне тухма çĕлеттернĕ капăр тумсемпе паллашма пулчĕ.

Чи асра юлмалли вара пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче килчĕ. Çав кун красноармейскисемпе курнăçма тĕп хуламăртан — Шурă Шупашкартан — С. Асамат хăй çитрĕ. Вăл музейре районти тĕп библиотека çумĕнчи “Тимлĕх” клуб членĕсемпе тĕл пулчĕ, курава тăратнă кашни экспонат пирки тĕплĕн каласа пачĕ, сăввисене вуларĕ, халăхра палăрнă юррисене те парнелерĕ.

Ветерансем С. Асамата çакнашкал курава Красноармейскинче йĕркелеме майсем туса панăшăн, хăйсемпе тĕл пулу ирттерме хапăл тусах килĕшнĕшĕн ăшшăн тав турĕç, пултарулăх лаççинче çĕнĕ çитĕнÿсем туптама ырлăх-сывлăхпа вăй-хăват сунчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика