АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Механизаторсем — ылтăн вырăнĕнчех

09 апреля 2009 г.

 

Малтан палăртнă пекех, апрелĕн 3-мĕшĕнче, кăçалхи çур акине пахалăхлă ирттерес ыйтупа "Таябинка" агрофирма" пĕрлешÿре хуçалăхсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсен ертÿçисен, тĕп инженерĕсен, тĕп агрономĕсен районти семинар-канашлăвĕ пулнă. Район пуçлăхĕ С. Николаев, семинар-канашлăва уçнă тата унăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май, пухăннисем тата хăнасем умĕнче çапла каларĕ: "Пирĕн çур аки ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă ирттерес çĕрте механизаторсем — ылтăн вырăнĕнчех. Чи малтан, вĕсене вырăнсенче тивĕçлипе хакламалла. Тата тивĕçлипе, чуна парса тăрăшма кирлĕ условисем туса парассишĕн çине тăмалла. Механизатор вăл — ялти пĕрремĕш çын. Халăха çăкăр çитерекенĕ”. Уйрăм хуçалăхсенче усă куракан кивĕ техникăна çĕнетесси, улăштарасси пĕчĕккĕн пулса пынине палăртрĕ Станислав Андреевич. Ку тĕлĕшпе уйрăм хуçалăхсенче ырă улшăнусем вăй илни çинче чарăнчĕ, вĕсене тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. “Вăрлăхпа тата минераллă удобренисемпе ĕçлессине тĕпрен лайăхлатасси çитмест халь. Кая юлсан, каю шăтать, — терĕ С. Николаев. —Çакăнта кашнин пĕр шухăш-кăмăлпа вăй хуни, татах аса илтеретĕп, çынсен ĕçне чун-чĕрепе хаклани кирлех тесшĕн эпĕ. Ун пек чух ĕçе кÿлĕннĕ çынран çирĕпрех ыйтма пулать те”.

Район пуçлăхĕ С. А. Николаев ертсе пынă ушкăн малтанах “Восток” хуçалăха çитрĕ. В. В. Тимофеев председатель çирĕплетнĕ тăрăх, шывпуçчуракассисем те çур аки умĕн алă усса лармаççĕ. Тракторсем юсавлă, механизаторсем тивĕçеççĕ. Дизель топливи 8 тонна пур. Çуртрисене 320 гектар акмалла. Урпа вăрлăхĕ пĕтĕмпех кондицине ларнă, тулăн вара тата 30 тонна кирлĕ пулать.

“Гигантра” тракторсене пĕр рете вырнаçтарса лартнă, ĕçлеттерсех кăтартрĕç. “Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем 570 гектар йышăнмалла. Вăрлăхлăх урпа — 100, тулă 65 тонна хатĕрлерĕмĕр. Пĕтĕмпех ака стандартне тивĕçтереççĕ. Ĕç çине 16-ран 13 трактор тухать. Груз турттармалли автомашинăсем, сеялкăсем, сÿресем, ытти агрегатсем юсавлă. Шăкăр-макăр ĕçсем кăна юлчĕç. Топливо кÿрсе килнĕ, “хурçă утсене” икĕ сменăпа ĕçлеттерме пĕр тракторист çеç çитмест, шыратпăр”, — терĕç В. В. Александров председатель, В. М. Нестеров инженер тата А. А. Васильев агроном.

“Заря” хуçалăхра çĕр пайĕсен хуçисене пухăва пуçтарнăччĕ. Н. В. Петров председатель комисси членĕсене 140 гектар лаптăка акса хăварма ĕç вăйĕ те, техникăпа вăрлăх та çитнине пĕлтерчĕ. 19 тонна азотлă удобренисем те пур. Топливăшăн та укçа тÿлесе хунă, илсе килме те калаçса килĕшнĕ.

“Бахча” пĕрлешÿре, тĕпрен илсен, тракторсем çĕнĕ. Уя çиччĕ, вĕсенчен пĕри гусеницăлли, тухмалла. Юлашки юсав ĕçĕсем пыратчĕç мехпаркра.

— Тĕш тырăсем — 200, çĕр улми 110 гектар акса-лартса хăвармалла пирĕн. Вăрлăхсем тивĕçеççĕ. 100 тонна минераллă удобренисем хатĕрлерĕмĕр. Кредитпа çĕр улми лартмалли сажалка, ăна пухса кĕртмелли комбайн, доминатор, хысаксем тумалли агрегат, опрыскиватель, косилка тата пресс-подборщик туянма пăхрăмăр, — каласа парать Н. М. Мамедов ертÿçĕ.

“Досаево” ял хуçалăх артелĕнче П. Ф. Федоров инженер каланă тăрăх, çуртрисем 400 ытла гектар йышăнмалла. Хирте кустăрмаллă 6 тата гусеницăллă 4 трактор ĕçлемелле. Гусеницăллă 2 тракторне юсаççĕ-ха. Культиваторсем хатĕр. Сеялкăсене йĕркене кĕртмелле. Тусайсем çĕр улми суйласа яровизацилеме хума тытăннă. Вĕсем яманаксенчен 10 тонна урпа вăрлăх илме пăхаççĕ.

Икĕ “Беларуспа” пĕр “ДТ-75” тракторсен моторĕсене сÿтсе хунă.

“Волитра” йĕрке пурри сисĕнет. Сеялкăсен язычокĕсене (чĕлхисене) культиваторсем çинчен вĕçертсе илнĕ. Халь вĕсене Йĕпремри мастерскойĕнче юсас ĕç пырать. Ку, паллах, хуçалăх ертÿçин — В. Петровăн — ырă тĕслĕхĕ. Тухăçа ÿстерме тепĕр çĕнĕ утăм тунă та волитсем.

Укçа-тенкĕ пулсан, кив техника хисепрех мар çав. Яманак тăрăхĕнче çапла шутлаççĕ. Çĕннипе, хăватлипе усă курсан, ĕç тухăçлăхĕ те пысăкланать. Механизаторсемпе пĕрлех уй-хирте тăрăшакансем те ĕç укçипе кăмăллă. “Уй-хир карапĕсем” те çĕнĕ кунта. Анчахрах тенĕ пекех Францири “КИПП” организацире туса кăларнă минераллă удобрени пухса тиекен тата сапалакан агрегат "МДS-935 М” агрегат туяннă.

Çирĕклĕри хупă йĕтемре çĕнĕ “ПК-20 Супер” вăрлăх имçамлакан агрегат вырнаçтарнă. Вăл сменăра 20 тонна тырă имçамлать, ĕç вăйĕ те сахалтарах ыйтать.

“Нива” хуçалăхра механизаторсен кадрĕсем çитеççĕ. Çунтармалли тата сĕрмелли материалсене кирлĕ чухлĕ кÿрсе килнĕ.

И. Петров ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çур акине хутшăнакан механизаторсемпе ял ĕçченĕсем валли ĕçшĕн, вăй хунине кура, хавхалантармалли мерăсене палăртнă. Çак ыйтăва хуçалăхри механизаторсен пухăвĕнче пăхса тухса çирĕплетнĕ. Ака-сухана тухакан кашни çын кун пирки аван пĕлет.

“Таябинка” пĕрлешÿре ака-суха ĕçне çулленех çĕнĕ техника туянассине мала хураççĕ. С. Молотков тĕп агроном хуравланă тăрăх, кăçал çур аки валли хăмăла тÿрех кăпкалатма пултаракан, анлă сухалакан АПК -7,2 “Ермак” культиватор илнĕ. Çак агрегатпа пĕр вăхăтрах виçĕ операцие пурнăçлама май пур. Çавăнпа та К-700 трактор туяннă. Хăватлă вăйсăр май килмест-çке.

Çур акире виçĕ агрегат çинче çынсене икĕ сменăпа ĕçлеттерме пăхнă. Нÿрĕк типиччен вăрлăха çĕре варăнтарса хăвармалла.

Асăннă пĕрлешÿн акма вăрлăх çителĕклĕ. Çĕр улми те Чатукассинчи хранилищĕре лайăх сыхланать.

Район пуçлăхĕ тĕл пулăва хутшăннă ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсене: В. Васильева, В. Чаховские тата патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕн начальникне Ю. Агатьева та сăмах памасăр хăвармарĕ. Кашнин шухăшне, сăмахне тата ырă сĕнĕвне тĕплĕн итлерĕ.

В. Васильев специалист- эксперт хăш-пĕр хуçалăхсенче репродукциллĕ вăрлăха хакламаннине пытармарĕ.

В. Чаховский хальлĕхе В. Васильева ХФХра, “Прогресс”, “Рассвет” хуçалăхсенче механизаторсем тивĕçменни пирки каларĕ.

Ю. Агатьев халь, ака-суха умĕн, тăватă хуçалăхра — 39 трактор (17 процент) тата 18 прицеп (15 процент) çеç техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине пĕлтерчĕ.

Пухăннисем Вăрнарти аш-какай комбиначĕн директорĕн Ю. Поповăн сăмахне тимлĕн итлерĕç, ыйтусем пачĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика