09 апреля 2009 г.
Кăçалхи виçĕ уйăхра республика территорийĕнче, çавăн пекех пирĕн Трак енче те, çынсем тутлă тĕлĕк курса çывăрнă чух, уйрăмах çур çĕр иртсен, ялсенчи уйрăм хуçалăхсенчен ĕнесемпе вăкăрсем, пăрусем çине-çинех çĕтнĕ. Асăннă тапхăрта ку цифра 35-е яхăн пулнă. Çакă халь паллă ĕнтĕ…
Çаратакансем Çĕрпÿ территорийĕнчи ялсенчен — 7, Шупашкар районĕнчен — 6, красноармейскисенне — 4 тата вăрмарсенне 2 пуç выльăх йăкăртнă. Вăрă-çаратуна пула миçе çын инкек тÿсмен пуль. Вăрăсен çулĕ çине ÿкессипе республикăри спецназ чылай ĕçленĕ. Акă, апрелĕн 7-мĕшĕнче ку ыйтупа республикăри Шалти ĕçсен министерствинче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансемпе прифинг ирттернĕ.
Унта ЧР Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав енĕпе ĕçлекен управленийĕн полковникĕ Владимир Дмитриевич Мокеев пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи мартăн 31-мĕшĕнче, каçхине вăрăсене ярса илнĕ. Вĕсем пиллĕкĕн пулнă. Çĕньял Упири пĕр кинемейĕн ĕнине илсе тухнă пулнă малтан. Кайран пăрăвне вăрлама шутланă. Кунта вăрăсене йытă чăрмантарнă.