АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăншетмĕсем шкулăн 175 çулхи юбилейне паллă турĕç

02 апреля 2009 г.

Мăн Шетмĕ шкулне уçнăранпа 175 çул çитрĕ. Халĕ вăл хăйсен ентешĕ —

Совет Союзĕн Геройĕ В. В. Васильев ячĕпе хисепленет. Пуш уйăхĕн

28-мĕшĕнче, шăмат кун ку вăтам шкул юбилее пĕрле паллă тума кунтан

вĕренсе тухнисемпе çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ парассишĕн ырми-канми вăй

хунисене, ытти хăнасене йыхравларĕ. Вĕсене (200 ытла çынна) ачасем

çăкăр-тăварпа, хавас юрăпа кĕтсе илчĕç.

Хăнасем малтанах шкулпа, вĕренÿ пÿлĕмĕсемпе, ал ĕçĕсен выставкипе паллашрĕç, унтан спорт зала пухăнчĕç. Уяв кунта ятарлă сценарипе хăйне евĕрлĕ, интереслĕ иртрĕ. Ăна Р. Г. Герасимовапа И. Н. Петрова йĕркелесе пычĕç. Вĕренекенсем пĕчĕк концерт кăтартрĕç. Алла Яковлевапа Ольга Дмитриева, авă, “Маленькая страна” юрра маттур шăрантарчĕç.

Унтан шкул директорĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А. И. Васильев сăмах илчĕ. Алексей Иванович вĕрентÿ учрежденийĕн 175 çулхи историйĕпе паллаштарчĕ, шкул халĕ мĕнле пурăнни çинче чарăнса тăчĕ. Вăл паян ресурс центрĕ шутланать, унта 138 ача вĕренет. Пурлăхпа техника никĕсĕ те пуянланать. Шкулта 26 компьютерлă пĕр класс пур, 5 учитель хăйсен сайчĕсене уçнă. Мăншетмĕсем Чăваш Республикин Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ.

Шкул коллективне сумлă юбилей ячĕпе район пуçлăхĕ, “Единая Россия” партин районти организацийĕн политканашĕн секретарĕ С. А. Николаев саламларĕ.

— Ку уяв сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шкул пуянлăхĕ — учительсемпе вĕренекенсем тата кунта пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çине тăнисем. Пиншерĕн вĕсем. Тивĕçлипех мухтанатпăр Мăн Шетмĕ енĕн паллă çыннисемпе. 2010 çула Раççейре Учитель çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Сирĕн шкул пуянлансах пытăр, — терĕ Станислав Андреевич.

Вăл Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн П. В. Семеновăн правительство телеграммине те вуласа пачĕ, шкула район администрацийĕн Хисеп грамотипе, “Единая Россия” партин районти организацийĕн Тав хучĕпе чысларĕ, унăн пурлăхпа техника никĕсне пуянлатма район пуçлăхĕн премине — 20 пин тенкĕ уйăрни пирки пĕлтерчĕ. А. И. Васильев директорпа историпе обществознани учителĕ Д. И. Филимонов та унăн аллинчен район администрацийĕн Хисеп грамотисене, ветеран-педагогсем — Н. П. Петров (Мăн Шетмĕ), Н. П. Петров (Пикшик), Л. К. Кузьмин, Ф. П. Петрова , В. А. Павлов, А. А. Ефимова, Э. Г. Филиппов район администрацийĕн Тав хучĕсене илме тивĕçрĕç.

Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В. В. Матвеев хăйĕн сăмахĕнче шкулта физкультурăлла-массăлла, спортпа патриотла ĕçе лайăх туса пынине палăртрĕ, спортинвентарь туянма министерствăн 50 пин тенкĕлĕх сертификатне пачĕ, математика учительне А. М. Васильевана Хисеп грамотипе чысларĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ В. В. Андреев пухăннисене юбилей ячĕпе саламланă май, коллектива парне пачĕ, шкул пурне те пĕтĕçтерсе тăнине каларĕ.

Мăншетмĕсене пысăк праçник ячĕпе çавăн пекех район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. И. Антонов, вĕрентÿре ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Г. И. Николаева, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. И. Федоров, Еншик Чуллăпа Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулсен директорĕсем Т. А. Беззубовапа И. В. Кускова, кунта вĕреннĕ Е. Н. Антонов, Ю. И. Маринкин учитель, профком председателĕ Г. И. Михайлова, тĕнче класлă спорт мастерĕ С. Г. Афанасьев, “Трак ен” ентешлĕх членĕ А. Львов тата ыттисем саламларĕç, Тав хучĕсемпе парнесем пачĕç. А. И. Васильев директор та шкулта вăй хунисемпе халĕ ĕçлекенсене, спонсорсене Тав хучĕсемпе чысларĕ. Валентина Михайлова, Натальăпа Наиль Мингазовсем, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн солистки З. М. Чернова (Кушкă), учительсен хорĕ тата ыттисем юрă-ташăсем парнелерĕç.

Юбилей мероприятийĕ чылая пычĕ. Вăл каçхи дискотекăпа вĕçленчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика