31 марта 2009 г.
Юлашки çулсенче Трак енре пирĕн паллă ентеше, республика Гербĕпе Ялавне хатĕрленĕ Э. М. Юрьева халалласа вăл çуралнă кун асăну каçĕ ирттересси йăлана кĕчĕ. Çакăн пек мероприяти пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕнче иртрĕ.
Кĕçĕн Шетмĕри кану центрне шкул ачисем, педагогсем, ял-йыш, Э. Юрьев тăванĕсем пухăннă. Малтанхи кун Э. М. Юрьев ячĕллĕ музей-ÿкерчĕксен галерейинче унăн директорĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Ю. Дубров вырăнти шкулăн 4—9 класс вĕренекенĕсемпе сăрă ăстин кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен класс сехечĕсем ирттернĕ.
Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕ пултаруллă çынсемпе чăнахах пуян çав. Акă, кану центрĕн залĕнче тепĕр ÿнерçĕн — Ф. Иванован ĕçĕсемпе паллашма пулать. Феврония Ивановна 1943 çулта Кăмакал ялĕнче çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри, Красноармейскинчи шкулсенче вĕреннĕ, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет) художествăпа графика факультетĕнче ăсталăха ÿстернĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн вăл 30 çула яхăн Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ ÿнер шкулĕнче преподавательте ĕçленĕ. Шел, икĕ çул каялла Ф. Иванова пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Сцена çине Э. Юрьевăн сăнне вырнаçтарнă. Ю. Дубров пухăннисене пирĕн паллă ентешĕн кун-çулĕн тĕп тапхăрĕсемпе паллаштарчĕ.
Э. Юрьев 1936 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕре йышлă çемьере çуралнă: 4 ывăлпа 6 хĕр ÿснĕ. Вăл хальхи кивĕ шкулăн пĕр пÿлĕмĕнче çут тĕнчене килнĕ. Амăшĕ — Пшонкăран, ашшĕ Çирĕклĕрен пулнă. Çавăнпа та ку тăрăхри 6 ялта Юрьевсен тăванĕсем пурăнаççĕ. Ашшĕ — М. Юрьев-Нямань — шкул директорĕнче ĕçленĕ. Элли вунă çул тултарсан йышлă çемье Шупашкара куçса кайнă.
Э. Юрьев Тбилисири патшалăх ÿнер академийĕнче вĕреннĕ, виçĕ çул çарта пулнă.
— Элли Михайлович 1964 çулччен тĕнче курса çÿренĕ, чăваш культурин шайĕ пĕчĕк пулнишĕн питĕ кăмăлсăр пулнă, — тет Ю. Дубров.
Тăван республикăна таврăнсан вăл Чăваш кĕнекен издательствин илемлĕх редакторĕнче ĕçленĕ, наци кĕнекине чăн илем кĕртнĕ. Элли Михайлович Шупашкар хулин тĕп ÿнерçинче тăрăшнă, студентсене вĕрентнĕ. Вăл хатĕрленĕ эскизпа тĕп хулан гербне хатĕрленĕ. Элли Михайлович — ЧР Гербĕпе Ялавĕн авторĕ, хамăр район гербне хатĕрлес çĕре те сумлă тÿпе хывнă.
— 2000 çулта Э. Юрьев тăван тăрăхра юлашки хут пулчĕ, — терĕ Юрий Егорович. — Шел, Чăваш халăх художникĕн кун-çулĕ кĕске килчĕ.
— Тăван халăхшăн калама çук пысăк ĕç тунă çынна манма юрамасть, — терĕ район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ Н. Антонов. — Унăн ячĕ Раççей, тĕнче историне кĕрсе юлчĕ. Николай Илларионович Э. Юрьев мăшăрĕ Галина Алексеевна ентешĕсене ăшă салам калани, мăшăрне асра тытнăшăн тав туни çинчен пĕлтерчĕ.
ЧР историпе культурологи тĕпчевĕсен Э. Юрьев ячĕллĕ общество фончĕн ĕçченĕ, районти историпе краеведени музейĕн директорĕ В. Серафимов ку тăрăхран пултаруллă çынсем чылай тухни, тĕпчемелли питех те нумаййи çинчен каларĕ.
Шкулта çамрăк ÿнерçĕсен конкурсĕ иртнĕ. Унта 15 вĕрентекен хутшăннă. Унăн кăтартăвĕсемпе шкулти ÿнер ĕçне вĕренекен Д. Федотова паллаштарчĕ. Чи пултаруллисем парнесене ти-вĕçрĕç. Ачасен ĕçĕсем музей-ÿкерчĕксен галерейинче вырăн тупĕç.
Юлашкинчен РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ В. Петров ячĕллĕ конкурс çĕнтерÿçисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.