31 марта 2009 г.
Агрономсен районти конференцийĕнче хальхинче — мартăн 25-мĕшĕнче, çĕр ĕç культурисен тухăçне ÿстерессипе тата выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç.
Кунта пухăннă ял хуçалăх специалисчĕсем: хуçалăхсен ертÿçисем, тĕп агрономсемпе инженерсем, уй-хир бригадирĕсем, механизаторсем тата уйрăм хуçалăхсене тытса пыракансем ЧР патшалăх ял хуçалăх академийĕнчи Е. Едрановапа И. Елисеев преподавательсем тата ЧР ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институчĕн наука сотрудникĕсем — В. Казанцевпа В. Васильев тухса калаçрĕç, ыйтусене хуравларĕç.
Пухăннисем умĕнче “Позитив” ЗАОн директорĕ В. Прокопьев, “Август” фирмăн представителĕ В. Сидоров та сăмах илчĕç.
Конференцире чăн малтанах ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ В. Васильев “Ÿсен-тăран отраслĕнчи 2008 çулхи кăтартусем тата 2009 çулхи тĕллевсем” çинчен тунă доклада итлерĕç.
Владилен Аркадьевичăн доклачĕ тăрăх çакă паллă: виçĕм çул кĕрхи культурăсене 4132 гектар акса хăварнă. Çав шутра кĕрхи тулă — 2276, ырашăн лаптăкĕ 1856 гектар йышăннă. Иртнĕ çул пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 10554,25 гектар пулнă. Çавăнтан кĕрхипе çурхи тулăсен лаптăкĕсем — 4656,75 гектар. Çĕр улми вара — 600 гектар. Ку вăл, малтанхи çулхипе танлаштарсан, 150 гектар ытларах.
Иртнĕ çул вăрлăха çĕнетессипе ĕçленĕ, пĕрчĕллĕ культурăсен элитăллă тата суперэлитăллă вăрлăхне — 8052, çĕр улмине 27 центнер кÿрсе килнĕ. Ку тĕлĕшпе тулли мар яваплă “Таябинка” Агрофирма” пĕрлешÿпе В. Васильева хресчен фермер хуçалăхĕнче тата тулли мар яваплă “Красное Сормово” пĕрлешÿре уйрăмах аван ĕçленĕ.
Çулленех имçамланă вăрлăхпа усă курасси ÿсет. Акă, иртнĕ çул та пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 2095,4 тоннине, вĕсенчен кĕрхи культурăсен — 508, çурхисен 1587,4 тоннине, имçамланă. Унпа пĕрлех 1149 тонна çĕр улмие тĕрлĕрен чир-чĕр ересрен çăлнă.
Шел пулин те, “Восток”, “Прогресс”, “Новая сила” хуçалăхсенче ,”АиКо” пĕрлешÿре тата В. Шумиловăн хресчен фермер хуçалăхĕнче вăрлăха çĕнетессипе çителĕксĕр ĕçлеççĕ.
Владилен Аркадьевич 2008 çулта унччен усă курман, ял хуçалăхĕ валли хатĕрленĕ 1696 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнине палăртрĕ. Вăл шутран çурхи культурăсем валли — 524 гектар, ытти лаптăксене кĕрхи культурăсем йышăнаççĕ. 2009 çулта унччен усă курман 604 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле.
— Иртнĕ çул районти обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли утă — 3150, сенаж — 6390 тата силос 8010 тонна хатĕрленĕ. Ку вăл кашни условнăй выльăх пуçне 21,3 центнер апат единици хатĕрленипе танлашать, — терĕ Владилен Аркадьевич. — Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе “Волит”, “Красное Сормово”, “Восток”, “Рассвет” тата “Прогресс” хуçалăхсенче япăхах мар йĕркеленĕ. Вĕсенче кашни условнăй выльăх пуçне 24,8 — 37,8 центнершар апат единици пулать.
Малалла докладчик юлашки çулсенче хуçалăхсенче тислĕк хуçалăхне юхăнтарнине пытармарĕ. Пĕтĕмпе те уй-хире 28682 тонна çеç органикăлла удобрени тухнă. Çав шутра “Красное Сормовора” — 8237, “Караевора” — 7800 тата “Таябинкăра” 7395 тонна тислĕк кăларнă.
Шел пулин те, “Восток”, “Новая сила”, “Пинер”, “Прогресс”, “Мичуринец”, “АиКо”, “Рассвет” тата “Герой” хуçалăхсенче тислĕкпе усă курса çĕр пулăхне пуянлатассишĕн çине тăмаççĕ.
В. Васильев иртнĕ çул хуçалăхсенче тыр-пулпа çĕр улми тухăçĕсем еплерех пулнипе паллаштарнă. Сăмахран, “Таябинка” Агрофирма” пĕрлешÿре кашни гектартан тыр-пул — 26,9 тата “Бахчапа” “Красное Сормовора” 25,1—22,3-шер центнер пухса кĕртнĕ. Çĕр улми тухăçĕ кашни гектартан “Янмурзинора” — 335,0, “Бахчапа” “Таябинкăра” 322 — 275,5 центнер пулнă. Кăçал “иккĕмĕш çăкăрăн” лаптăкне тата 720 гектар пысăклатмалла.
2009 çул валли район çĕрĕсем çине кĕрхи культурăсене — 3179, çав шутра — кĕрхи тулă 2137 гектар акнă. 7200 гектар çинче çĕртме сухи тунă.
2009 çулхи ака валли районта 18960 центнер вăрлăх хатĕрленĕ. Çав шутра — çурхи тулă — 5400, урпа 12370 центнер. Элитăллă вăрлăх — 2927 (15,9 процент), 1—4 репродукциллĕ 9523 центнер (51,7 процент) шутланать.
Паян “Шатьма”, “Гигант”, “Янмурзино” хуçалăхсенче тата В. Васильева хресчен фермер хуçалăхĕнче репродукциллĕ вăрлăхсем çук.
Докладчик хуçалăхсенче вăрлăх хатĕрлес, удобрени кÿрсе килес ĕçсем еплерех пынине тишкернĕ, паян-ыран васкавлăн пурнăçламалли тĕллевсем çинче чарăннă.