31 марта 2009 г.
Ман хуняма хамăртан виçĕ кил урлă анчах пурăнать. Хуньăм вилчĕ те пĕчченех тăрса юлчĕ.
— Пĕччен ан пурăн. Атя хамăр пата, — терĕмĕр-ха.
Вăл хăйĕннех печĕ. “Старик килĕнчен ниçта та тухмастăп”, — тет.
Виçĕм кун ăна вĕçне курăс мунчала çыхнă вăрăм хăмла шăччипе кăмака хăрăмласа патăм. Мĕн тери савăнчĕ уншăн хуняма. “Кăмака лайăх туртать те пурăннă çем пурăнас килет”, — тет хуняма.
Каç пулчĕ. Арăма шарламасăр хуняма патне тухса утрăм. Пÿртре çутă çунать. Кантăк карри айĕнчен пырса пăхрăм: айтурух, мĕн тĕрлĕ хуçкаланчăк тумасть пуль хуняма! Хăлаçланать, тăрст-тăрст сикет.
Карта çине хурса янă кăмака милĕкне илтĕм те пÿрт хыçне тухрăм. Чăх шăтăкне чикрĕм. Сакайĕнче çăтăлти, çăт-çат тутартăм. Ман хуняма алăксене шăлт-шалт уçса хупса пÿртрен тухса тарчĕ. Эп те анкартипе киле таврăнтăм. Кĕçех хуняма та çитрĕ. Хăй пашкать. “Ах, кĕрÿ, — тет, — кунтан ниçта та каймастăп, тет. Пÿрт алăкне питĕрмен — питĕрсе кил-ха”, — тет.
Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ. Хуняма пирĕнпех пурăнать. Халичччен ял çине сас-хура тухманччĕ-ха.