АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр: газ

31 марта 2009 г.

 

Çуркунне çывхарса пыни куç умĕнчех. Халь çанталăк ир-каç сивĕтет пулин те, кăнтăрла вара çул-йĕр çинче шыв-шур хуçаланать. Апрель уйăхне кĕриччен шутлă кунсем юлаççĕ. Ку — çуркуннен иккĕмĕш уйăхĕ.

Çанталăк ăшша сулăннă май юр та ирĕлет, çĕр те ăшăнса пырать. Çырма-çатрасемпе пĕвесем юр-пăртан тасалса пыраççĕ. Сăрт çамкисем те тĕллĕн-тĕллĕн хуралма тытăнчĕç. Çĕр тухрĕ.

Çакнашкал лару-тăрура вара газ хуçалăхĕн те питĕ асăрхануллă пулмалла. Мĕншĕн тесен чылай çĕрте çĕр айĕпе те, сывлăшран та газ пăрăхĕсем тăсăлаççĕ. Çурхи шыв-шур вăхăтĕнче вĕсем сиенленме пултараççĕ. Çапла майпа вырăнсенче авариллĕ, чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухма пултарать.

Çавăнпа “Чувашсетьгаз” ОАОн Красноармейскинчи газ участокĕ, тĕрлĕрен инкек-синкекрен сыхланас тĕлĕшпе, граждансене çирĕппĕн çапла асăрхаттарать.

Çурт-йĕр çийĕнчи юра тата ун хĕррипе çакăнса тăракан пăра вăхăтра тасатăр. Вĕсем хĕвел ăшшине пула ирĕлсе анса газ пăрăхĕсене сиенлеме пултараççĕ. Енчен те тĕтĕм çулĕсемпе вентиляци каналĕсем юсавсăр пулсан, газ шăрши сарăлсан газпа усă курас çĕрте асăрхануллă пулăр. Тата юсавсăр газ приборĕсемпе е автоматика системипе усă курма ан шутлăр. Харпăр хăй тĕллĕн газ оборудованийĕсене вырнаçтарма, киввине çĕннипе улăштарма тата юсама юрамасть.

Хваттерте, подăездра, путвалта, кил картинче е урамра газ шăрши хуçаланнине туйсан çийĕнчех Красноармейскинчи газ участокне “04” номерпе шăнкăравласа пĕлтерĕр. Авари бригади килсе çитиччен пÿлĕме уçăлтарăр, электроприборсемпе, электрошăнкăравсемпе ан усă курăр, пирус-чĕлĕм ан туртăр. Инкек-синкек пирки ытти çынсене пĕлтерĕр.

Пурăнмалли çурт-йĕр фончĕшĕн яваплă организацисен, газ кĕртнĕ çурт-йĕрсене харпăрлăхра тытакансен “Пурăнмалли çурт-йĕр фончĕпе техникăлла усă курмалли правилăсемпе тата нормăсем”, “Граждансене коммуналлă çăмăллăхсемпе тивĕçтермелли правилăсем” тата ытти нормативлă документсем ыйтнисемпе килĕшÿллĕн, çак ĕçсене пурнăçламалла:

— вентиляци каналĕсемпе тĕтĕм çулĕсене яланах юсавлă тытмалла;

— газ çăлĕсем (колодец) вырнаçнă вырăнсене тем те пĕр купаласа тултарма юрамасть;

— газ пăрăхĕсем хывнă çĕрте люксемпе çăлсен (колодец) виткĕчĕсене пăрпа юртан хырса тасатмалла;

— пурăнмалли çурт-йĕрсен сакайĕсемпе путвалĕсенче газ шăрши сарăлманнине çийĕнчех тĕрĕслемелле;

— пÿрт-çуртра е хваттерсенче вырнаçтарнă газ оборудованийĕсене тĕрĕслесе тата юсаса тăрассипе специализациленнĕ организацисемпе договорсем тумалла.

Асăрхануллă пулни,паллах, хăрушсăрлăхра пурăнма май парать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика