АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпей-илемшĕн кашни яваплă

27 марта 2009 г.

 

Красноармейски ял тăрăхĕнче — 14 ял. Кунта кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 6559 çын пурăннине шута илнĕ. Çав шутра — 1200 пенсионер.

Пĕлтĕр ЧР Президенчĕн Н. Ф. Федоровăн çул-йĕр тăвассипе çыхăннă Указĕпе килĕшÿллĕн Малти Карăк, Йÿçкасси, Чаканар тата Хĕлеç ялĕсене хытă сийлĕ çул çитернĕ.

Кусем — мартăн 20-мĕшĕнче районти халăх пултарулăх çуртĕнче Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Шестаков администрацин 2008 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки тунă отчетĕнчен. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, çывăх çулсенчех Красноармейскинчи Карл Маркс, Союзная тата Новая урамсенче те хытă сийлĕ çул пулмалла. Ку тĕлĕшпе проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлес ĕç пырать ĕнтĕ.

Çул-йĕр ыйтăвĕпе пĕрлех ытти строительствăпа юсав ĕçĕсене те пурнăçламалла. Акă, Янкасри кану центрĕн тăррине çĕнĕрен витмелле. Шыв анать. Тата кунта ытти пĕчĕк юсав ĕçĕсем те пур. Çĕньял Упири кану çурчĕн электрохуçалăхне улăштармалла. Çавăн пекех Вутланпа Крентейкассинчи кану çурчĕсем те кивелнĕ, вĕсенче те юсамалли, çĕнетмелли тупăнатех.

Янкасри фельдшер-акушер çурчĕ кивелнĕ. Ялти кану центрĕнче юсав ĕçĕсене вĕçлесен, фельдшер-акушер пункчĕ çакăнта куçмалла.

Пĕлтĕр ку тăрăхри 49 çемье килти хушма хуçалăха аталантарма 10 миллион та 95 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ, çамрăк 9 çемьене 2 миллион тенкĕлĕх субсиди панă.

Владимир Константиновичăн доклачĕ тăрăх çакă паллă: иртнĕ çул ял тăрăхĕнчи ялсенче çĕнĕрен 17 çурт хута кайнă, район центрĕнче 11 хваттерлĕ çурт ĕçе кĕнĕ. Республикăн “Шыв” программипе килĕшÿллĕн Хĕлеçпе Кивĕ Йĕкĕт ялĕсем валли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеме пуçланă.

Ытларах тирпей-илем ыйтăвĕ хумхантарать ял тăрăхĕн пуçлăхне. Ку тĕ-лĕшпе ялсенчи старостăсем сахал мар ĕçлеççĕ, ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Шел пулин те, район центрĕ — Красноармейски — пирки çакна ырласа калама çукрах. Урамсемпе çырма-çатрасем тĕрлĕрен ăпăр-тапăр айне путнă. Ăçта кирлĕ çавăнта кĕленче савăт-сапа хуçаланать. Акă, Шкул тăкăрлăкĕнчи çырмана мĕн кăна пăрахса тултарман пуль? Тата прокуратура çывăхĕнчи çырмана та çÿп-çап тăкнă. Механизаторсен урамĕнчи ясли-садсем çывăхĕнче, çырма хĕрринче тасамарлăх вырăн тупнă.

— Хăш-пĕр тăрлавсăр çынсем, урамсенче çÿп-çап тултармалли контейнерсем вырнаçтарнă пулин те, кил-çуртри е хваттерти ăпăр-тапăра целлофан хутаçсемпе урама е çурт таврашне тухса пăрахаççĕ. Мĕнле тимсĕр, мăран çынсем ĕнтĕ вĕсем! Çуран виçĕ утăм та тăвасшăн мар… — хăй тарăхнине пытармарĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. — Пĕлтĕр тата район центрĕнчи Ленин ячĕллĕ урамра темиçе çул ÿснĕ çăкасене хуçнă тĕслĕхсем те пулчĕç.

Ял тăрăхăн пуçлăхĕн докладне тухса калаçакансем пуянлатрĕç. Акă, Красноармейскинчи П. Тимофеев хăй пурăнакан Механизаторсен урамĕнчи хваттерсен алăкĕсем çине пĕлтерÿсемпе рекламăсем çыпăçтармалли вырăн туса хунине палăртрĕ. Хăшĕ-пĕрне, сăмахран, суйлав кампанийĕ вăхăтĕнчех çыпăçтарнă, апла пулин те вĕсем халĕ те çурт-йĕр сăн-сăпатне пăсаççĕ. Петр Семенович çавăн пекех çырма-çатра таврашне тĕрлĕрен çÿп-çап пăрахса тултарнипе те кăмăлсăр. “Урамра тата хваттерсенче тивĕçлĕ йĕрке тăвассипе урам комитетне йĕркелесе ямалла мар-ши пирĕн?” — вырăнлă ыйту хускатрĕ Петр Семенович.

С. Железин шучĕпе районти пĕртен-пĕр Совет Союзĕн Геройĕ — Владимир Васильев ячĕллĕ урама тирпейлĕ те таса тата кăтартуллă урам тумалла. “Унăн çуралнă кунĕ ячĕпе çакăнта халăха пухса чăн-чăн уяв ирттересчĕ”, — хăй шухăшне пытармарĕ Сергей Иванович.

Вăл тирпей-илемшĕн хальлĕхе районти коммуналлă служба çителĕксĕр ĕçленине палăртрĕ. Тата асăннă служба халь тăватта пайланнине, вĕсем хăйсен ĕçĕшĕн еплерех яваплăха туйнине район хаçатĕнче васкавлăрах çырса кăлармаллине пĕлтерчĕ. С. Железин ял тăрăхĕн пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлне тишкерсе ăна “вăтам” паллăпа хаклама ыйтрĕ.

Пухура Крентейкассинчи С. Спиридонова тата Кивĕ Йĕкĕтри В. Сергеев пенсионерсем сăмах илчĕç. Вĕсенчен пĕри ялти фельдшер-акушер пункчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, тепри ялта пĕр урама шыв пăрăхĕ хывассипе кăсăкланаççĕ.

Красноармейскинчи Н. Петров Липовка çумĕнчи çĕнĕ микрорайонта юпасем çине электричество ламписене вырнаçтарас ыйтăва хускатрĕ.

Район пуçлăхĕн çумĕ Николай Антонов хăйĕн сăмахĕнче пухура, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн отчетне пуянлатнă май, пысăк территорипех мĕн пур ĕçе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тата кунти специалистсем тем пек тăрăшсан та пурнăçласа пĕтерейменнине пытараймарĕ.

— Вăл е ку ыйтупа та, сăмахран, тирпей-илем ыйтăвĕпе те, вырăнсенче ĕç-пуçа йĕркелеме депутатсен пухăвĕ, урамсен комитечĕсем тата ялсенче старостăсем пур, — терĕ Николай Илларионович. — Вăт çавсем çине таянса, пĕр шухăш-кăмăлпа, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе тăрăшмалла пирĕн.

Малалла вăл районта 2011—2012 çулсенче “Шыв” программăна пурнăçлама тытăнасси пирки пĕлтерчĕ. Культура, сывлăх тата вĕрентÿ тытăмĕсенче паян мĕнлерех ĕçлени çинчен халăхра анкета ыйтăвне хуравлассине йĕркелеме сĕнчĕ. Райбольницăра та йывăрлăхсем пур хальлĕхе. Паян ку йышра сакăр специалист çитмест-мĕн.

Николай Илларионович пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă116 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Кăçалхи январь — февраль уйăхĕсенче вара ĕçсĕр 266 çынна учета илнĕ.

Юлашкинчен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Шестаков отчетлă пухура тухса каланисен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене шута илсе, вĕсем тăрăх ятарлă ĕç планне çирĕплетесси çинчен шантарса каларĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика