АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Валерий Кацовпа Виталий Степанов воин-интернационалистсене асăнса

27 марта 2009 г.

 

Пуш уйăхĕн 20—21-мĕшĕсенче, эрне кунпа шăмат кун Красноармейскинчи физкультурăпа сиплев комплексĕнче хамăр ентешсене — Валерий Кацовпа Виталий Степанов воин-интернационалистсене асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республикăри уçă турнир иртрĕ.

КĂШТАХ ИСТОРИРЕН. Ку ăмăртăва 1985 çултанпа ирттереççĕ. Ун чухне Чатукассинче пулнăскере хамăр районти çамрăк 60 спортсмен хутшăннă. Тепĕр çултан ăна Красноармейскинче ирттерме пуçăннă. 1991 çулта, Упире йĕркеленĕскере, Муркаш районĕн команди, тепĕр çулхине Шупашкар хулинчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем килнĕ. 1993 çулта вара Красноармейскинчи кавирсем çинче Шупашкар хулин, Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Комсомольски, Шупашкар тата Елчĕк районĕсен спортсменĕсем вăй виçнĕ.

1996 çулхи турнир чи йышли пулнă, кавир çине хамăр республикăри, Чулхула, Свердловск, Чĕмпĕр облаçĕпе Мари Эл Республикинчи 404 хĕрпе каччă тухнă. 1999 çулта вĕсен çумне — Мускав облаçĕпе Тутарстан, 2000 çулта Белоруси кĕрешÿçисем хутшăннă.

Пĕлтĕр, калăпăр, ку комплексрах Мордва, Удмурт, Чăваш Республикисемпе Тутарстанри тата Мускав, Чĕмпĕр, Челябинск облаçĕсенчи 16 командăри çамрăк 180 спортсмен тупăшнă.

Кăçалхи ăмăртăва вара çĕршывăн 6 регионĕнчи — Тутарстанри, Мари Эл, Мордва, Чăваш Республикисемпе Чулхула тата Самар облаçĕсенчи 160 ытла кĕрешÿçĕ хутшăнчĕ.

12 сехетре ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем парада тăчĕç. Йĕркелÿ комитечĕн членĕ, Красноармейскинчи “Вольник” спортклуб директорĕ А. Н. Григорьев тĕп судья вĕсем турнирта вăй виçме хатĕрри çинчен пĕлтернĕ хыççăн спортсменсемпе курма пынисене район пуçлăхĕ С. А. Николаев Трак ен çĕрĕ çинчи Çамрăксен çулталăкĕнче иртекен пысăк спорт уявĕ ячĕпе ăшшăн саламласа ăнăçусем сунчĕ, физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнăшăн тулли мар яваплă “Чул хула трансгаз Газпром ” пĕрлешÿ филиалĕн — “Заволжски ЛПУМГн” линипе эксплуатаци службин аслă мастерне, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумне, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен аслă тренерне В. Н. Григорьева район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.

Станислав Андреевич çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ П. В. Семенов йăлана кĕнĕ турнира хутшăнакансене çĕнĕ рекордсем кăтартса çĕнтерÿçĕ медалĕсене тивĕçме ырă сывлăх сунса янă правительство телеграммине вуласа пачĕ, ăмăрту уçăлни пирки пĕлтерчĕ.

Раççей тата Чăваш Республикин Гимнĕсем мăнаçлăн янăранă хыççăн спортсменсене çавăн пекех Н. А. Сидоров генерал-майор (Екатеринбург хули), Афганистан ветеранĕсен республикăри организацийĕн председателĕ И. М. Кашаев, Чăваш Республикинчи ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ В. М. Семенов (вăл Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнчи Алена Игнатьевапа Зинаида Петрована ирĕклĕ майпа кĕрешсе спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнĕшĕн паллăсемпе удостоверенисене пачĕ), Виталий Степанов воин-афганецăн шăллĕ — И. В. Степанов, воин-афганецсен районти организацийĕн ертÿçи А. И. Терентьев, “Трак ен” ентешлĕх ертÿçин физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен çумĕ И. Н. Романов саламларĕç. Çурçĕр Кавказри çапăçăва хутшăннисен ячĕпе А. Л. Тюмеров (ăна çак кун медальпе чысларĕç) юрă парнелерĕ.

Турнир кăтартăвĕсемпе Красноармейски районĕпе Самар облаçĕнчи Тольятти хулинчи командăсенчен призерсен йышне кĕнисем нумайрах пулчĕç. Красноармейскинчи Никита Дубов — “Чи лайăх техникăшăн”, Мухамед Мухидинзада “Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн” призсене тивĕçрĕç.

Турнирăн тĕп спонсорĕсем çаксем: район администрацийĕ, “Вольник” спортклуб, “Трак ен” ентешлĕх, “Никострой” ООО (Н. В. Петров) тата В. К. Шестаков, Ю. Н. Лукин, В. А. Трофимов, И. В. Степанов.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика