АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс çĕнтерÿçи

27 марта 2009 г.

 

Р. Герасимова Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Пăрăнтăк ялĕнче пурăнать. Мăн Шетмĕри тĕслĕх библиотекăн ертÿçинче ĕçленĕ май Раиса Гурьевнăна ку тăрăхра палламан çын çук та тейĕн.

Шкул, каярах культурăпа çут ĕç училищинче вĕреннĕ тапхăрта хĕрачана обществăлла вуншар ĕç хушнă, культурăллă мероприятисене ертсе пыма шаннă. Чĕре хушнă пек пурнăçланă вăл вĕсене. Паян та ял тăрăхĕнче Р. Герасимова хутшăнмасăр пĕр мероприяти те иртмест тейĕн. Вулавăшра вăл “Тимлĕх”, “Сударушка” клубсене йĕркелесе пырать. Мĕнле кăна ыйтусене сÿтсе явмаççĕ пулĕ унта çÿрекенсем? Тĕслĕх библиотекăра тăтăшах вулакансен конференцийĕсене, çĕнĕ кĕнекесен куравĕсене йĕркелеççĕ, юлашки вăхăтра унтан вĕренекенсем те татăлма пĕлмеççĕ.

Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕ пулнă май Р. Герасимова ларусенче тăтăшах тирпей-илем, паянхи ытти çивĕч ыйтусене çĕклет. Раиса Гурьевнана тĕрлĕрен юбилейсен, Мăн Шетмĕре çулленех иртекен юн кун пуххин сценарийĕсене çырса хатĕрлеме шанаççĕ. Вăл çавăн пекех ял тăрăхĕ çумĕнчи хĕрарăмсен, профилактика канашĕсен членĕ те.

Шкулпа та тачă çыхăнура вăл. Сакăр çул ашшĕ-амăшĕн комитетне ертсе пынă Раиса Гурьевна, халĕ уполномоченнăйсен канашĕн председателĕ.

Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Асли, Георгий, мăшăрĕпе Мускавра пурăнать, Артур Çурçĕр Кавказра çар хĕсметĕнче тăрать.

Республикăри муниципаллă йĕркелÿсен канашĕ ирттернĕ конкурсра çĕнтерсе Р. Герасимова “Чи лайăх общественник” ята çĕнсе илнĕ. Вăл çак ята чăннипех тивĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика