27 марта 2009 г.
Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Шывпуçĕнчи Г. П. Скворцов 160-мĕш “Шупашкар — Алманч” автобус маршрутне Шывпуç ялне çитиччен тăсасси пирки ыйту панăччĕ.
“Чувашавтотранс” ПУПран пĕлтернĕ тăрăх, “Çĕрпÿ — Красноармейски — Кÿлçырма — Шывпуç” автоçул тивĕçлĕ СНиПсемпе килĕшсе тăнине Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн, “Чувашавтотранс” ПУП представителĕсенчен тăракан, Красноармейски район пуçлăхĕ председатель пулса ертсе пыракан комисси тĕрĕсленĕ хыççăн предприяти асăннă маршрута тăсма хирĕç мар.