АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашне те ырă тĕслĕхпе хавхалантарĕ

27 марта 2009 г.

 

Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче шкул уçнăранпа 175 çул çитрĕ. Çак шкулăн кун-çулĕ вăрăм та пархатарлă. Асăннă тапхăрта “ăс-хакăл вучахĕнчен” çĕршер те çĕршер ача вĕренсе тухса пурнăçăн анлă çулĕ çине тăнă.

Паян “Мăн Шетмĕри Совет Союзĕн Геройĕ В. В. Васильев ячĕллĕ вăтам шкул” муниципаллă пĕтĕмĕшле вĕрентÿ учрежденийĕ профильлĕ вĕрентĕвĕн ресурс центрĕ пулса тăрать. Халĕ пирĕн шкулта Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи вĕренекенсемсĕр пуçне Карай, Пикшик вăтам шкулĕсенчи 10, 11-мĕш класс ачисем хăйсем суйласа илнĕ профильлĕ пĕлÿ пухаççĕ. Ÿссе çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ, çирĕп воспитани парас тĕллевпе пултаруллă та хăйсен ĕçĕнче пуян опыт пухнă педагогсем пурлăхпа техника никĕсĕсене анлăн усă курса çĕнĕлĕхсем ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ. Вĕсем паянхи кун ыйтнă евĕр вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатас, вĕрентĕвĕн инновацилле инфратытăм, унăн обществăлла управленин çĕнĕ формисене аталантарас тĕллевпе чуна парса тимлеççĕ: учительсем яланах шыравра, тĕпчевре тесен те йăнăш пулмĕ. Аттестаци кăтартăвĕсем тăрăх шкулти 19 вĕрентекенрен 15-шĕ — пĕрремĕш, 2-шĕ иккĕмĕш категорисене тивĕçнĕ. Сăмах май, В. Васильева, Г. Маринкина, Н. Петров, Г. Михайлова, Г. Яковлева, Т. Антонова, А. Васильева педагогсем, В. Григорьев тренер хамăр шкултан вĕренсе тухса кунтах таврăннă.

Коллектив çирĕп. Пĕр-пĕрне сĕнÿ-канашпа та, ĕçпе те яланах пулăшма хатĕр. Килĕшÿлĕх хуçаланни, пĕр тĕллевпе чăмăртанса вăй хуни хăйĕн çимĕçне кÿретех тесе шутлатăп. Ку вĕренÿ çулĕнче шкулта 137 каччăпа хĕр пĕлÿ илет, пĕр компьютер пуçне 5,7 ача тивет. Мĕн пур вĕрентекенрен вуннăшĕ çĕнĕ технологисемпе туллин те тухăçлă усă курма вĕренес тĕллевпе ятарлă курссенче пулчĕ. ИКТпа активлă ĕçлекен педагогсен хисепĕ 63 процент. Паянхи кун вĕрентÿ ĕçĕнче ИКТăн тĕрлĕ формисемпе те ĕçлетпĕр: презентецисем, тестсем тăватпăр, электронлă учебниксемпе тухăçлă усă курас енĕпе интернетра шырав ĕçĕсем ирттеретпĕр тата ытти те. Чĕлхепе литературăна вĕрентнĕ çĕрте тĕревлĕ сигнал, схема-блок, таблицăсемпе, тест тата творчество заданийĕсемпе, мультимеди презентацийĕсемпе анлăн усă куратпăр. Халĕ шкулта компьютерсемсĕр пуçне 4 проектр, 8 принтер, ксерокопи аппарачĕсем —3, 6 сканер, цифрăллă 1 фотоаппарат, 1 видеокамера пур. Шкулти 7 кабинетран тăваттăшне кăна проектăрпа тивĕçтернĕ, апла пулсан вĕрентÿ учрежденийĕн пурлăх никĕсне пуянлатас тĕлĕшпе малалла ĕçлемелле-ха.

Паянхи куна 60 вĕренекенĕн килĕнче компьютер пур, вĕсенчен тăваттăшĕ интернета кĕрсе хăйне кирлĕ информацие шыраса тупма пултарать. Юлашки çулсенчи ĕç кăтартăвĕсем куç умĕнчех: виççĕмĕш классем И. А. Горячев программипе “Информатика” предметне вĕренеççĕ, хамăр сайта йĕркелерĕмĕр, ачасем, учительсен презентацийĕсем, республикăри конкурссене хутшăнакансем йышланчĕç тата ытти те. Вĕрентекенсенчен çурри ытла хăйсен сайчĕсене кулленех çĕнетсе тăраççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулне 12 вĕренекен “5” паллăпа (8,4 процент), 65-ĕшĕ “4” тата “5” паллăсемпе (45,5 %) вĕçлерĕ. “Русский медвежонок” конкурса 40 вĕренекен, “Кенгуруна” — 40, “Чувашская ласточкана” 26-ăн хутшăнчĕç. Çулленех “Золотое руно”, “Английский бульдог” тупăшусене хутшăнакансен хисепĕ те ÿсет. Вĕренекенсене конкурссене хатĕрлекен ертÿçĕсене лайăх енчен палăртса хăвармалла: В. Васильева, А. Васильева, Ф. Петрова, Т. Семенова, Д. Филимонов, И. Петрова. Çамрăк геологсен конкурсĕнче тупăшса А. Антонова, С. Егорова (8-мĕш кл.), вун пĕрмĕшĕнчи Е. Александрова сертификатсем илме пултарчĕç (ертÿçи С. Назарова).

Районти шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературин кабинечĕсен смотр-конкурсне Г. Яковлева, С. Назарова активлăн хутшăнчĕç, хисеп грамотине тивĕçрĕç. Вĕсемех К. В. Ивановăн “Нарспи” поэмине халалланă тĕп мероприятине хутшăнса проект хÿтĕлерĕç.

Вĕренекенсен вунă ĕçне районти наукăпа практика конференцине тăратрăмăр (ертÿçисем Г. Маринкина, А. Васильева, Г. Яковлева, С. Васильева, С. Назарова). А. Васильева, Г. Маринкина педагогсем ертсе пынипе пурнăçланă ĕçсем республика шайĕнчи конференцие те хутшăнма ирĕк çĕнсе илчĕç. Çавăн пекех республикăри “Чăваш ен географийĕпе экологийĕ” ятпа иртнĕ олимпиадăра 9-мĕш класра вĕренекен Д. Сергеев, А. Гаврилов, вун пĕрмĕш класри Е. Александрова виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.

Тĕрлĕ предметсемпе иртнĕ районти олимпиадăсене хутшăнса пирĕн вĕренекенсем малти 14 вырăна йышăнчĕç. Республикăри олимпиадăсенче право предмечĕпе А. Арсентьев (10-мĕш кл.), вырăс литературипе М. Васильева (9-мĕш кл.), астрономипе М. Александров (9-мĕш кл.), чăваш чĕлхипе Д. Антонова (4-мĕш кл.) япăх мар кăтартусемпе палăрчĕç. Республикăри дистанциллĕ олимпиадăра М. Александров (9-мĕш кл., физика) иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ (вĕрентекенĕ — Н. Петров). Пирĕн вĕренекенсем — Н. Михайлова, А. Владимирова, С. Егорова (9-мĕш кл.), М. Васильева, М. Александрова, Ю. Харитонова, А. Гаврилов (10-мĕш кл), А. Арсентьев, С. Григорьев, О. Аленцева, В. Васильев (11-мĕш кл.) районти олимпиадăсенче палăрса шкул чысне çÿле çĕклерĕç. Вĕсем обществăлла ĕçре те хăйсене лайăх енчен кăтартаççĕ.

Вĕренекенсен кăмăлне, пултарулăхне кура шкулта тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ, вĕсенчен нумайăшĕ предмета тарăнрах тĕпчессипе çыхăннă. Ачасем ташă кружокне хавас кăмăлпа çÿреççĕ, ÿкерме кăмăллакансем те хăйсен ертÿçисене тупрĕç. Спортпа туслисем тĕрлĕ секцисене çÿресе сывлăхне çирĕплетеççĕ. Кунта вĕсене Р. Скворцов педагог, В. Григорьев тренер хапăлласах йышăнаççĕ, вĕренекенсен ÿт-пĕвне пиçĕхтерме тĕрлĕ хăнăхусем, вăйăсем йĕркелеççĕ. Ахальтен мар пирĕн спортсменсем тĕрлĕрен ăмăртусенче çĕнтерÿçĕсен йышне кĕреççĕ. Çапла ĕçлетпĕр эпир, вĕренÿпе воспитани ĕçĕ ăнăçлă пулса пытăр тесе çĕнĕ мелсем шыратпăр, тĕпчетпĕр, шухăшлатпăр, палăртатапăр. Малашлăха тинкерсе ачасене туллин те тĕрлĕ енлĕн аталантарса, сывă, çирĕп, ирĕклĕ тата творчествăлла шутлакан, хăйне хăй аталанма тата хăйне пурнăçра тупма пултаракан çын ÿстерме пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ватă шкулăн çăл куç пек тапса тăракан вăй-хăвачĕ иксĕлмест-ха. Туслă та пуçаруллă коллектив “Вĕрентÿ” наци проектне пурнăçа кĕртессишĕн малашне те çанă тавăрса ĕçлĕ, ыттисене ырă тĕслĕхпе хавхалантарĕ.

Ыран Мăн Шетмĕ шкулĕ 175 çул тултарнă май асăннă шкулта вĕреннĕ, ĕçленĕ юлташсене савăнăçлă каçа йыхравлатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика