АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсем ĕç вырăнĕсем шыраççĕ

24 марта 2009 г.

 

Еншик Чуллă тăрăхĕнче черетлĕ информаци кунне хальхинче ятарлă ушкăн (унта район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ В. Ю. Иванов, “Халăха социаллă пулăшу паракан Красноармейскинчи центр” республика патшалăх учрежденийĕн директорĕ А. П. Никитин тата район архитекторĕ В. И. Тарасова кĕчĕç) пулчĕ.

Еншик Чуллăри вăтам шкулта вырнаçнă тĕслĕх библиотекăна çынсем палăртнă вăхăтра пухăнчĕç. Йышлăн. Йышра вĕрентекенсем те,ял тăрăхĕн специалисчĕсем те, ял çыннисем те пур.

Черетлĕ информаци ку-нĕн теми кашнинех кăсăклантарать,паллах. Чăн малтанах пухăннисем умĕнче “Халăха социаллă пулăшу паракан Красноармейскинчи центр” республика патшалăх учрежденийĕн директорĕ Алексей Никитин тухса калаçрĕ.

— Паян çĕр-шывра, пирĕн районта та халăха ĕçпе тивĕçтересси çав тери çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Ку тĕлĕшпе “ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ” патшалăх учрежденийĕ ĕçлемест мар. Акă патшалăх кăçал районти ĕçпе тивĕçтерекен центр валли 7 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Ку вăл ятарлă программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать. Кунта ĕç тупайманнисене учета илеççĕ. Вĕсене вăхăтлăх — виçĕ уйăхлăх ĕç тупса параççĕ. Вăл е ку специальноç илме вĕренме яраççĕ. Çынсене хуçалăхсенче е ытти ĕç коллективĕсенче вăй хума, килĕшÿсем тăрăх, ĕçе вырнаçтараççĕ. Çапла майпа вĕсем уйăхсерен, палăртнă тăрăх, 4330 тенкĕ ĕçлесе илме пултараççĕ, — терĕ Алексей Петрович. — Çавах та ĕçсĕррисен хисепĕ куллен ÿссе пыни куç умĕнчех. Акă, хальхи вăхăтра сирĕн тăрăхри 29 çын ĕçсĕррисен шутĕнче.

А. Никитин палăртнă тăрăх, вăл ертсе пыракан патшалăх учрежденийĕнче те ĕç вăйĕ кирлĕ. Паян тесен паян сакăр социаллă ĕçчен тупмалла. Кусем ахаль çынсем мар, паллах. Çав йыша культурăпа медицина ĕçченĕсем, вĕрентекенсем кирлĕ.

Çынсене ĕç вырăнĕсем тупса парассипе чăн малтан ял тăрăхĕн администрацийĕн çине тăрса тăрăшмаллине палăртрĕ А. Никитин.

Район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов пĕлтернĕ тăрăх, ятарлă программăпа килĕшÿллĕн, кăçал район территорийĕнче 453 çынна ĕçе вырнаçтармалла. Вĕсем ял хуçалăх предприятийĕсемпе бюджет организацийĕсенче тата уйрăм предпринимательсем патĕнче ĕçлеме пултараççĕ. Çакăнта ĕçе йышăнакансен çынсене ĕçе вырнаçтарассипе “ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ” патшалăх учрежденийĕпе килĕшÿ (договор) тумалла.

Пухăннисем умĕнче район архитекторĕ Валентина Тарасова та сăмах илчĕ, вăл çынсене çурт-йĕр çавăрма тата хваттер туянас тесен патшалăх мĕнлерех пулăшу панипе паллаштарчĕ.

Информаци кунĕнче Валерий Данилов, Лев Тихонов фермер, Клим Степанов, Степанида Илларионова пенсионерсем тухса калаçрĕç, çынсене ĕçпе тивĕçтерес, ял хуçалăхне аталантарас ыйтусене хускатрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика