24 марта 2009 г.
Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче, юн кун Трак енре çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерес тата халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтусемпе иртнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунне РФ социаллă страховани Фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн — патшалăх учрежденийĕн управляющийĕ Г. Л. Рогачева ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Ку йышра çавăн пекех ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ О. С. Шайнога, “Чувашавтотранс” ПУП генеральнăй директорĕн çумĕ А. С. Федоров, айăплава пурнăçланине тĕрĕслекен федераллă службăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕн пулăшаканĕ А. М. Мокеев тата çак Управленин пресс-служба пуçлăхĕ С. П. Шулдятов пулчĕç. Вĕсене ирхине район пуçлăхĕ С. А. Николаев йышăнчĕ, хамăр тăрăхра юлашки вăхăтра пулса иртекен улшăнусем çинчен каласа пачĕ.
Унтан Станислав Андре-евичпа Галина Леонидовна Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Пшонкă ялне çитрĕç. Малтанах райпо лавккине кĕрсе курчĕç, Н. Осипова сутуçăпа сăмахларĕç.
— Тавартан чухăнах мар эпир. Вĕсене заявкăсемпе те кÿрсе килетпĕр. Кашни кунах уçатăп лавккана. Эрнере икĕ кун — ытлари кунпа эрне кун Ванюшкасси ялĕнче пурăнакансене те куллен кирлĕ таварпа тивĕçтеретĕп. Сĕт те туянатăп, 12—13 çынран 150—200 литр пуçтарăнать. Ĕнесем пăруласах пыраççĕ-ха, ку хисеп татах та ÿсĕ. Ялти 61 çынна (ку йыша ачасем те кĕреççĕ) уйăхне 100 пин ытларах тенкĕлĕх тавар сутăнать, — пĕлтерчĕ Надежда Арсентьевна.
Ял çыннисемпе вара тĕл пулу Пшонкă клубĕнче иртрĕ, 16-ăн хутшăнчĕç унта. Вĕсем яла хытă сийлĕ çул çитнипе кăмăллă, çав хушăрах 78 çулхи П. И. Иванов ветеран ăна тĕп урама та сартарасшăн. Пимен Ивановича сĕт хакĕ йÿнни те пăшăрхантарать. 40 килте виçĕм çул 56 ĕне усранă пулсан, пĕлтĕр — 43, кăçал ку хисеп татах та сахалланасси куç кĕрет. Клуба çут çанталăк газĕ кĕртме оборудованисем туяннă, котельнăй хăпартса лартнă. Кăçал ку ĕçе вĕçлетпĕрех, теççĕ.
Пшонкăсем умĕнче информаци кунĕн темипе С. А. Николаевпа Г. Л. Рогачева, ытти ыйтусемпе Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. В. Андреева, районти шалти ĕçсен пайĕн милицин участокри уполномоченнăйĕ С. Ю. Егоров (вăл кăçалхи 2 уйăхра Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнче 2 преступление шута илнине каларĕ, унăн участокне вара 3 ял тăрăхĕнчи 28 ял (!?.) кĕрет), ял старости Ю. А. Ильин (“çĕр ыйтăвĕпе тата пенсие кайма, калăпăр, мĕн чухлĕ хут çырмалла? Тĕрлĕ кантурсем нумайлансах кайрĕç, пурте хут çырнăшăн халăхран укçа сăптăрасшăн”) сăмах каларĕç.
Ванюшкассинчи тĕл пулура ял çыннисем 12-ĕн пулчĕç. Ял ватăлни (çамрăк çемьесем хушăнма пуçларĕç пулсан та) кунта та уççăнах сисĕнет. 30 ытла килте пурĕ те 20 ача çеç, çав шутран 13-шĕ шкула çÿрет. Ванюшкассисем те хăйсем патне информаци ушкăнĕн членĕсем пынишĕн тем пекех савăнчĕç, хăйсене пуçтарăнса калаçма клуб тем пекех кирлине пĕлтерчĕç.
* * *
Ку хутĕнчи Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче ытти ялсенче мĕнлерех ыйтусем хускатнă-ха? Супарти Л. Т. Трофимова, акă, ялти клуб шăпи интереслентерет, кунти А. Денисов “ФАП-пе тĕслĕх библиотекăна çут çанталăк газĕ кĕртесчĕ, каçхине урамсене йĕркеллĕ çутатса тăрасчĕ”, тет. Пăрăнтăкри И. И. Ильина Восточная урамра электроэнерги çуккине пĕлтернĕ. Чатукассисем килти уйрăм хуçалăхсене минераллă удобренисемпе тивĕçтерессине лайăхлатма ыйтаççĕ. Уйриçуртри Г. С. Степанов, ав, участок врачĕн чир-чĕртен асăрхаттарассипе ытларах ĕçлемеллине, ун урлă маларах çырăнса больницăра врачсем йышăнассине йĕркелемеллине палăртнă. Уписем пушар хуралне туса хурассине хăвăр-тлатма сĕнеççĕ, вĕсем, çавăн пекех карайсем хуçасăр йытăсем нумаййишĕн кăмăлсăр. Карайри пĕтĕмĕшле практика врач офисĕпе райбольница ĕçне лайăхлатас тĕлĕшпе те асăрхаттарусем пулнă.
Çак кун районти ĕç коллективĕсемпе ялсенче йĕркеленĕ 12 тĕл пулăва пĕтĕмпе 352 çын хутшăннă, информаци ушкăнĕсен членĕсем 5 çынна харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.