24 марта 2009 г.
Суд приговорĕпе килĕшÿллĕн, районта условнăй майпа айăпланнисен (ĕçлесе юсанмалла) йышĕ пĕчĕкех мар. Вĕсене вара ĕç вырăнĕ тупса памалла.
Ку тĕлĕшпе район пуçлăхĕ ятарлă хушу кăларнă, ĕçлесе юсанмалли çынсен списокне пăхса тухса вĕсем хăш ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшмаллине па-лăртнă. Унпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем ĕçлесе юсанмалли çынсене ĕç тупса пама тивĕç. Енчен те вĕсем ĕçлесе юсанмалли çынсене ĕç тупса парасси çине çиелтен пăхаççĕ тата вĕсене кирлĕ пулăшу парассишĕн çине тăмаççĕ пулсан, вĕсене административлă майпа явап тыттараççĕ.