АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнпе хăрушă туберкулез?

24 марта 2009 г.

 

Кашни çулах çак вăхăтра туберкулез чирĕпе кĕрешес тĕлĕшпе мероприятисен уйăхлăхне ирттереççĕ. Вăл республикипех "Шурă эмел курăкĕ" ятпа пулать.

Тĕнчипе илсен çулленех асăннă чир-чĕрпе 8 миллион çын чирлет, 2 миллион чухлĕ вилет. Кашни çеккунтра 1 çынна чир çакланать.

Раççей Федерацийĕнче 1990 çултан пуçласа çуллен чирлисен шучĕ икĕ хут ÿсет. Тĕнчери 22 çĕр-шыв хушшинче ку чир сарăлнисен йышĕнче — Раççей 11-мĕш вырăнта.

Районта 2000 çултан тытăнса çулленех чирлĕ 6—7 çын палăрнă пулсан, 2006-мĕшĕнче — 24, 2007 — 17, 2008 çулта ку цифра 18-па танлашнă. Çавăн пекех 5 çын çут тĕнчерен уйрăлнă. Вĕсенчен 4-шĕ пачах та медиксем патĕнче пулман, сывлăхĕсене тĕрĕслеттермен. Акă, 2008 çулта туберкулез тупса палăртнă çынсен 85,7 проценчĕ чирĕ шала кайсан çеç сиплеве пынă.

Çулталăкра пĕрре флюорографи аппарачĕ витĕр тухасси — кашнин тивĕçĕ. Предприятисен ертÿçисен çынсен сывлăхне упрассипе интересленсех тăмалла.

Туберкулезран мĕнле сыхланмалла?

Унăн микробĕсем тусан ăшĕнче — 3 уйăх, типсе кайнă сурчăкра уйăх сыхланаççĕ. Нÿрĕ, сивĕрех çуртсенчи урайĕнче е стена çинче 6 уйăх е çулталăка яхăн упранаççĕ. Вĕсем сивĕрен те хăрамаççĕ — 23 градус чухне 7 çул чип-чиперех сыхланаççĕ. Анчах та хĕвел çуттинче — 1—2 сехетре, вĕретсен 1—2 минутранах пĕтеççĕ.

Сывлăш, тусан е сыв мар çын усă курнă япаласем урлă чир сывă çынна та аптратать. Пĕр сигаретпа е чашăк-тирĕкпе, стаканпа усă курни тата ытти те чир-чĕре çаклатма пулăшаççĕ.

Асăрханма пĔлĔр

Хăш-пĕр çынсен туберкулезпа чирлес хăрушлăх пысăк. Ытти чирсемпе чирленине пула вĕсем ăна сисмесен те пултараççĕ. Çавăнпа та вĕсене ÿпкине çулталăкра икĕ хутчен флюорографи тутарма сĕнеççĕ.

Ытти чирсем — çаксем:

— вăраха кайнă сывлăш çулĕсен е ÿпке шыççисем;

— çулталăкне 2—3 хут “гриппа” чирлекенсем;

— шахтерсем, хăйăрпа е çăнăхпа усă курнă çĕрте вăй хуракансем;

— хырăм шыççи е хырăма операци тунă хыççăн; сахăр диабечĕпе чирлекенсем;

— ача çуратнă хыççăн 1—2 уйăх иртнĕ хĕрарăмсем;

— юн чирĕпе аптракансем;

— эрехпе ашкăнакансемпе пирус туртакансем тата ыт. те.

Мĕн тума пĕлмелле?

Туберкулезăн паллисем чир шала кайсан çеç çиеле тухаççĕ. Çавăнпа та çитĕннĕ çынсен пурин те флюорографи витĕр тухмалла. Ачасене тĕрĕслеме Манту текен проба тăваççĕ, ăна та çулленех тĕрĕслеттермелле. Хăвăр вăй пĕтнине, тарлаттарнине е шăннине, ÿслĕк-сунас вăрăма кайнине, апат анманнине асăрхарăр пулсан, чире вăраха ан ярăр. Участокри тухтăр патне кайса тĕрĕслеттерĕр. Уйрăмах эрехпе ашкăнни, пирус туртни чире вăраха яма пултарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика