АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Милици тата ачасем” акци — Именкасси шкулĕнче

24 марта 2009 г.

 

Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен районти шкулсенче “Милици тата ачасем” акципе килĕшÿллĕн право пĕлĕвĕсен уйăхлăхĕ пырать.

Унта хутшăнса, Именкасси шкулĕнче те пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче çакăнпа çыхăннă мероприяти иртрĕ. Ачасемпе тĕл пулма район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. И. Антонов, район администрацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ В. М. Данилов, районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекцийĕн инспекторĕ И. А. Никифоров тата вĕрентÿ пайĕн психологĕ А. О. Филиппова килчĕç.

Пĕрремĕш тĕл пулу “ыйту — хурав” мелĕпе виççĕмĕш класра иртрĕ. “Камăн килĕнче кĕсйе телефонĕ пур?” тесе ыйтсан, чылайăшĕ пуррине çирĕплетсе алă çĕклерĕ, анчах пĕри те ăна шкула илсе килмен-мĕн. Тĕрĕс тунă, мĕншĕн тесен телефона унта-кунта манса хăварма та, çухатма та пулать е тата хăрушăрах — вăрлама та пултараççĕ. Кĕçĕн классем çул-йĕр çÿремелли правилăсене те, урокра, урамра, ялта хăйсене епле тытмаллине те япăх мар пĕлеççĕ иккен. “Сирĕн тĕп ĕç — вĕренесси, “5” паллă нумайрах илесси”, — терĕ вĕсене Николай Илларионович.

Иккĕмĕш тĕл пулу вара аслăрах классенче пĕлÿ пухакансемпе шкулăн акт залĕнче пулчĕ. Ăна шкул директорĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ О. И. Арманова уçса йĕркелесе пычĕ. Ольга Ивановна палăртнă тăрăх, кунта халĕ 72 ача вĕренет, çав шутра 3-шĕ район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссире (2-шĕ районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекцире те) учетра тăраççĕ-мĕн. Пысăках мар шкулшăн шухăша яракан пĕчĕк цифра мар çакă. Педагогика коллективĕн те, ашшĕ-амăшĕн те апла пулсан, чăн та, шутламалли пурах. Киревсĕр сăмах калакансем те, пирус мăкăрлантаракансем те тупăнкаласах тăраççĕ иккен шкулта. Анастасия Олеговна право йĕркине пăсас çул çине тăма пултаракан ачасене çавăнпах уйрăммăн йышăнса сăмахларĕ.

Ваттисем “Лаша пуласси — тихаран, çын пуласси ачаран паллă” тенĕ. Тĕрĕс: лайăх çын пулас тесен, хамăра пĕчĕклех йĕркеллĕ тытмалла. Ун пек çынна вара, пĕлсех тăрăр, пурте ырă сунаççĕ, хисеплеççĕ. Çакна шкул ачисен асрах тытасчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика