24 марта 2009 г.
Тăван яла çитмессеренех кукки йăмрисем куç тĕлне пулаççĕ. Аллă ытла та пуль вĕсем. Аслă пĕве умне лартнăскерсем çилпе хумханаççĕ. Тĕрĕссипе, ăна çурхи шыв-шур сиенлесрен сыхлаççĕ.
Астăватăп-ха ,иртнĕ çул пулсаччĕ-ши ку…Пĕве тăруках тулса кайрĕ. Çыран хĕррисемпе танах… Каçхине вара шыв хăвăрт анчĕ те пĕве çийĕн çурхи шарлак шыв юхма пуçларĕ.
— Юрать-ха, Кирилл йăмрисем пур. Унсăрăн ял илемĕ татăлса кайма пултарать вĕт, — аллисене хирĕç шартах тутарчĕç ирхине ял çыннисем. — Спаççипах çав Кирила…
Кирилл куккине ялта Коля тесе чĕнетчĕç. Пĕчĕк урамри кирпĕч çуртра пурăнатчĕ. Питĕ ĕçчен çын пулнипе палăрнă ял-йышра. Ăста платникчĕ. Столяр ĕçне те пултаратчĕ. Шел, тăруках чирлесе кайрĕ те, çитмĕл çул та тултараймарĕ. Мăшăрĕ тата иртерех çĕре кĕчĕ. Çавă та хытах хуçрĕ пулмалла Кирилл Петрова. Ывăлĕ те аварире çапăнса вилчĕ. Халь тĕп килĕнче унăн аслă хĕрĕ — Елена пурăнать. Ашшĕ килне сÿнтерес шутлă мар вăл. Чул хула облаçĕнчен, хăй кил-çуртĕнчен куçса килчĕ.
Кукки чăннипех çут çанталăк тусĕ пулнă çав. Хăйĕн кил умĕнче те чылай йăмра лартнă. Сад пахчинче те тĕрлĕрен çимĕç йывăççисем нумай.
Аслă пĕве умĕнче пĕчĕк йăмралăх. Тепĕр майлă кунта пĕчĕк вăрман та вăй илнĕ. Çуллахи кунсенче ик куç тулли илем чун-чĕрене тыткăнлать. Лăсăллă, ешĕл йăмралăх. Шăпчăк сассипе илĕртет тата.. Кукки вăрманĕ... Кукки йăмрисем. Вĕсем маншăн ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ палăксем вырăнĕнчех.