АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тискер кайăкланнă йытăсем

24 марта 2009 г.

 

Эпĕ астăвасса, Ванюшкасси ялĕнче мăйракаллă шултра выльăхсемпе лашасем çеç мар, сурăхсем те усранă. Акă, пĕррехинче, ирхине, сурăх фермине йытăсем тапăннă. Вĕсем вунă ытла сурăха унтан та кунтан çыртса-тулласа пĕтернĕ. Сурăхсем йăлтах çухалса кайнă пулмалла. Тарма-пытанма шутламан. Тĕрĕссипе, инстинктсене çухатнă.

Тĕслĕхрен, чăхсем те хăйсен пурнăçне шеллемесĕр, чĕпписене хÿтĕлесе йытă-кушак çине сиксе лараççĕ.

Кашкăрсем сунарта пĕр сас та кăлармаççĕ пулсан, çак çÿлерех асăннă тискер йытăсем вĕрсе, нăйкăшса шăв-шав кăларнă. Çынсем çав шăв-шава илтнĕ те фермăна чупса пынă.

Тепĕр кун юн тутанса курнăскерсем каллех фермăна пынă. Хальхинче тискер чĕр чунсене лайăх хатĕрленсе ларса кĕтсе илнĕ. Запасри мичман-подводник, фермер тата сунарçă — Василий Лукин — йытăсене тĕп тунă.

Хуçасăр тăрса юлнă йытă ами вăрманта е урăх, хăйне майлăрах çĕрте — çырма-çатра таврашĕнче çăвăрлать. Унăн çурисенчен ытларахăшĕ çынна курмасăр пурăннипе татат апат çимесĕр ÿснĕ пирки пурăнаймасть. Ученăй-натуралистсем çирĕплетнĕ тăрăх, кăнтăр енчи хăш-пĕр регионсенче тискер кайăкла йытăсем тахçанах кашкăр вырăнне пурăнма пуçланă. Ку нумай сăлтавран килет. Кунта кашкăрсем çукки — пĕрремĕш услови. Тата ăшă çанталăк тăни, тытса çимелли тĕрлĕрен чĕр чунсем пурри те пулăшать çакăнта.

Пирĕн патра тискер кайăкланнă йытăсене кашкăрсемпе танлаштарма çук пуль. Кил-хуçалăхра усракан йытăсем кайăк-кĕшĕке çимеççĕ. Тискер йытăсен йышне кĕрекен йытăсем уй-хирсенче,вăрмансенче вĕçен кайăк йăвисене тустараççĕ,мулкач çурисене тытаççĕ, ытти вĕт-шакăр чĕр чунсене сăтăр тăваççĕ.

Иртнĕ çул та кÿршĕллĕ Шурçырмара татах пилĕк сурăха тулласа тăкнă йытăсем. Кунта каллех пирĕн ялти сунарçă палăрчĕ.

Çакнашкал йытăсем çынсенчен хăрамаççĕ, анчах та хăйсем патне çывхартмаççĕ. Сивĕ те тарăн юрлă хĕлсенче хăйсене тăранмалăх апат-çимĕç тупма йывăр вĕсене. Ял çывăхĕнче, выльăх-чĕрлĕх фермисем патĕнче тăранса пурăнаççĕ вĕсем. Хăйсен йышне ытлах хунаттармаççĕ, ăçта та пулсан сăтăр тунине асăрхасан, вĕсене пĕтерме çине тăраççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика