24 марта 2009 г.
Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче район хăй тытăмлăх канашĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту ял çыннисен канăвне ку чухне лайăхрах йĕркелессипе çыхăннăран унта клуб учрежденийĕсенче вăй хуракансене, тĕслĕх библиотекăсен заведующийĕсене тата музейсен директорĕсене те чĕнчĕç.
Малтанах район пуçлăхĕ С. А. Николаев савăнăçлă лару-тăрура “Красноармейски районĕнчи ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека” РМУК директорне С. А. Никитинана — “ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята тивĕçнине ĕнентерекен паллă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Именкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Л. М. Иванована — район администрацийĕн Хисеп грамоти, республикăри муниципаллă йĕркелÿсен канашĕ ирттернĕ конкурссен çĕнтерÿçисене — Красноармейски тата Чатукасси ял тăрăхĕсене (пуçлăхĕсем — В. К. Шестаковпа Г. В. Михайлов) — “Чи лайăх муниципаллă йĕркелÿ”, муниципаллă архив заведующийĕпе Л. Ф. Илларионовапа Алманч ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалист-экспертне Э. Я. Васильевана — “Чи лайăх муниципаллă служащи”, ял старостисене — И. М. Козлова (Васнар), Ф. Г. Илларионована (Енĕшкасси), тата А. В. Лаврентьева (Очкасси) “Чи лайăх ял старости”, В. В. Ильинпа (Çеçмер) Р. Г. Герасимована (Мăн Шетмĕ) “Чи лайăх общественник” хăюсемпе дипломсем пачĕ.
Унтан кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусемпе ларура район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов, социаллă аталану секторĕн заведующийĕ В. Н. Лукин тата “Красноармейски районĕнчи ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека” РМУК директорĕ С. А. Никитина докладсем турĕç.
Тухса калаçакансем — район хăй тытăмлăх канашĕн членĕ, “Вольник” спортклуб директорĕ А. Н. Григорьев çамрăксенче çарпа патриотизм туйăмне вăратассипе ĕçлемеллине, сăмахран, “Çамрăк десантник” тата ытти кружоксем йĕркелемеллине, баланс çинче тăман Енĕшкасси клубĕ балансрисенчен те лайăхрах ĕçленине, физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Н. Лебедев физкультурăпа спорт ĕçне Кĕçĕн Шетмĕ, Пикшик, Алманч тата Чатукасси ял тăрăхĕсенче аванрах туса пынине, çав хушăрах Карай, Мăн Шетмĕ, Еншик Чуллă, Упи ял тăрăхĕсем футбол командисем те тăратма пултарайманнине, каçсерен шкулсен спортзалĕсемпе туллинреххĕн усă курмаллине, финанс пайĕн пуçлăхĕ Р. А. Николаева юсав ĕçĕсенче бюджет укçи-тенкипе усă курнипе пĕрлех вырăнта тÿлевлĕ çăмăллăхсем парассипе ĕçлемеллине (алманчсемпе мăншетмĕсемсĕр, красноармейскисемпе пикшиксемсĕр пуçне ыттисенчен пĕр пус та пырса кĕмен иккен), халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн директорĕ О. А. Дуйсембаева тарăн пĕлÿллĕ специалистсем кирлине, ытти районсенчи ĕçтешĕсен паха опытне алла илмеллине палăртрĕç.
Виçĕ сехете яхăн тăсăлнă хĕрÿ калаçăва район пуçлăхĕ С. А. Николаев пĕтĕмлетрĕ. “Çĕр ĕçченĕн тата çамрăксен çулталăкĕнче ял çыннисен канăвне тĕрĕс те туллин йĕркелес ыйту çивĕч тăрать. Культура вучахĕнче тимлекенсен ĕçĕ-хĕлĕнчен вĕсем палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн епле вăй хурасси тÿрремĕнех килет. Хальлĕхе мĕн куратпăр-ха? Супарпа Туçи Чуракасси клубĕсем хыççăн куç умĕнчех Еншик Чуллăрипе Именкассинчине юхăнтарса ятăмăр. Хуçасăрлăх палăкĕсем пулса тăчĕç вĕсем. Пуçлăх — хуçасем енчен тĕрĕслев çукки, куракан куçа курмăш туни илсе çитерчĕ çакăн патне. Айăплисенчен ыйтмаллах, паллах, ыйтăпăр та.
Культура учрежденийĕсене юсаса тытса тăма кăçал 1688 пин тенкĕ пăхса хăвартăмăр. Çав тери пысăк укçа мар, анчах унăн кашни пусĕпе тĕллевлĕ усă курмалла”, — терĕ Станислав Андреевич. Вăл культработниксене кирлĕ чухне (сăмахран, дискотекăсем ирттернĕ вăхăтра е сăлтавĕ урăх та пулма пултарать) ĕç графикне улăштарма та, пĕлĕве тарăнлатма та сĕнчĕ, канашлусене ытларах чухне вырăна тухса, лару-тăрăва тĕплĕн тишкерсе йĕркелемеллине палăртрĕ, хăй хальлĕхе Еншик Чуллă, Карай, Упи, Пикшик ял тăрăхĕсенчи культура вучахĕсен ĕçĕпе кăмăлсăррине пĕлтерчĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене пурне те ял çыннин канăвне йĕркелессипе çыхăннă ыйтăва çак кунсенчех канашлусенче пăхса тухма ыйтрĕ.
Сÿтсе явнă çак тата ытти ыйтусемпе ларура тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.