АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстереççĕ

24 марта 2009 г.

 

Мартăн 17-мĕшĕнче “Янмурзино” хуçалăра отчетлă пуху пулнă.

Унта кооператив ертÿçи Э. Петров отчет туса панă. Доклада З. Петрова тĕп бухгалтер, З. Тимофеева тĕп агроном, Э. Яковлев тĕп инженер тата И. Александров ферма заведующийĕ пуянлатнă.

Пухура кооператив 2008 çулта ÿсен-тăран продукцийĕсене туса илессипе япăхах мар ĕçленине палăртнă. Тĕп фондсене 15 миллион тенкĕлĕхе яхăн çĕнетнĕ. Çав вăхăтрах хуçалăх выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çине сахалтарах тимлĕх уйăрнă.

Пухура выльăх-чĕрлĕх тата сăвакан ĕнесен йышне ÿстерме йышăннă. Кооператив членĕсем 2009 çул валли производствăпа финанс планне çирĕплетнĕ.

Отчетлă пуху ĕçне район пуçлăхĕн çумĕ Н. Антонов тата ял хуçалăх пайĕн экономика енĕпе ĕçлекен специалист-эксперчĕ М. Васильев хутшăннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика