24 марта 2009 г.
Райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсен юратнă вăййи — “Зарница” иртрĕ.
5—8-мĕш классем хут-шăнчĕç унта. Вĕренекенсем валли тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелерĕç: мышеловка, противогаз тăхăнасси, пăшалпа пересси, дартс, биатлон ăмăртăвĕсем, ориентир тăрăх çÿресси, стройпа утасси.
Ачасем кашни конкурсах активлă хутшăнчĕç, хăйсен пултарулăхне тĕрĕслерĕç. Вĕсем теори ыйтăвĕсем çине те хуравларĕç, спортпа сывлăх çинчен тупмалли юмахсем тупса çырчĕç. Чи маттуррисем 5 “а” класс ачисем пулчĕç. Шкулти линейкăра çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе, хисеп хучĕсемпе чысларĕç.