24 марта 2009 г.
Пĕрлĕхлĕ информаци кунне хутшăннă тепĕр ушкăн (унта “Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ” патшалăх учрежденийĕн директорĕ И. Козлов, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалист-эксперчĕ М. Васильев, Çĕрпÿри 4437 №-лĕ ОСБăн 4437Ĕ040 №-лĕ хушма офисĕн ĕçченĕ А. Иванова тата çак йĕркесен авторĕ кĕчĕç) Чатукасси тăрăхĕнче пулчĕ.
Вырăна çитсен пирĕн ушкăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Михайлов, районти шалти ĕçсен пайĕн штаб начальникĕ Л. Мащенко хутшăнчĕç.
Пирĕн çул Пулайкассине выртрĕ. Паян ял çыннисене пухăнса пуплемелли пĕртен-пĕр вырăн — райпо магазинĕ. Унтан пĕр 50 метрта ял клубĕ пулнă çурт тăлăххăн ларать. Унăн чÿречисене кăларса илнĕ.
Вунă çула яхăн тăрăшать Пулайкасси магазинĕнче В. Михайлова сутуçă. “Хĕлĕн-çăвĕн ял çыннисенчен сĕт пухатпăр, — тет Ванда Васильевна. — Халĕ вăл — 80, çу кунĕсенче 150 килограма çитет. Продукцишĕн тĕрлĕ таварпа татăлатпăр, чĕрĕ укçа ыйтакансене те чылай чух хирĕçлемен”.
Информаци кунне 25-е яхăн çын пухăнчĕ. Вĕсем умĕнче чи малтан Л. Мащенко майор тухса калаçрĕ. “Сирĕн ял тăрăхĕнче чылай тапхăр милицин участокри уполномоченнăйĕ çук, çак хушăра пирĕн пата мĕнле ыйтусем пухăнчĕç”, — терĕ Людмила Георгиевна. Тĕл пулăва килнисем ялти 2—3 çемье тăтăшах спирт хутăшăвĕ сутни, çавăншăн вĕсене тивĕçлипе айăпламалли пирки пĕл-терчĕç.
Те çакăн евĕр тĕл пулусем сайра-хутра пулнăран, районтан килнисен сăмахĕсене ял çыннисем тимлĕн итлерĕç. “Паян сирĕн тăрăхри çĕрсемпе “Таябинка” Агрофирма” ĕçлет. Халĕ ял хуçалăх предприятийĕсене пĕртте çăмăл мар, пурлăхпа техника никĕсĕ япăххи, кадрсем çитменни мĕн палăртнине пурнăçлама чăрмантарать, — терĕ М. Васильев. — Кăçал районĕпе 11500 гектар пĕрчĕллĕ культурăсем акса хăвармалла, çĕр улми лаптăкне чылай пысăклатмалла, усă курман 700 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле”.
Çынсем пай çĕршĕн “Таябинкăн” кĕркунне улăмпа (пресласа) туллин тивĕçтермелли пирки каларĕç.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрăн ертÿçи И. Козлов ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. “Ĕç-пуç пачах та çăмăл мар, — терĕ Иван Михайлович. — Халĕ пирĕн патăрта ĕçсĕр тесе регистрациленĕ 266 çын учетра тăрать. Январьпе февраль уйăхĕсенче кăна ĕç шыраса 204 çын килнĕ”. Çак тапхăрта ĕçсĕррисене хушма пулăшу кÿресси пирки чарăнса тăчĕ вăл. 453 çынна вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме — 245-ĕшне ялсене, 151-ĕшне вĕрентÿ учрежденийĕсене, 22-ĕшне сывлăхпа социаллă хÿтлĕх органĕсене, 25-ĕшне — çул-йĕр строительствине, 10-ĕшне тĕрлĕ çĕре яма палăртаççĕ. Çавна май тĕрлĕ шайри бюджетран ĕçсĕррисене тÿлеме 7,5 миллион тенкĕ уйăрма, кунсăр пуçне 20 çынна адреслă пулăшу пама, 3 çынна пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарнă çĕрте пулăшма пăхаççĕ. Хальлĕхе Чатукасси ял тăрăхĕнчи 9 çынна ĕçсĕр тесе регистрациленĕ.
Пухăннисен районти перекет банкĕн кредитсем енĕпе ĕçлекен специалистне А. Иванована итленĕ май ыйтусем пулчĕç.
Тĕл пулупа ял çыннисем кăмăллă юлчĕç. Вырăнта татса памалли ыйтусемпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Михайлов тухса калаçрĕ.