20 марта 2009 г.
Район территорийĕнче мартăн 2—15-мĕшĕсенче йĕркелĕхе пăснине кăтартнă оперативлă сводкăран.
- Мартăн 3-мĕшĕнче паллă мар çын çăраççине юраттарса Красноармейскинчи 1970 çулта çуралнă хĕрарăмăн хваттерне кĕнĕ, компьютер, арçын сехечĕ тата 200 тенкĕ укçа йăкăртса тухнă.
- Мартăн 6-мĕшĕнче райбольницăна çĕçĕпе чиксе амантнă, Çĕнĕ Выççăлккăри, 1974 çулта çуралнă çамрăка илсе пынă. Ăна Енĕшкассинчи тепĕр арçын, ĕçкĕне тата иккĕшĕ хушшинчи тавлашăва пула, суранлатнă.
- Мартăн 7-мĕшĕнче каçхине “Шырав” ушкăн Арçунакасси ялĕнче икĕ лавпа пыракан виçĕ çамрăка тытса чарнă. Вĕсем КФХ “Васильеван” Çĕньял Шетмĕ ялĕ çывăхĕнчи уйран икĕ рулон утă (500 кг) вăрланă пулнă.
- Мартăн 9-мĕшĕнче райбольницăна Красноармейскинчи 1972 çулта çуралнă хĕрарăма вырттарнă. Ăна пĕрле пурăнакан арçын çĕçĕпе чиксе суранлатнă.
- Мартăн 10-мĕшĕнче Супарти 1975 çулта çуралнă хĕрарăмăн килне малтан унăн мăшăрĕ пулнă арçын веранда кантăкне тата алăк питĕркĕчне çĕмĕрсе кĕнĕ.
Çÿлерех асăннă кунсенче районти пилĕк çын, тĕрлĕрен сăлтавсене пула, харпăр хăй паспорчĕсене çухатнă е çунтарса янă. Унпа пĕрлех сакăр çын çут тĕнчерен уйрăлнă.