АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мунчана васкарĕ...

20 марта 2009 г.

 

Йĕлтĕр çине тăрса ярăнасси, эх, епле ырă ĕç. Тата пĕтĕм йышпа, ватти-вĕттипех тупăшса пăхнинчен пахараххи мĕн пултăр-ха. Паянхи ăмăртăва ултă теçетке тултарнă Пăрамун та хутшăнчĕ. Хăйпе пĕр çулхисемпе, вуннăн ытла та пуль, пĕр çухрăм ытларах дистанцие ярăнса тухрĕ. Маттур, чăннипех те Пăрамун. Çĕнтерчĕ, ăна ăшă сăмахпах тав турĕç, сехетпе чысларĕç.

Шăм-шака уçăлтармаллах... Район центрĕнчи мунчара реххетленчĕ Пăрамун. Эх, епле кăмăла каймалла... Вĕри пăс ăшĕнче çăтти-çатти тутарчĕ пилĕк-çурăма. Мăшăр милĕкне милицире ĕçлекен тус-юлташĕ парса хăварчĕ-ха.

— Пĕр çĕр грамччĕ çакăнта... — вĕрипе типсе кушăрханă тута хĕррисене хускатрĕ Пăрамун. — Пăртак йĕпетмеллеччĕ хăть.

Çавăнтах вăл, хăй хывăнса саланнă вырăнпа юнашар, пукан айĕнче чĕрĕк ларнине асăрхарĕ. Ăна çуррине пушатнăччĕ-ха. Хуçи çапăнмалли пÿлĕмре, кăштах хĕрнĕскер, милĕкпе çурăмне ислететчĕ.

— Вăт ырлăх! Сывлăш çулĕ уçăлчĕ капла, — черккене пушатнă май лăх! лăх! кулчĕ Пăрамун. — Эпĕ тартăм...

Пĕчĕкрех арçын çынсем куриччен çăвăнмалли пÿлĕме кĕрсе те çухалчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика