20 марта 2009 г.
Алăка хупма тунă. Ăшă тыттăр тенĕ. Кĕпитунсен виçĕ хваттерлĕ çурчĕн подăездĕнче те алăк уçăлса хупăнать. Пружина вырнаçтарнă эппин... Унсă-рăн, тимсĕр çынсене пула, хупăнмасăрах тăмалла вăл. Çын кĕрет те çын тухать... Ирпе те каçпа та шалт! тутарса хупăнать алăк. Пĕри те тепри çепĕççĕн хупасшăн мар-ха.
Алăк шалтлатса хупăнни кăна-и? Хваттерсенче пурăнакансем пĕри те тепри кушак усраççĕ. Лешсем вара выçăллă е тутăллă пĕрехмай подăездра кĕшĕлтетеççĕ. Мяу! Мяу! Çĕр çывăрмасăрах мяуклатаççĕ. Хăть ирпе-ирех, хăть каçпа хуçаланать подăездра кушаксен çурăк сасси. Çывăрма та памаççĕ.
Алăк шалтлатса хупăннипе тата пĕр вĕçĕмсĕр кушаксем мяуклатнипе çĕрĕ-çĕрĕпе чăлкăм куç хупаймасть Кĕпитун. Ир енне кăштах кăтăш пулать те... Каллех, путвалти автансем шарлаттарса авăтнипе, сÿрĕккĕн тăрса ларать. Лешсем, халь çурхи ăшă çанталăк çывхарнине сиссе-ши, ăмăртмаллах авăтаççĕ. Вĕсемшĕн хăть Кĕпитун, хăть Çĕпритун çĕрĕпе ан çывăрччăр... Вăт, çавăн пек пурнăç...