20 марта 2009 г.
Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнасси водительсенчен те, çуран çÿрекенсенчен те чылай килет. Çакăнта кашнинех яваплăха туймалла.
Шел пулин те, чылай чухне водительсем те, çуран çÿрекенсем те çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмаççĕ.
Акă, февралĕн 22-мĕшĕнче ирхине, пилĕк сехет иртсен, ПАЗ-32053 автобусăн водителĕ çул çинче ларакан прицеп çине кĕрсе кайнă.
Çавна пула автобус чылай çĕмĕрĕлнĕ, водитель райбольницăра выртса тухнă.
Красноармейскинчи Ленин урамĕнче çуран çÿрекен ÿсĕр çул урлă каçма тытăннă. Ăна ВАЗ-2115 çăмăл автомашина çапса хăварнă.
Çакна асăрхаттарса каласшăн: район центрĕнчи урамсенче çуран çÿрекенсем чылай чухне çул-йĕр правилисене куçкĕретех пăсаççĕ. Çавна пула хăйсем валли пурнăçшăн инкек кăларса тăратаççĕ.
Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çул-йĕр правилисене пăхăнман çынсене йĕркене пăснăшăн 1000 тенкĕ штрафлаççĕ.