20 марта 2009 г.
ЧР судйисен канашĕ йĕркеленипе пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти Юстици çуртĕнче “Çурхи фестиваль-2009” иртнĕ. Унта республикăри 11 суд коллективĕ хутшăннă, ултă номинацире тупăшнă. Çав шутра — Красноармейски районĕнчи коллектив та.
Красноармейскинчи суд ĕçченĕсен юрри-сăввисене куракансем хапăлласа йышăннă. Вĕсем пилĕк номинацире вăй виçсе çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Çав шутра арçынсен ушкăнĕ хĕрарăмсене халалласа шăрантарнă “Лизавета” юрăпа виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. М. Александрова техслужащи “Оригинальный номер” номинацире “Марусенко” юррипе — иккĕмĕш вырăнта. Л. Антонов хуралçă вара хăй çырнă “Тепре курасчĕ”, “Чечексене юратăр” сăввисене вуласа пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.