АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитменлĕхсем пулнă. Вĕсенчен чылайăшне пĕтернĕ

20 марта 2009 г.

 

Районти прокуратура Карайри тата Чатукассинчи ватăсемпе инвалидсем вăхăтлăх пурăнакан уйрăмсен ĕçĕ-хĕлне тĕрĕсленĕ, вĕсенче чылай çитменлĕхсем пуррине тупса палăртнă.

Акă, Карайри уйрăмра кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне — 11, Чатукассинчинче 32 çын пурăннă. Асăннă учрежденисем Чăваш Республикин сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин “Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен Красноармейскинчи центр” республика патшалăх учрежденийĕн структурăлла подразделенийĕн шутне кĕреççĕ.

Карайри тата Чатукассинчи уйрăмсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмаççĕ, ертÿçĕсемпе вут-кăвар хăрушсăр-лăхĕшĕн яваплă çынсем ку тĕлĕшпе пĕлĕве ÿстермен, эвакуаци планĕнче çынсен вут-кăвар вăхăтĕнче кăн-тăрла е каçхине мĕн тумаллине палăртман. Коридорсенче, эвакуаци çулĕсенче, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнман линолеумсем сарнă. Çуртсенче вут-кăвартан асăрханас тĕлĕшпе пушар кранĕсене, шывпа усă курмаллисене, вырнаçтарман.

Уйрăмсенче ĕçлекенсене сывлăх органĕсене сыхлакан хатĕрсемпе тивĕçтермен, вĕсен вара ĕç вырăнĕсенче упранмалла.

Карайри уйрăмра электрохуçалăха та йĕркене кĕртмелле. Кунта тата ытти çитменлĕхсем те пур.

Чатукассинчи уйрăмра юсавсăр огнетушительсемпе усă кураççĕ, вут-кăвар хуçаланас-тăк çынсене илсе тухма носилкăсем те çук.

Çÿлерех асăннă çитменлĕхсене палăртнă май районти прокуратура Карайпа Чатукассинчи уйрăмсен заведующийĕсене административлă майпа явап тыттарнă.

Редакцирен: материал пичетлениччен районти социаллă хÿтлĕх пайĕн заведующийĕ Л. Киселев çапла хуравларĕ. “Тĕрĕслев материалĕсем пирки тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Хальлĕхе линолеумсене улăштарас тĕлĕшпе çеç ыйту тăрать”.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика