АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Прокуратура тĕрĕслевĕ мĕн кăтартрĕ?

20 марта 2009 г.

 

Районти прокуратура Алманч, Кĕçĕн Шетмĕ, Еншик Чуллă, Мăн Шетмĕ тата Карай ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче Чăваш Республикин 2007 çулхи июнĕн 4-мĕшĕнче йышăннă 14-мĕш номерлĕ “Коррупцие хирĕçле мерăсем çинчен” сакунне тата ЧР Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнчи 82-мĕш номерлĕ “Чăваш Республикинче 2007—2010 çулсенчи коррупцие хирĕç кĕрешмелли тĕллевлĕ программа çинчен” йышăнăвне еплерех пурнăçланине тĕрĕсленĕ.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем саккун йĕркине пăснине тупса палăртнă, вĕсен адресĕпе çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе 10 хушу тăратнă, должноçри 9 çынна дисциплина енчен явап тыттарнă, çитменлĕхсене пĕтерессипе мерăсем йышăннă.

Унпа пĕрлех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем муниципаллă службăн нормативлă акчĕсене йышăннă чухне те йĕркене пăхăнмаççĕ. Акă,сăмахран, Алман ял тăрăхĕн пуçлăхĕн 2008 çулхи мартăн 3-мĕшĕнчи “Алманч ял тăрăхĕн бюджечĕн муниципаллă должноçри çынсене улăштармашкăн тытса тăма тăкаксен хаклавĕ çинчен” йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, муниципаллă должноçри тата муниципаллă службăри улăштаракан çынсен должноçри окладсен хисепне çирĕплетнĕ. Çавăн пекех должноçри окладсен çумне уйăхсерен укçа енчен хавхалантарассин виçине палăртнă.

Асăннă йышăну саккун йĕркине хирĕçленĕ май, ăна район прокуратури протестленĕ. Çавăн пекех Кĕçĕн Шетмĕ, Еншик Чуллă тата Карай ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен йышăнăвĕсене те протестленĕ. Протестсен результачĕсене пăхса тухнă май, саккуна пăхăнмасăр йышăннă нормативлă актсене пăрахăçланă.

2008 çулхи виççĕмĕш кварталти тĕрĕслев вăхă-тĕнче Кĕçĕн Шетмĕ, Мăн Шетмĕ тата Карай ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче муниципаллă служба çинчен калакан саккун йĕркине пăхăнманнине палăртнă.

Тĕрĕслÿ çакна кăтартнă: Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи мĕн пур муниципаллă служащисен уйрăм çыннăн папкисенчи (дело) 16-мĕш пункта — “РФ патшалăх служащийĕн персоналлă кăтартăвĕсен положенийĕ тата уйрăм çыннăн ĕçне туса пырасси” — тÿрремĕн пăснă, кирлĕ документсем вуçех çукки палăрнă.

Акă, сăмахран, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн О. Андрееван, ертсе пыракан специалистăн С. Гаврилован, Г. Ефимова специалист-экспертăн папкисенче страховка свидетельствин копийĕсем, паспортăн копийĕ, налук органĕнче учета илнĕ свидетельствон копийĕ, медицина полисĕн страхланă копийĕ, профессиллĕ пĕлĕве ÿстернине çирĕплетекен документăн копийĕ çук.

Унпа пĕрлех муниципаллă служащисен папкисене (дело) номерлемен, листасен опиçĕ çук.

Прокуратура Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацине асăннă çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе представлени тăратнă, вĕсене вырăнта пăхса тухнă, çитменлĕхсене пĕтерессипе мерăсем йышăннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика