20 марта 2009 г.
Иртнĕ ытлари кун халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче ача-пăча пултарулăхĕн “Ладушки” ятлă фестиваль-конкурсĕ уçăлчĕ. Унта район центрĕнчи мĕн пур ача-пăча сачĕсен творчество коллективĕсем хутшăнаççĕ. Конкурс тĕллевĕ: пепкесене музыка, хореографи, театр, фольклор, искусствăн ытти ушкăнĕсене явăçтарасси, пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсен пултарулăхне малалла аталантарса пырасси.
Халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн сцени çине чи малтан “Чул хула трансгаз Газпром” обществăн филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн” “Пучах” (“Колосок”) ача-пăча сачĕн творчество коллективĕ тухрĕ. Нумай енлĕ программа хатĕрленĕ “пучахсем”. Акă, илемлĕ чăваш кĕввипе чăваш тумне тăхăннă, аллисене тĕрĕллĕ ал шăлли тытнă хĕр ачасен ушкăнĕ чăваш ташши парнелерĕ. Арçын ачасем — çĕр-шывăн пулас хуралçисем — çар çинчен юрă шăрантарчĕç. “Çамрăк сасăсем” конкурс дипломанчĕ Даша Голубева сцена çине “Карусельные лошадки” юрăпа тухрĕ. Ачасен программинче анне çинчен калакан сăвă та, такмаксем те, ташă та пулчĕç. Куракансем — ытти ясли-садсене çÿрекенсем вĕсене хапăлласа йышăнчĕç.
График тăрăх ытти ясли-садсен коллективĕсем те çак конкурса хутшăнаççĕ. Чи лайăх номерсене гала-концерт валли суйласа илеççĕ.