АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр тăван Григорьевсен парнисем — чи вăйлисенче

20 марта 2009 г.

 

Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче, шăмат кун Красноармейски вăрманĕ çывăхĕнче йĕлтĕрпе чупса Карай тăрăхĕнчи пĕр тăван Григорьевсен парнисене тивĕçессишĕн республика шайĕнчи ăмăрту иртрĕ. Кăçалхипе 7-мĕш хут йĕркеленĕскере Трак енри йĕлтĕрçĕсемпе пĕрлех Тутарстанри, çавăн пекех Шупашкар хулинчи, Шупашкар, Çĕрпÿ, Вăрмар, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи командăсем те хутшăнчĕç.

Малтанах çакна палăртни вырăнлă. Çулленех иртекен çак ăмăртусен чапĕ, ячĕ-сумĕ республика тулашне те саланчĕ ĕнтĕ. Çакăншăн пĕр тăван Григорьевсемпе пĕрлех эпир те тивĕçлипех мухтанатпăр та, мăнаçланатпăр та. 5-ĕн вĕсем Григорьевсем. Акă, Александр Германович — уйрăм предприниматель. Вениамин Германович — тулли мар яваплă “Рыба Плюс” пĕрлешÿ директорĕн çумĕ, йăмăкĕ — Вера та кунтах вăй хурать. Валерий Германовичпа Андрей Германович вара — тулли мар яваплă “Красноармейскинчи сельхозхими” пĕрлешĕвĕн ертÿçисем — генеральнăй директорпа унăн çумĕ. Ĕçе юратнисĕр пуçне пурте спортпа туслă. Çакна вĕсене амăшĕ — Акулина Прокопьевна Прокопьева (нумай пулмасть 78 çул тултарнăскер) ачаран хăнăхтарнă.

Ăмăрту кунĕ хĕвеллĕ килчĕ, çанталăкĕ те сивех марччĕ. Çавăнпах йĕлтĕр трасси çинче вăй виçес текенсен те, вĕсене хавхалантарса тăракансен те йышĕ ку хутĕнче те пĕчĕк пулмарĕ.

10 сехет çурăра командăсем парада йĕркеленсе тăчĕç. Вĕсене пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăрту ячĕпе малтанах район пуçлăхĕ С. А. Николаев саламласа ăнăçлă стартпа финиш сунчĕ, спорта аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн пĕр тăван Григорьевсене район администрацийĕн Тав çырăвĕсене пачĕ.

В. Г. Григорьев вара хăйĕн сăмахĕнче Карай шкулне хоккеистсен 8 тумне (пурĕ 25 пин тенкĕлĕх) парнеленине пĕлтерчĕ. Ку шкул директорĕ Р. И. Малинина çакăншăн пĕр тăван Григорьевсене Тав ху- чĕсемпе чысларĕ.

Чăваш Республикин Гимнĕ мăнаçлăн янăранă хыççăн йĕлтĕрçĕсем умĕнче Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. М. Краснов (Вячеслав Максимович Григорьевсене ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министерствин Хисеп грамотисене пачĕ), республикăри “Хыпар” хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Г. А. Максимов, кунти С. Игнатьев фотокорреспондент (вăл район пуçлăхне С. А. Николаева хăйĕн ĕçĕсенчен тăракан кĕнеке, унта Станислав Андреевичăн сăн ÿкерчĕкĕ те пур-мĕн, парнелерĕ) сăмах каларĕç. Ăмăртăва Чăваш Республикинчи йĕлтĕрçĕсен федерацийĕн председателĕ А. П. Давыдов та килчĕ.

А. Н. Лебедев тĕп судья ăмăртусен программипе паллаштарнă хыççăн чи малтанах старта çемье командисем (пурĕ 9) тухрĕç. Кунта Хĕрлĕ Чутай районĕнчен килнĕ Дадюковсене çитекенни пулмарĕ. Красноармейскинчи Васильевсен çемйи финиша тăваттăмĕш çитрĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ — Алевтина Витальевна (вăл — Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкул учителĕ) 36—45 çулсенчи хĕрарăмсем хушшинче 1 километрлă дистанцире 5 минут та 35 çеккунт вăхăт кăтартрĕ, 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Карайри вăтам шкул директорĕ Р. И. Малинина, кунти Татьяна Хлебнова, Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулти В. Петров хăйсен ушкăнĕсенче — пĕрремĕшсем, Карайри Лариса Ильинапа (137-мĕш номер) Света Григорьева — иккĕмĕшсем пулчĕç. VIP — чупура район пуçлăхĕ С. А. Николаев та чăн-чăн маçтăрлăх кăтартрĕ, хăй ушкăнĕнчи йĕлтĕрçĕсенчен пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарма ирĕк çĕнсе илчĕ. Именкассинчи К. Шачкинпа Çеçмерти П. Шумилов ветеран-йĕлтĕрçĕсен тупăшăвĕнче маттур вăй виçрĕç. Сăмах май, ăмăртура Константин Филипповичпа Петр Александрович çулĕсемпе чи аслисем пулчĕç.

Трак енри ытти чылай йĕлтĕрçĕ те çак кун дистанцире палăрчĕ, пĕр тăван Григорьевсен парнисене тивĕçрĕ. Григорьевсем хăйсем те, яланхиллех, йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç.

Йĕлтĕрçĕсене финишра кунсăр пуçне вĕри чей кĕтрĕ, обществăлла апатлану предприятийĕн ĕçченĕсем çавăн пекех шашлăк, ытти апат-çимĕç сĕнчĕç. Халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн ĕçченĕсем — Р. Казакова, Н. Филиппова, Л. Игнатьева тата А. Алексеев çĕкленÿллĕ юрăсемпе хавхалантарса тăчĕç. Пĕр сăмахпа, çак ăмăртусене йĕркелесе ирттернин шайĕпе пурте кăмăллă юлчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика